bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Micah 1
Micah 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 2 →
1
Ҫӳлхуҫа Морасфа ҫыннине Михее Иудейӑра Иоафам, Ахаз тата Езекия патшара ларнӑ вӑхӑтра Самарипе Иерусалим ҫинчен пӗлтерсе каланӑ сӑмах.
2
Эй халӑхсем, пурте итлӗр, эй ҫӗр, ҫӗре тултарса тӑракансем, тӑнлӑр пурте! Ҫӳлхуҫа Турӑ, Хӑйӗн таса Ҫуртӗнчен курса тӑракан Ҫӳлхуҫамӑр, сире хирӗҫ кӳнтелетӗр!
3
Акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Хӑй тӑракан вырӑнтан тухӗ те, тӳперен анса, ҫӗрӗн ҫӳллӗ вырӑнӗсем ҫине пусӗ.
4
Ун ури айӗнче тусем вут-ҫулӑм ҫинчи ӑвӑс пек ирӗлсе кайӗҫ, айлӑмсем чӑнкӑ ҫӗртен юхакан шывсем пек пайланса кайӗҫ.
5
Ҫакӑ пӗтӗмпех Иаковӑн усаллӑхӗшӗн, Израиль килӗн ҫылӑхӗшӗн пулӗ. Иаков усаллӑхӗ камран килнӗ? Самарирен мар-и-ха? Иудейӑра тӳпем вырӑнсене кам туса хунӑ? Иерусалим мар-и-ха?
6
Ҫакӑншӑн Самарирен хирти ишӗлчӗк купи, иҫӗм йывӑҫӗ лартса ӳстермелли вырӑн туса хурӑп; унӑн чулӗсене айлӑмалла сирпӗтӗп, ӑна никӗсӗ тухиччен ҫӗмӗрӗп.
7
Вӑл пуҫҫапакан суя турӑсен кӗлеткисем арканӗҫ, унӑн аскӑнлӑх парнийӗсем пурте вутра ҫунса кайӗҫ, унӑн пӗтӗм йӗрӗхне ҫӗмӗрсе тӑкӑп, мӗншӗн тесен вӗсене вӑл аскӑнлӑх парнисенчен туса лартнӑ; вӗсем каллех аскӑнлӑх парнисемех пулӗҫ.
8
Ҫакӑншӑн эпӗ куҫҫуль тӑкӑп, ӗсӗклесе йӗрӗп, ҫаратса хӑварнӑ, ҫарамас юлнӑ ҫын пек ҫӳрӗп, шакал пек ӳлӗп, страус пек макӑрӑп,
9
мӗншӗн тесен вӑл арканни чуна ыраттарать, ҫак инкек ӗнтӗ Иуда патне, ман халӑхӑмӑн хапхи патне, Иерусалим патнех ҫитрӗ.
10
Ҫакӑн ҫинчен Геф хулинче ан пӗлтерӗр, унта хыттӑн ан макӑрӑр; анчах Офра ялӗнче кӗлпе сапӑн.
11
Эй Шафир хулин хӗрӗ-арӑмӗ, сире намӑсла ҫарамаслантарнӑ, ӗнтӗ урӑх вырӑна куҫса кайӑр; Цаанра пурӑнакансем те тухса тараймӗҫ; Ецель ялӗнче йӗреҫҫӗ — унта сире хӳтлӗх памӗҫ.
12
Марофа хулин хӗрӗ-арӑмӗ хӑйӗн пурлӑхӗшӗн хуйхӑрать: Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх Иерусалим хапхи патнех анчӗ.
13
Эй Лахис хӗрӗ-арӑмӗ, урапуна хӑвӑрт чупакан утсем кӳлсе тӑрат; эсӗ — Сион хӗрӗ тунӑ ҫылӑхӑн пуҫламӑшӗ, Израилӗн усал ӗҫӗсем санра курӑна пуҫларӗҫ.
14
Ҫавӑнпа эсӗ парнӳсене Морешеф-Гефа ярса тӑрӑн; анчах Ахзив ялӗсем Израиль патшисемшӗн ултавлӑ пулӗҫ.
15
Эй Мореш хулин хӗрӗ-арӑмӗ, сан патна тата еткерҫӗне илсе пырӑп; Одоллам патнех — Израиль чапӗ патнех — ҫитет вӑл.
16
Хӑвӑн ӑшшӑн юратнӑ ывӑлусемшӗн хуйхӑрса, ҫӳҫне илтерсе яр, кастар; шакла хырса яр, тӗк тӑкакан ӑмӑрткайӑк пек пул: вӗсене ӗнтӗ сан патӑнтан куҫарса кайӗҫ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7