bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Micah 6
Micah 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 7 →
1
Эй, Ҫӳлхуҫа мӗн каланине итлӗр: тӑр, тусем умӗнче сутлаш, санӑн сассуна сӑртсем те илтчӗр!
2
Эй тусем, Ҫӳлхуҫа сут тунине итлӗр; эй эсир те, ҫӗрӗн ҫирӗп никӗсӗсем, итлӗр: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗпе сута тӑнӑ, Вӑл Израильпе тупӑшать.
3
Эй халӑхӑм! Эпӗ сана мӗн турӑм, пурӑнӑҫна мӗн туса йывӑрлатрӑм? кала Мана.
4
Эпӗ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм, чуралӑх ҫуртӗнчен хӑтартӑм, сан умӑнтан Моисее, Аарона, Мариама ятӑм.
5
Эй халӑхӑм! Моав патши Валак мӗн шухӑш тытнине, Веор ывӑлӗ Валаам ӑна мӗн каланине, Ҫӳлхуҫанӑн тӳрӗ ӗҫӗсене пӗлмелле пултӑр тесе, Ситтимран пуҫласа Галгала ҫитиччен мӗн-мӗн пулса иртнине аса ил-ха.
6
«Ҫӳлхуҫа умне манӑн мӗнпе тӑрас, Ҫӳлти Турӑ умне мӗнпе чӗркуҫленсе ларас? Ун умне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе, ҫулталӑкри пӑрусемпе, тӑрас-и?
7
Анчах Ҫӳлхуҫана пин-пин такапа е вӗҫсӗр юхакан йывӑҫ ҫӑвӗпе юрама пулать-ши вара? Е Ӑна хамӑн усал ӗҫӗмшӗн — малтан ҫуралнӑ ывӑлӑма, чунӑм ҫылӑха кӗнӗшӗн — хамӑн варӑмран ҫуралнӑскере парӑпин ҫеҫ?»
8
Эй этем! мӗн ырри иккенне, Ҫӳлхуҫа санран мӗн ыйтнине каланӑ-ҫке сана: ялан тӳрӗ пулмалла, ырӑ ӗҫ тума юратмалла, хӑвӑн Турру умӗнче йӑваш ӑслӑ ҫӳремелле.
9
Ҫӳлхуҫа хулана чӗнсе калать, ӑслӑлӑх Санӑн яту умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑрать: эй, итлӗр туяна, итлӗр ӑна тӑрӑнтарса Лартакана.
10
Йӗркесӗр ҫыннӑн килӗнче халӗ те йӗркесӗрлӗх мулӗ ҫук-и-ха, ҫав килтех чакарса кӑтартакан, йӗрӗнтерекен виҫе ҫук-и-ха?
11
Тӗрӗс мар виҫекен тарасапа, хутаҫӑмри ултавлӑ тараса пуканӗсемпе таса ҫын пулайӑп-и эпӗ?
12
Хула пуянӗсем тӗрӗсмарлӑх ӑшне путнӑ та, унта пурӑнакансем те ултавлӑ калаҫаҫҫӗ, калаҫма та вӗсем суя чӗлхепе калаҫаҫҫӗ,
13
апла Эпӗ те сана, хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн тустарса хӑварса, тӳрленейми пӗтерсе лартӑп.
14
Эсӗ ҫийӗн те — тутӑ пулаймӑн; сан ӑшунта пуш-пушӑ пулӗ; упраса усрӑн, анчах упраса ҫитереймӗн, мӗн упраса хӑварнине те хӗҫ айне тӑвӑп.
15
Акӑн — анчах выраймӑн; ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне пусарса ҫу юхтарӑн та — ҫӑвӗпе сӗрӗнеймӗн; иҫӗм ҫырли сӗткенне пӑчӑртаса кӑларӑн, анчах эрехне ӗҫеймӗн.
16
Сирӗн Амврий йӑли-йӗркипе Ахав килӗн мӗнпур ӗҫӗ сыхланса юлнӑ, эсир вӗсенӗн канашӗсемпе пурӑнатӑр; Эпӗ сана ҫаратса хӑвармалла тӑвӑп, ҫыннусенчен култарӑп, Манӑн халӑхӑм мӑшкӑлне сирӗн курмалла пулӗ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7