bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Timothy 4
1 Timothy 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 5 →
1
Малашне хӑшӗ-пӗрисем илӗртекен сывлӑшсене тата шуйттан вӗрентнине итлесе ӗненми пулӗҫ — ун ҫинчен Сывлӑш уҫҫӑнах пӗлтерет;
2
шуйттан ӗнтӗ суеҫтерекен, икӗ питлӗ, чун-чӗри ҫылӑхпа ҫунса пӗтнӗ ҫынсем урлӑ вӗрентӗ;
3
вӗсем авланма, качча кайма хушмаҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫимӗҫе — Турӑ пултарнинех, ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлнисем ӑна тав туса ҫиччӗр тесе пултарнинех — ҫиме чараҫҫӗ:
4
Турӑ пултарни пурте лайӑх, тав туса ҫисессӗн кирек мӗне те ҫиме юрать:
5
ҫимӗҫ Турӑ сӑмахӗпе, кӗлтунипе тасалать.
6
Ҫакна тӑвансене ӑнлантарса пар, вара эсӗ, чӑн тӗн сӑмахӗпе тата ху йышӑннӑ ырӑ вӗрентӳпе тӗреклӗленсе, Иисус Христосшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑраканӗ пулӑн.
7
Хӗрарӑмсен юрӑхсӑр халапӗсенчен пӑрӑн, сӑваплӑ пурӑнма вӗрен, хӑвна ҫав тӗлӗшпе тӗреклӗлентер:
8
ӳте тӗреклӗлентернинчен усси нумаях мар, сӑваплӑ пурӑнсассӑн пур тӗлӗшпе те усӑ курӑн, хальхи пурӑнӑҫра та, ҫитессинче те пама пулнине илӗн.
9
Ҫакӑ — чӑн сӑмах, ӑна пӗр иккӗленмесӗр йышӑнмалла.
10
Ҫакӑншӑн тӑрӑшатпӑр та эпир, ҫавӑншӑн хур тунине тӳсетпӗр те, мӗншӗн тесессӗн Чӗрӗ Турра шанатпӑр, Вӑл вара — пур ҫынна та, пуринчен ытла ӗненекенсене, Ҫӑлаканӗ.
11
Эсӗ ҫакна каласа вӗрент.
12
Ҫамрӑк тесе сана никам та тиркемелле ан пултӑр; ӗненекенсемшӗн тӗслӗх пул — вӗрентме те, хӑвна мӗнле тыткаламаллине те, юратма та, Турӑшӑн пурӑнма та, ӗненме те, таса пулма та санран курса вӗренччӗр.
13
Эпӗ пыриччен вула-вула парса, ӳкӗтлесе, вӗрентсе пурӑн.
14
Хӑвӑн хастарна усӑсӑр ан усра — ӑна эсӗ хӑвӑн ҫинчен пророкла каланӑ сӑмах урлӑ, пресвитерсем алӑ хунӑ чухне илнӗ.
15
Ҫавӑншӑн тӑрӑш, ҫавӑнпа пӗрле пул, санӑн ӗҫӳ ӑнса пынине пурте курччӑр.
16
Хӑвна ху та, ху мӗн вӗрентнине те асӑрхаса тӑр; ҫакна яланах ҫирӗп тытса пыр, ҫапла пурӑнсассӑн эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлӑн.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6