bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Micah 4
Micah 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 5 →
1
Юлашки кунсенче ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвне ытти тусенчен асла кӑларӗҫ, сӑрт-ту хушшинче чи чапли ҫавӑ пулӗ, халӑхсем ун патне ҫул тытӗҫ.
2
Нумай-нумай йӑх пуҫтарӑнӗ, калӗҫ вара: «килӗр, Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине, Иаков Туррийӗн Ҫурчӗ патне улӑхар, Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсене кӑтартӗ — эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр: Сионран саккун килӗ, Иерусалимран Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ килӗ» тейӗҫ.
3
Вӑл халӑхсен тавӑҫне татса парӗ, нумай ӑрӑва хунтӑласа тӳрре кӑларӗ; вара вӗсем хӑйсен хӗҫӗнчен — сухапуҫӗ, хӑйсен сӑннинчен ҫурла туптаса тӑвӗҫ; пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ.
4
Кашнийӗ хӑйӗн иҫӗм йывӑҫӗ айӗнче, хӑйӗн смоква йывӑҫӗ айӗнче ларӗ, вӗсене никам та хӑратмӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ.
5
Халӑхсем пурте харпӑр хӑй туррин ячӗпе ҫӳреҫҫӗ; эпир вара ӗмӗр-ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ячӗпе ҫӳрӗпӗр.
6
Ҫавӑ кун уксаххисене пуҫтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа, салатса янисене Эпӗ йывӑрлӑх янипе хӗн-асап тӳснисемпе пӗрлештерӗп.
7
Уксаххисене йӑлкӑм, инҫете сапаланса кайнисене вӑйлӑ халӑх тӑвӑп та, Ҫӳлхуҫа вара Сион тӑвӗ ҫинче ҫакӑнтан малашне ӗмӗр-ӗмӗрех вӗсенӗн патши пулӗ.
8
Эсӗ вара, кӗтӳ пашнийӗ, Сион хӗрӗн сӑрчӗ! сан патна ӗлӗкхи чапу таврӑнӗ, ӗлӗкхи пек пуҫ пулса тӑрӑн, Иерусалим хӗрӗсем патне патшалӑх таврӑнӗ.
9
Мӗн пирки эсӗ халӗ ҫапла кӑшкӑрса йӗретӗн? Патшу ҫук-и санӑн? Е хӑвна канаш паракансӑр тӑрса юлтӑн-и, ҫавӑншӑн ҫуратакан арӑм аптӑраса ӳкнӗ пек асапланатӑн-и?
10
Эй Сион хӗрӗ, тертлен, ҫуратакан арӑм асапӗпе асаплан: эсӗ халӗ хуларан тухӑн, хирте пурӑнӑн, ҫапла Вавилона ҫитӗн; ҫавӑнта ҫӑлӑнӑн эсӗ, ҫавӑнта сана Ҫӳлхуҫа хӑвӑн тӑшманусен аллинчен хӑтарӗ.
11
Халӗ вара сана хирӗҫ халӑхсем пуҫтарӑнчӗҫ, ҫапла калаҫҫӗ: «вӑл ирсӗрленсе юлтӑр та, пирӗн куҫӑмӑр Сиона курса тӑрантӑр!» теҫҫӗ.
12
Анчах вӗсем Ҫӳлхуҫа шухӑшне пӗлмеҫҫӗ, Унӑн ӑсне чухлаймасӑр, Вӑл хӑйсене анкартине кӗлте пухнӑ пек пухнине тавҫӑрса илеймеҫҫӗ.
13
Эй Сион хӗрӗ, тӑр та авӑн ҫап, Эпӗ сан мӑйракуна тимӗртен тӑвӑп, чӗрнӳне пӑхӑртан тӑвӑп, эсӗ вара халӑхсене нумайӑшне ҫӗмӗрсе тӑкӑн та вӗсен пухнӑ пурлӑхне, вӗсен пуянлӑхне пӗтӗм ҫӗрӗн Патшине, Ҫӳлхуҫана, парнелӗн.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7