bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Timothy 6
1 Timothy 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
1
Ҫын аллинче пурӑнакан чурасем хӑйсенӗн хуҫине тӗрлӗ майпа хисеплесе пурӑнччӑр — Турӑ ятне те, эпир вӗрентнине те хурламалла ан пултӑр.
2
Хуҫисем ӗненекен ҫынсем пулсан, чурисем, эпир тӑвансем-ха тесе, тимсӗр ан ӗҫлеччӗр, пачах урӑхла, вӗсемшӗн тата тӑрӑшуллӑрах пулччӑр: вӗсем Турра ӗненекенсемшӗн, хӑйсене юратакансемшӗн, хӑйсене ырӑлӑх тӑвакансемшӗн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Эсӗ ҫакна вӗрентсе, ӳкӗтлесе кала.
3
Урӑхла вӗрентекен ҫын, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн тӗрӗс сӑмахӗнчен, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентнинчен пӑрӑннӑ ҫын — мӑнкӑмӑллӑ, вӑл нимӗн те пӗлмест; унӑн тавлашас та чӗлхипе ҫӗнтерес шухӑш анчах; ҫакӑнтан вара ӑмсанасси, ятлаҫасси, хурласа калаҫасси, ҫынна сӑлтавсӑрах шанманни пуҫланса каять.
5
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑсӗ пӑсӑлнӑ ҫынсем пӗр вӗҫсӗр тавлашаҫҫӗ: вӗсем чӑнлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑннине вӗсем услам кӳрекен япала вырӑнне анчах хураҫҫӗ. Ун пек ҫынсенчен аякра тӑр.
6
Турра юрӑхлӑ пурӑнни мӗн пуррипе ҫырлахакансемшӗн ҫеҫ пысӑк ырӑлӑх.
7
Эпир тӗнчене нимӗн те илсе килмен; паллӑ ӗнтӗ, унтан та нимӗн те илсе тухас ҫук.
8
Тӑранса пурӑнмаллипе тумтир пулсан ҫитӗ пире.
9
Пуяс теекенсем улталанаҫҫӗ, танатана лекеҫҫӗ; сиен кӳрекен темиҫе тӗрлӗ ухмах непсӗ хыҫҫӑн каяҫҫӗ; ҫавсем этеме инкек кӳреҫҫӗ, пӗтереҫҫӗ.
10
Мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ — укҫана юратни, ҫавӑн хыҫҫӑн кайса хӑшӗ-пӗрисем чӑн тӗне пӑрахнӑ, хӑйсене хӑйсем нумай хуйхӑ курмалла тунӑ.
11
Эй Турӑ ҫынни, эсӗ ҫавӑнтан тар, || тӳрӗ пул, Турра юрӑхлӑ пурӑн, ӗнен, юрат, чӑтӑмлӑ та йӑваш пул.
12
Чӑн тӗншӗн тивӗҫлипе кӗреш, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа асӑнта тыт — сана ҫав пурӑнӑҫа кӗме чӗннӗ, ху ҫирӗп ӗненнине эсӗ темӗн чухлӗ кӳнтелен умӗнче каласа кӑтартрӑн.
13
Пурне те чӗрӗ тӑвакан Турӑ умӗнче, Хӑйӗн ырӑ тӗнне Понтий Пилат умӗнче каласа кӑтартнӑ Христос Иисус умӗнче сана хушса калатӑп:
14
хамӑра мӗн хушнине Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр киличченех таса та тӗп-тӗрӗс усра.
15
Хӑй вӑхӑчӗ ҫитсессӗн эпир Ӑна Турӑ ирӗкӗпе курӑпӑр — патшасенӗн пӗртенпӗр хӑватлӑ, мухтавлӑ Патши, хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи, пӗртен-пӗр Вилӗмсӗрри кӑтартнине курӑпӑр; Вӑл патне те пымалла мар ҫутӑра пурӑнать; Ӑна ҫынсем никам та курман, курма та пултараймаҫҫӗ. Вӑл ӗмӗрех хӑватлӑ, мухтавлӑ! Аминь.
17
Ку ӗмӗрти пуянсене ӳкӗтле: вӗсем ан мӑнаҫланччӑр, пӗтекен пуянлӑха ан шанччӑр, Чӗрӗ Турра шанччӑр — савӑнса пурӑнмалӑх Вӑл пире пурне те ытлӑ-ҫитлӗ парать.
18
Эсӗ вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрент, вӗсенӗн пуянлӑхӗ ырӑ ӗҫсем пулччӑр; уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, яланах ыттисене пулӑшма хатӗр пулччӑр,
19
ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн хӑйсем валли ҫавӑн пек мул пухчӑр, ҫапла малашнехи валли ырӑ никӗс хуччӑр.
20
Эй Тимофей! хӑвна панине сыхла, юрӑхсӑр пушӑ сӑмахсенчен, пӗлмесӗр хирӗҫ тавлашакансенчен пӑрӑн — вӗсен пӗлӗвӗ суя пӗлӳ ҫеҫ;
21
хӑшӗсем ӗнтӗ ҫавӑн хыҫҫӑн кайса ӗненме те пӑрахрӗҫ. Сана тивлет пултӑр. Аминь.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
All chapters:
1
2
3
4
5
6