bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Timothy 2
1 Timothy 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 3 →
1
Ҫавӑнпа ӗнтӗ чи малтан ҫакна тума ыйтатӑп: пур ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр, мӗн те пулин ыйтасси, йӑлӑнасси, тав тӑвасси пуриншӗн те пултӑр,
2
хамӑр лӑпкӑ та тӑнӑҫлӑ, пур тӗлӗшпе те Турра юраса, таса пурӑнмашкӑн патшасемпе пуҫлӑхсемшӗн кӗлтӑвӑр,
3
ҫапла туни лайӑх, вӑл хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑра та кӑмӑллӑ;
4
Вӑл пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн.
5
Турӑ пӗрре, Турӑпа этем хутлӑхӗнче пӗрлештерсе тӑраканни те пӗрре — ку вӑл этем пулнӑ Христос Иисус.
6
Пурне те хӑтарасшӑн Вӑл Хӑйне Хӑй вилӗме панӑ: вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫакӑ уҫҫӑн палӑрнӑ.
7
Христоса асӑнса чӑннине калатӑп, суеҫтерместӗп: мана ҫавӑн ҫинчен вӗрентмешкӗн-пӗлтермешкӗн апостол тунӑ, суя тӗнлисене чӑн тӗн ҫинчен, чӑнлӑх ҫинчен вӗрентме хушнӑ.
8
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫине тӑрсах калатӑп: арҫынсем пӗр ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр, таса аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе пур ҫӗрте те кӗлӗ туччӑр;
9
хӗрарӑмсем ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ тумланччӑр, хӑйсене вӗсем ҫӳҫне-пуҫне тем тӗрлӗ тирпейленипе мар, ылтӑн та ӗнчӗ ҫакнипе мар, хаклӑ тум тӑхӑннипе мар,
10
ырӑ ӗҫ туса капӑрлатчӑр — Турра юраса пурӑнма пулнӑ хӗрарӑмсене ҫавӑ килӗшет.
11
Мӗн вӗрентнине хӗрарӑм пӗр чӗнмесӗр итлесе тӑтӑр;
12
ӑна арҫынна вӗрентме, унпа хуҫаланма ирӗк памастӑп, вӑл чӗнмесӗр тӑтӑр.
13
Малтан Адама пултарнӑ-ҫке, кайран вара Евӑна пултарнӑ;
14
Адам улталанман, арӑмӗ улталанса ҫылӑха кӗнӗ.
15
Ҫапах та хӗрарӑм ӗненсе, юратса пурӑнсассӑн, айӑпсӑр, таса тӑрсассӑн ача ҫуратнипе ҫӑлӑнӗ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6