bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Galatians 1
Galatians 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 2 →
1
Хӑйне апостол пулма этемсем те мар, этем те мар, Иисус Христос тата Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Атте Турӑ суйласа илнӗ Павел
2
тата хампа пӗрлехи пур тӑванӑм та — Галатири ӗненекенсенӗн ушкӑнӗсене:
3
сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан — Атте Туррӑмӑр ирӗкӗпе пире ҫак ултавлӑ тӗнчерен ҫӑласшӑн Хӑйне Хӑй пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилӗме панӑ Иисус Христосран — тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр;
5
Атте Туррӑмӑр ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр. Аминь.
6
Эсир хӑвӑра Хӑйӗн тивлечӗпе Чӗнсе Илекене пӑрахса Ырӑ Хыпара урӑхла вӗрентни хыҫҫӑн ҫапла хӑвӑрт кайнинчен тӗлӗнетӗп эпӗ;
7
урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук, сире пӑлхатакан, Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара пӑсасшӑн тӑрӑшакан ҫынсем ҫеҫ пур.
8
Сире эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар ҫинчен урӑхла вӗрентсессӗн — эпир хамӑрах пулсан та, ҫӳлтен аннӑ ангел пулсан та — ҫавна ылхан пултӑр.
9
Эпир унччен мӗн каланӑччӗ, халӗ те каллех ҫапла калатӑп: хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпара сире урӑхла вӗрентекене ылхан пултӑр.
10
Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-и е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн-и? ҫынна юрасшӑн тӑрӑшатӑп-и? Эпӗ халичченех ҫынна юраса пурӑннӑ пулсассӑн, Христос чури пулман пулӑттӑм.
11
Эй тӑванӑмсем, сире пӗлтеретӗп: эпӗ сире пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар — этемӗн мар:
12
эпӗ ӑна этемрен илмен, этемрен вӗренмен, ӑна мана Иисус Христос пӗлтернӗ.
13
Эпӗ унччен иудей тӗнне тытса тӑнӑ чухне епле пурӑннине эсир илтнӗ: эпӗ Турра ӗненекенсене хаярла, пӗтересле хӗсӗрленӗ;
14
аттемӗрсенчен юлнӑ йӑласемшӗн эпӗ виҫесӗр хытӑ тӑрӑшаттӑм, иудей тӗнне ман чухлӗ пӗлекен, ӑна ман пек ҫирӗп тытса тӑракан хамӑн тантӑш хушшинче сахалччӗ.
15
Мана аннем варӗнчех суйласа илсе, Хӑйӗн тивлечӗпе чӗнсе илнӗ Турӑ,
16
мана Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерсе, Ун ҫинчен суя тӗнлисене Ырӑ Хыпар калаттармашкӑн кӑмӑл тусассӑн, эпӗ ӳтпе юнран ӑс ыйтмарӑм,
17
хамран маларах апостол пулнисем патне те Иерусалима каймарӑм, эпӗ Аравие кайрӑм, унтан каллех Дамаска таврӑнтӑм.
18
Кайран, виҫӗ ҫул иртсессӗн, эпӗ Иерусалима Петрпа курӑнӑҫма кайрӑм, ун патӗнче пӗр вунпилӗк кун пурӑнтӑм.
19
Ҫӳлхуҫа тӑванӗ Иаковсӑр пуҫне апостолсенчен урӑх эпӗ нихӑшне те курмарӑм.
20
Турӑ умӗнче калатӑп, ҫакна сире суеҫтерсе ҫырмастӑп.
21
Унтан эпӗ Сирипе Килики ҫӗрӗсене кайрӑм.
22
Христоса ӗненекенсен Иудейӑри ушкӑнӗсем мана курманччӗ-ха,
23
ӗлӗк хӑйсене хӗсӗрлекенни халӗ ӗнтӗ унччен хӑй пӗтерме тӑрӑшнӑ тӗн ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа ҫӳрет тенине ҫеҫ илтнӗ вӗсем —
24
вара вӗсем маншӑн Турра мухтанӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6