bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Galatians 3
Galatians 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 4 →
1
Эй ӑссӑр галатсем! сире Иисус Христос ҫинчен Ӑна хӑвӑр куҫӑр умӗнче пӑталанӑ пекех витӗмлӗн каласа панӑччӗ-ҫке, сирӗн пуҫа кам ҫавӑрнӑ вара — чӑнлӑха пӑхӑнми тунӑ.
2
Эпӗ сирӗнтен ҫакна ҫеҫ ыйтса пӗлесшӗн: эсир Таса Сывлӑша саккун хушнине туса илтӗр-и е хӑвӑра вӗрентнине ӗненсе-и?
3
Сывлӑшпа пуҫласа халӗ ӳтпе вӗҫлетӗр, ӗнтӗ ҫав териех ӑссӑр-и эсир?
4
Эсир мӗн чухлӗ тӳсрӗр, ҫакӑ кӑлӑхах пулчӗ-и? Мӗнле-ха ҫакӑ кӑлӑхах пулма пултарнӑ?
5
Сире Сывлӑшне Параканӗ, сирӗн хушшӑрта хӑватсем Тӑваканӗ ҫакна эсир саккун хушнине пурӑнӑҫланӑшӑн тӑвать-и е пирӗнтен илтнӗ Ырӑ Хыпара ӗненнӗшӗн тӑвать-и?
6
Авраам ҫапла «Турра ӗненнӗ, ӗнтӗ ҫакна унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ».
7
Пӗлсемӗр: ӗненекенсем Авраам ачисем пулаҫҫӗ.
8
Суя тӗнлисене Турӑ ӗненнӗшӗн тӳрре кӑларассине малтанах пӗлсе, Ҫыру Авраама малтанах Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ: «сан урлӑ пур халӑхсем те пиллӗх илӗҫ» тенӗ.
9
Ҫапла ӗнтӗ ӗненекенсем ӗненнӗ Авраампа пӗрле пиллӗх илеҫҫӗ,
10
саккун хушнипе пурӑнакансем вара пурте ылханлӑ пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫапла ҫырнӑ: «саккун кӗнекинче мӗн ҫырнине пурне те пурӑнӑҫласа пыман ҫын кирек кам та ылханлӑ» тенӗ.
11
Саккун урлӑ никам та Турӑ умӗнче тӳрре тухас ҫукки паллӑ, мӗншӗн тесессӗн «тӳрӗ ҫын хӑй ӗненнипе чӗрӗ пулӗ».
12
Саккун вӑл ӗненнипе ҫыхӑнман, унта ҫапла ҫырнӑ: «саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫлакан ҫеҫ чӗрӗ пулӗ» тенӗ.
13
Авраам пиллӗхӗ Иисус Христос урлӑ суя тӗнлисем патне ҫиттӗр, яма пулнӑ Сывлӑша пирӗн ӗненни урлӑ илмелле пултӑр тесе, Христос пирӗншӗн ылханлӑ пулса пире саккун ылханӗнчен хӑтарнӑ (мӗншӗн тесессӗн «йывӑҫ ҫинче ҫакӑнса тӑракан кирек кам та ылханлӑ» тесе ҫырнӑ).
15
Эй тӑвансем! этемле шухӑшласа калатӑп: этем халалне те, — вӑл тӗрӗс пулнӑ пулсан, — никам та улӑштармасть, ун ҫумне нимӗн те хушмасть.
16
Турӑ Авраама парас ырӑлӑха унран ҫуралассине те пама пулнӑ. Нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек: «унӑн йӑхне» темен, Пӗрин ҫинчен каланӑ пек: «унран Ҫуралассине» тенӗ — Ҫураласси Христос пулнӑ.
17
Эпӗ ҫакна каласшӑн: Турӑ малтанах хывнӑ халала тӑватҫӗр вӑтӑр ҫул каярах панӑ саккун улӑштараймасть, сӑмах панине пӑрахӑҫа кӑлараймасть, тетӗп.
18
Еткере саккун хушнине итленӗшӗн параҫҫӗ пулсан, ку ӗнтӗ пани пулмасть; Авраама вара Турӑ ҫакна Хӑй халалланипе панӑ.
19
Саккун мӗншӗн кирлӗ-ха? Ӑна усал ӗҫсене ҫиеле кӑлармашкӑн кайран панӑ, вӑл Ҫураласси — пире пама Пулнӑскерӗ — киличчен кирлӗ пулнӑ; ӑна ангелсем урлӑ хута кӗрекен аллипе панӑ.
20
Хута кӗрекен икӗ хутлӑхра кӑна пулать, Турӑ пӗрре анчах.
21
Апла саккун Турӑ халалланине хирӗҫ пырать-им? Паллах, апла мар! Чӗрӗ тума пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрӗлӗх чӑнах та саккунран килӗччӗ;
22
ӗненекенсене пама пулнине илес тесен, ҫынсем Иисус Христоса ӗненччӗр тесе Ҫыру пурте ҫылӑхлине кӑтартса тӑрать.
23
Ӗненес вӑхӑт ҫитиччен, ӗненесси уҫӑличчен пире саккун сыхласа тӑнӑ.
24
Ҫапла ӗнтӗ ӗненнипе тӳрре тухчӑр тесе, саккун пире ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе пынӑ;
25
ӗненес вӑхӑт ҫитнӗренпе эпир ӗнтӗ — ача пӑхакан аллинче мар.
26
Христос Иисуса ӗненнипе эсир пурсӑр та Турӑ ывӑлӗсем пултӑр;
27
пурсӑр та эсир Христос ячӗпе тӗне кӗрсе Христоспа пӗрлешрӗр.
28
Ӗнтӗ иудей те, эллин та ҫук; чура та, ирӗкли те ҫук; арҫын та, хӗрарӑм та ҫук: Христос Иисуспа пӗрлешнипе эсир — пӗр пӗтӗм.
29
Эсир Христос ҫыннисем пулсан — Авраам ачисем пулатӑр, пама пулнине илес еткерҫӗсем пулатӑр.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6