bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Galatians 4
Galatians 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 5 →
1
Тата калам: еткерҫӗ, пӗтӗм пурлӑх хуҫи пулсан та, ача чухне чураран нимӗнпе те уйӑрӑлса тӑмасть:
2
ашшӗ каласа хӑварнӑ вӑхӑт ҫитиччен вӑл хӑйне пӑхакансене, пурлӑхне тытса тӑракансене пӑхӑнса тӑрать.
3
Ача вырӑнӗнче пурӑннӑ чухне эпир те ҫапла саккун чури пулса пурӑннӑ;
4
вӑхӑт виҫи тулса ҫитсессӗн Турӑ вара, пире саккун аллинчен ҫӑлса ывӑллӑха илес тесе, Хӑйӗн Ывӑлне янӑ, Ывӑлӗ хӗрарӑмран ҫуралса саккуна пӑхӑннӑ.
6
Эсир — ывӑлӗсем, ҫавӑнпа Турӑ сирӗн чӗрӗре Ывӑлӗн: «эй Авва, Аттем!» тесе чӗнекен Сывлӑшне янӑ.
7
Эсӗ ӗнтӗ текех чура мар, эсӗ — ывӑлӗ; ывӑлӗ пулсан, Иисус Христос урлӑ Турӑ еткерҫи те пулатӑн.
8
Анчах ун чухне эсир, Турра пӗлмесӗр, турӑ мар япаласене турӑ тесе ӗҫлесе пурӑннӑ.
9
Халӗ ӗнтӗ, Турра пӗлнӗ хыҫҫӑн е, тӗрӗсрех каласассӑн, Турӑ хӑвӑра пӗлнӗ хыҫҫӑн, мӗншӗн-ха каллех ҫав халсӑр та нишлӗ япаласем енне сулӑнатӑр, каллех ҫавсен чури пулас тетӗр-и?
10
Эсир кунсене, уйӑхсене, вӑхӑтсене, ҫулталӑксене астуса тӑратӑр.
11
Сирӗншӗн хӑраса тӑратӑп: эпӗ сирӗншӗн ҫакӑн чухлӗ ӗҫлени харама каймарӗ-ши тетӗп.
12
Эй тӑвансем, ыйтсах калатӑп сире: ман пек пулӑр, эпӗ те сирӗн пекех. Эсир мана нимӗнпе те кӳрентермен;
13
хӑвӑр та пӗлетӗр: эпӗ сире малтанхи хут Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ чухне эпӗ чирлӗччӗ,
14
манӑн чирӗм сирӗншӗн сире сӑнани-тӗрӗслени пулчӗ — эсир манран йӗрӗнмерӗр, мана Турӑ ангелне хапӑл тунӑ пек, Христос Иисуса хапӑл тунӑ пек хапӑл турӑр.
15
Ҫавӑн чухнехи савӑнӑҫӑр ӑҫта кайса кӗнӗ сирӗн? Пӗр иккӗленмесӗр калатӑп: май пулнӑ пулсан, эсир мана куҫӑра кӑларса панӑ пулӑттӑрччӗ.
16
Сире чӑннине каласа эпӗ сирӗн тӑшманӑр пултӑм-ши вара?
17
Хӑшӗсем сирӗншӗн питех те ӑшталанаҫҫӗ, ырра мар ку: вӗсем сире пирӗнтен уйӑрттарасшӑн, хӑйсем майлӑ тӑвасшӑн.
18
Мана сирӗн патӑрта пулнӑ чухне ҫеҫ мар, ялан кӑмӑллани лайӑх.
19
Эй ачамсем! сирӗн ӑшӑра Христос сӑнарӗ вырӑнаҫтӑр тесе эпӗ сире каллех асапланса ҫурататӑп!
20
Эпӗ халӗ сирӗн патӑрта пулӑттӑм та сирӗнпе урӑхла калаҫнӑ пулӑттӑм, капла сирӗн ҫинчен нимӗн шухӑшлама та аптӑратӑп.
21
Саккуна пӑхӑнса пурӑнас теекенсем, калӑр-ха мана: ара, эсир саккуна итлеместӗр-и?
22
Ҫапла ҫырнӑ: || Авраамӑн икӗ ывӑл пулнӑ: пӗри — чура арӑмран, тепӗри — ирӗклинчен.
23
Чураран ҫурални ӳт йӗркипе ҫуралнӑ; ирӗклинчен ҫурални Турӑ пама пулнипе ҫуралнӑ.
24
Ҫакӑнта ытарлӑн калани пур: ҫав арӑмсем икӗ халала пӗлтереҫҫӗ, пӗр халалне Синай тӑвӗ ҫинче панӑ, вӑл чура пулма ҫуратать, ку — Агарь ӗнтӗ:
25
Агарь Аравири Синай тӑвне пӗлтерет тата вӑл хальхи Иерусалимпа пӗре килет, мӗншӗн тесессӗн Иерусалим ачи-пӑчи-мӗнӗпех чуралӑхра пурӑнать;
26
ҫӳлти Иерусалим вара ирӗклӗ: вӑл пире пурсӑмӑра та анне пулать.
27
Ҫапла ҫырнӑ: «ача туманскерӗ, ача ҫуратманскерӗ, савӑн! ача ҫуратса асапланманскерӗ, хӗпӗртесе кӑшкӑр! Ӗнтӗ мӑшӑрӗ пӑрахнӑ арӑмӑн ача-пӑча упӑшкаллӑ арӑмӑннинчен чылай ытларах» тенӗ.
28
Эпир вара, тӑванӑмсем, Исаак пек, Турӑ пама пулнипе ҫуралнисем.
29
Ун чухне ӳт йӗркипе ҫурални Сывлӑш йӗркипе ҫуралнине хӗсӗрленӗ, халӗ те ҫавӑн пекех.
30
Ҫыру мӗн тет-ха? «Чура арӑмпа унӑн ывӑлне хӑваласа яр, чура ывӑлӗ ирӗклӗ арӑмӑн ывӑлӗпе пӗрле еткер илес ҫук» тенӗ.
31
Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмсем, эпир — чура ывӑлӗсем мар, ирӗклӗ арӑм ывӑлӗсем.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6