bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Galatians 6
Galatians 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
1
Эй тӑванӑмсем! пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, Сывлӑш хушнипе пурӑнакансем, ӑна йӑвашшӑн чӑнлӑх ҫулӗ ҫине таврӑнма пулӑшӑр; хӑвӑра хӑвӑр та сыхлӑр: улталанмалла ан пулӑр.
2
Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхне пӗрле тӳсӗр, ҫапла эсир Христос саккунне пурӑнӑҫлатӑр.
3
Ниме тӑманскерех хӑйне хӑй асла хуракан хӑйне хӑй улталать.
4
Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн пӑхса тухтӑр та, вара хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр, хӑйне ырламалли тупӗ:
5
кирек кам та хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ.
6
Вӗренекен хӑйне вӗрентекене хӑйӗн пур тӗрлӗ пурлӑхӗнчен те парса тӑтӑр.
7
Ан улталанӑр: Турра улталама ҫук. Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет:
8
ӳчӗшӗн акакан хӑй ӳтӗнчен вилеслӗх вырса илӗ; Сывлӑшшӑн акакан ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ.
9
Ырӑ туса пурӑнӑпӑр, кулянмӑпӑр: тӳсӗмлӗхе ҫухатмасан хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр.
10
Апла май пур чухне пурне те ырӑлӑх тӑвар, пуринчен ытла хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ырӑлӑх тӑвар.
11
Куратӑр-и, эпӗ сире хам аллӑмпа тата мӗнле пысӑк саспаллисемпе ҫырса яратӑп.
12
Ҫынсене юрас теекенсем сире ӳтӗре кастарма хистеҫҫӗ — ҫакна вӗсем мухтанма, хӑйсене Христос хӗресӗшӗн ан хӗсӗрлеччӗр тесе тӑваҫҫӗ:
13
ӳтне кастаракансем хӑйсем те саккуна пурӑнӑҫламаҫҫӗ, хӑйсем вара сирӗн ӳтӗре кастарасшӑн — вӗсем ҫакӑнпа мухтанасшӑн.
14
Эпӗ мухтанасшӑн мар, мухтансан та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӗресӗпе ҫеҫ мухтанӑп: хӗресе пула тӗнче маншӑн вилнӗ, эпӗ те тӗнчешӗн вилнӗ.
15
Ӳте касни те, ӳте касманни те ниме те пӗлтермест, ҫыннӑн ҫӗнелни кирлӗ.
16
Ҫак йӗркепе пурӑнакансене тата Турӑ Израильне канӑҫлӑхпа ырӑлӑх пултӑр!
17
Ӗнтӗ мана никам та ан аптӑраттӑр: манӑн ӳтӗм-тирӗм Иисус Ҫӳлхуҫамӑр суранӗсемпе суранланнӑ.
18
Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗн сывлӑшӑрпа пултӑр. Аминь.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
All chapters:
1
2
3
4
5
6