bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Micah 7
Micah 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
1
Мана хуйхӑ ҫитрӗ! маншӑн халӗ — ҫуллахи ҫимӗҫсене пуҫтарса кӗртнӗ хыҫҫӑнхи пекех, иҫӗм ҫырлине татса пуҫтарнӑ хыҫҫӑнхи пекех: ҫиме пӗр ҫырла та, чуна пыракан пӗр пиҫнӗ ҫимӗҫ те ҫук.
2
Ҫӗр ҫинче ырӑ кӑмӑллисем пӗтрӗҫ, ҫынсем хушшинче тӳрӗ пурӑнакансем юлмарӗҫ; пурте, юн юхтарас тесе, кавар тӑваҫҫӗ; кашниех хӑйӗн тӑванӗ валли таната карать.
3
Вӗсенӗн алли усал ӗҫ тума вӗренесшӗн, пуҫлӑх хистесе парне ыйтать, тӳре сӗрев панине кура сут тӑвать, улпутсем, хура чунӗ мӗн ыйтнине каласа, ӗҫе пӑсса яраҫҫӗ.
4
Вӗсенчен чи лайӑххи — кӳкен пек, тӳрӗ кӑмӑлли — йӗплӗ картаран та япӑхрах; Сан хыпарҫусенӗн кунӗ, Эсӗ килесси ҫывӑхарать; акӑ вӗсен шуйханса ӳкмелле пулӗ.
5
Тусӑра ан ӗненӗр, пӗлӗшӗре ан шанӑр; хӑвӑнпа юнашар выртакан хӗрарӑмран чӗлхӳ-ҫӑварна сыхла.
6
Ӗнтӗ ывӑлӗ ашшӗне хӑртать, хӗрӗ — амӑшне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрать; ҫыннӑн тӑшманӗсем — хӑйӗн килӗнчи тӑванӗсем.
7
Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа ҫине пӑхӑп, хама ҫӑлакан Туррӑма шанса тӑрӑп: Туррӑм мана илтӗ.
8
Эй тӑшман хӗрарӑм! маншӑн ан хӗпӗрте, ӳкрӗм пулин те — эпӗ тӑрӑп; эпӗ сӗмлӗхре пулин те — Ҫӳлхуҫа маншӑн ҫутӑ пулӗ.
9
Вӑл манӑн ӗҫӗме татса париччен, мана сут тӑвиччен ман ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫилли пулӗ, мӗншӗн тесен эпӗ Ун умӗнче ҫылӑха кӗтӗм; унтан Вӑл мана ҫутта илсе тухӗ те, эпӗ Унӑн тӳрӗлӗхне курӑп.
10
Мана курайман тӑшман хӗрарӑм, мана: «санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ӑҫта?» теекенскер, курӗ те ҫакна, ӑна намӑс хупласа илӗ. Вара манӑн куҫӑм ӑна урамри пылчӑка таптанӑ пек таптанине курса тӑранӗ.
11
Ҫав кунхине, хӳмӳсене хӳнӗ кунхине, палӑртса хуни аяккарах куҫӗ.
12
Ҫав кун сан патна Ассирирен, Египет хулисенчен, Египетпа Евфрат шывӗ хушшинчен, тинӗспе тинӗс хушшинчен, тупа ту хушшинчен килӗҫ.
13
Леш ҫӗр вара унта пурӑнакансен айӑпне пула, вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула пушхир пулса юлӗ.
14
Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн сурӑхусене, Кармил ҫинчи вӑрманта улаххӑн пурӑнакансене Хӑвӑн туюпа пӑхса усра; авалхи кунсенчи пек, вӗсем Васанпа Галаадра кӗтӳре ҫӳреччӗр!
15
Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ кунсенчи пек, ӑна тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартӑп.
16
Ҫакна халӑхсем курӗҫ те, хӑйсем темле хӑватлӑ пулсан та, намӑсланӗҫ; тути-ҫӑварне алӑпа хупласа тӑрӗҫ, хӑлхисем илтми пулса ларӗҫ;
17
ҫӗлен пек, тӑпра ҫулӗҫ, хӑйсен хӳтлӗхӗнчен вӗсем ҫӗр ӑманӗсем пек шуса тухӗҫ; пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан сехӗрленӗҫ, Санран хӑраса ӳкӗҫ.
18
Йӗркесӗр ӗҫсене каҫаракан, Хӑй халӑхӗн йӑлкӑмне усал ӗҫӗсемшӗн айӑпа хуман Сан пек Турӑ кам пултӑр тата? Вӑл ӗмӗрех ҫилленсе тӑмасть, мӗншӗн тесен хӗрхенме юратать.
19
Вӑл каллех пире хӗрхенӗ, пирӗн йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене пӑрахӑҫлӗ. Эсӗ пирӗн пӗтӗм ҫылӑха тинӗс авӑрне путарӑн.
20
Эсӗ Иакова Хӑвӑн тӳрӗлӗхне кӑтартӑн, пирӗн аттемӗрсене малтанхи кунсенчех тупа туса пама пулнӑ ырӑлӑха Авраама кӑтартӑн.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7