bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Galatians 5
Galatians 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 6 →
1
Христос пире ирӗклӗ пулма ирӗклӗх панӑ. Эппин, ҫирӗп тӑрӑр, хӑвӑра каллех чура тума ан парӑр.
2
Акӑ эпӗ, Павел, сире ҫапла калатӑп: ӳтӗре кастаратӑр пулсан, сире Христосран нимӗн усӑ та пулмӗ.
3
Ӳтне кастаракан кашни ҫынна татах аса илтерем: унӑн ӗнтӗ пӗтӗм саккуна пурӑнӑҫласа тӑмалла.
4
Эсир, хӑвӑра хӑвӑр саккунпа тӳрре кӑларакансем, Христоссӑр тӑрса юлтӑр, Турӑ тивлетӗнчен уйӑрӑлтӑр,
5
эпир вара Сывлӑш урлӑ ӗненсе тӳрре тухасса ӗмӗтленсе кӗтсе тӑратпӑр.
6
Эпир Христос Иисуспа пӗрле пулсассӑн, ӳте касни те, ӳте касманни те — нимӗн те мар; юратупа ӗненни кирлӗ.
7
Эсир чупсах пыраттӑр, чӑнлӑха пӑхӑнса тӑма кам чарчӗ-ха сире?
8
Ку шухӑш сире хӑвӑра Чӗнсе Илекенрен килмен.
9
Сахал кӑвас чустиех пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе ярать.
10
Ҫӳлхуҫа хама шанӑҫлӑх панипе эпӗ эсир урӑхла шухӑшламӑр тесе шанса тӑратӑп; сире пӑтратакан вара, кирек кам пулсан та, айӑпа юлӗ.
11
Эй тӑвансем, эпӗ халӗ те ӳт кастарма вӗрентетӗп пулсан, мана мӗншӗн хӗсӗрлеҫҫӗ-ха? Апла хӗрес ҫинчен вӗрентнине пӗр иккӗленмесӗр йышӑнӗччӗҫ.
12
Ах, сире пӑтратакансем хӑйсен ӳтне кассах пӑрахӗҫинччӗ!
13
Эй тӑванӑмсем, сире ирӗклӗ пурӑнма чӗнсе илнӗ, анчах та эсир ирӗк тесе ӳте юраса ан пурӑнӑр, пӗр-пӗрне юратса пулӑшса тӑрӑр.
14
Пӗтӗм саккун — пӗр сӑмахра: хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат.
15
Пӗр-пӗрне кӑшласа, ҫисе пурӑнатӑр пулсассӑн, сыхланӑр: пӗр-пӗрин урлӑ пӗтмелле ан пулӑр.
16
Эпӗ сире: Сывлӑш хушнипе пурӑнӑр, вара эсир ӳт екки хыҫҫӑн каймӑр, тетӗп.
17
Ӳт — Сывлӑша кирлӗ маррине, Сывлӑш ӳте кирлӗ маррине тӑвасшӑн: вӗсем пӗр-пӗрне хирӗҫ пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа эсир хӑвӑр тӑвас тенине мар, урӑххине тӑватӑр.
18
Сире Сывлӑш ертсе пырать пулсассӑн, эсир ӗнтӗ — саккун аллинче мар.
19
Ӳт ӗҫӗсем паллӑ; вӗсем акӑ ҫаксем: ясар туни, аскӑнланса ҫӳрени, ирсӗрленни, намӑссӑрланни,
20
йӗрӗхсене пуҫҫапни, асамлани-тухатни, пӗр-пӗринпе тӑшманлӑ тӑни, вӑрҫса пурӑнни, хапсӑнни, ҫилленни, хирӗҫни-пӑтранни, килӗштерсе пурӑнайманни, (илӗртни,) пӑсса вӗрентни,
21
ҫынна курайманни, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, пуҫтахланни тата ҫавӑн евӗрли ытти те. Эпӗ сире малтанах каласа хуратӑп, унччен те каланӑччӗ: ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ.
22
Сывлӑш ӗҫӗсем акӑ ҫаксем: юратни, савӑнни, канӑҫлӑх, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑл, хӗрхенни, шанчӑклӑх,
23
йӑвашлӑх, чаруллӑ пулни. Ҫавӑн евӗрлисемшӗн саккун ҫук.
24
Христоса парӑннисем хӑйсен ӳтне хӗрес ҫумне пӑталанӑ, аскӑнлӑха, ӳт хыҫҫӑн каяс кӑмӑла пӗтернӗ.
25
Эпир Сывлӑшпа пурӑнатпӑр пулсассӑн, пирӗн Сывлӑш хушнине тӑвас пулать.
26
Ӗнтӗ чапшӑн ҫунар мар, пӗр-пӗрне вӗчӗхтерер мар, пӗр-пӗрне ӑмсанар мар.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6