bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Micah 5
Micah 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 6 →
1
Эй эшкерсенӗн хӗрӗ, ӗнтӗ хускал, ӗнтӗ вӑрҫа ҫӗклен: пире йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ, Израиль тӳрине питӗнчен алӑ туйипе ҫапа-ҫапа хӗнӗҫ.
2
Эй Вифлеем-Ефрафа, эсӗ Иудӑн пин-пин ҫынлӑ хулисенчен кӗҫӗн-им вара? сан хушшунтан Ман валли Израильре Патша пулаканӗ ҫуралӗ, Вӑл чӑн пуҫламӑшӗнчен, ӗмӗрхи кунсенчен тухӗ.
3
Ҫавӑнпа ҫуратаканӗн ҫуратас вӑхӑчӗ киличчен Вӑл вӗсене пӑрахса хӑварӗ; ҫуратсассӑн — Израиль ывӑлӗсем патне чӗрӗ юлнӑ тӑванӗсем те таврӑнӗҫ.
4
Вара тӑрӗ те Вӑл Хӑй халӑхне Ҫӳлхуҫа хӑвачӗпе, Хӑй Ҫӳлхуҫа Туррин аслӑ ячӗпе пӑхса усрӗ, ҫапла вӗсем хӑрушлӑх курмасӑр пурӑнӗҫ, мӗншӗн тесен ун чухне Вӑл тӗнче хӗррине ҫитиех асла тухӗ.
5
Вӑл канӑҫлӑх пулӗ. Ассур пирӗн ҫӗрӗмӗре килсе пирӗн тӗреклӗлетнӗ ҫуртӑмӑрсене кӗрсе кайсан, эпир вӗсене хирӗҫ ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх кӑларса тӑратӑпӑр.
6
Вӗсем Ассур ҫӗрне хӗҫпе сыхлӗҫ, Немврод ҫӗрне унӑн хапхинчех сыхласа тӑрӗҫ; Ассур пирӗн ҫӗрӗмӗр ҫине, эпир пурӑнакан ҫӗр ҫине кӗрсен, унран шӑпах Вӑл ҫӑлса хӑварӗ.
7
Иаковӑн йӑлкӑмӗ халӑхсем хушшинче, тӗрлӗ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа панӑ сывлӑм пек, курӑк ҫине ҫунӑ вӑйлӑ ҫумӑр пек пулӗ, вӑл ӗнтӗ ҫынна пӑхӑнса тӑмӗ, Адам ывӑлӗсене шанса пурӑнмӗ.
8
Иаковӑн йӑлкӑмӗ халӑхсем хушшинче, нумай-нумай йӑх хушшинче, вӑрманти тискер кайӑксем варринчи арӑслан пек, сурӑх кӗтӗвӗ варринчи ҫамрӑк арӑслан пек пулӗ, тапӑнсан ҫав ҫамрӑк арӑслан тапта-тапта ӳкерет, турта-турта ҫурать, ӗнтӗ унран никам та ҫӑлӑнаймӗ.
9
Санӑн аллу тӑшманусем ҫийӗн ҫӗкленӗ те, пур тӑшману та тӗп пулӗ.
10
Ҫав кун акӑ епле пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа: санӑн хушшунтан ҫар учӗсене пӗтерсе, ҫар ураписене ҫӗмӗрсе тухӑп,
11
санӑн ҫӗрӳнти хуласене аркатӑп, хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ хӳтлӗхӳсене пурне те ишсе антарӑп,
12
санӑн аллунтан асам ӑсталӑхне туртса илӗп, пӗлӗтсене пӑхса юмӑҫ яраканӗсем те пулмӗҫ санӑн;
13
санӑн хушшунтан хӑв пуҫҫапакан суя турӑсен кӗлеткисене тата йӗрӗхсене пӗтерӗп, эсӗ вара текех хӑвӑн аллу тунӑ япаласене пуҫҫапмӑн.
14
Санӑн таса теекен катусене кӑкласа тӑкӑп, санӑн хулусене тустарса тухӑп.
15
Пӑхӑнман халӑхсене ҫиллӗмпе, тарӑхса тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7