bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Micah 2
Micah 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 3 →
1
Йӗркесӗр ӗҫ тума шухӑшлакансене, выртнӑ вырӑнӗ ҫинче усал ӗҫсем шухӑшласа кӑларса, хӑйсенӗн аллинче вӑй пуррине кура, ҫав ӗҫсене ирхине тул ҫутӑлнӑ чухне тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!
2
Тырӑ пуссине хапсӑнаҫҫӗ те — ӑна вӑйпа илеҫҫӗ, ҫуртсене хапсӑнаҫҫӗ те — вӗсене те туртса илеҫҫӗ; ҫыннине те, унӑн кил-ҫуртне те, ҫыннине те, унӑн пурлӑхне те ҫаратса каяҫҫӗ.
3
Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак ӑру ҫине хӗн-асап яма шухӑшлатӑп, эсир ӑна ӗнсӗр ҫинчен сирсе пӑрахаймӑр, йӑрӑсланса ҫӳреймӗр: ку вӑл — усал вӑхӑт.
4
Ҫав кун сирӗн ҫинчен ытарӑш каласа парӗҫ, хура куҫҫулӗпе йӗрсе ҫапла калӗҫ: «эпир пӗтӗмпех ҫука тӑрса юлтӑмӑр! халӑхӑмӑн еткерлӗх ҫӗрне урӑххисене пачӗҫ; ман аллӑма мӗнле таврӑнӗ вӑл! ӗнтӗ пирӗн хирсене ют халӑх ҫыннисене валеҫсе панӑ» тейӗҫ.
5
Ҫавӑнпа санӑн Ҫӳлхуҫа умӗнчи пухура ҫӗр виҫмешкӗн шӑпа ярса параканӗ никам та пулмӗ.
6
Эй пророксем, пророкла ан калаҫӑр; хӑвӑрӑн мӑшкӑл курмалла ан пултӑр тесессӗн, вӗсене малашне мӗн пулассине ан калӑр.
7
Эй Иаков килӗ ятлӑскер! Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ чакрӗ-им вара? Унӑн ӗҫӗсем ҫавӑн пек-им? тӗрӗс пурӑнакана Манӑн сӑмахӑмсем ырӑлӑх кӳмеҫҫӗ-им вара?
8
Ӗлӗк Манӑн пулнӑ халӑхӑм тӑшман пек ҫӗкленчӗ, эсир ӗнтӗ лӑпкӑн иртсе ҫӳрекен, вӑрҫӑ ҫинчен шутламан ҫынсенӗн ҫиелти тумтирне те, аялти тумтирне те сӳсе илетӗр.
9
Манӑн халӑхӑм арӑмӗсене эсир хӑтлӑ ҫурчӗсенчен хӑваласа кӑларатӑр; вӗсен ачисенчен эсир яланлӑхах Манӑн илеме туртса илетӗр.
10
Тӑрӑр та тухса кайӑр: ҫакӑ ҫӗршыв канлӗх вырӑнӗ мар; ӑна тасамарлӑхшӑн тустарӗҫ, ҫитменнине тата тискеррӗн тустарӗҫ.
11
Эхер те пӗр-пӗр ҫӑмӑлттай суя суйса: «эпӗ сана эрехпе ҫиккер ҫинчен вӗрентӗп» тесессӗн, вӑл ҫак халӑхшӑн юрӑхлӑ вӗрентекен пулнӑ пулӗччӗ.
12
Эй Иаков, епле пулсан та сана пӗтӗмпе пуҫтарӑп, Израилӗн йӑлкӑмӗсене пӗрлештерӗпех, Восора хулинчи сурӑхсем пек, сурӑх картинчи кӗтӳ пек, вӗсене пӗрле хутӑштарӑп; вӗсем вара ҫын нумаййипе шавласа кайӗҫ.
13
Вӗсен умӗнче хӳме ҫӗмӗрекенӗ пырӗ; вӗсем чӑрмавсене аркатса тӑкӗҫ, хапха витӗр кӗрсе ун витӗрех тухӗҫ; вӗсенӗн патши вӗсен умӗнче пырӗ, чӑн малта вара вӗсенӗн Ҫӳлхуҫи пулӗ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7