bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Daniel 1
Daniel 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 2 →
1
Иудея патши Иоаким виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Навуходоносор — Вавилон патши — Иерусалим патне килнӗ те ӑна хупӑрласа илнӗ.
2
Ҫӳлхуҫа Иудея патшине Иоакима тата Турӑ Ҫуртӗнчи савӑтсен пӗр пайне Навуходоносор аллине панӑ; вӑл вара ҫав савӑтсене Сеннаар ҫӗрне, хӑй туррийӗн ҫуртне, ӑсатнӑ, хӑй туррийӗн мул управӑшне хывнӑ.
3
Патша хайрансен пуҫлӑхне Асфеназа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен — патша йӑхӗнчен, аслӑ улпутсен йӑхӗнчен — тухнӑ ҫамрӑк ачасене, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен пӗр кӑлтӑксӑр, хитре сӑн-питлӗ, кирек мӗне те вӗренме пултаруллӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ та тавҫӑруллӑ, патша керменӗнче ӗҫлесе тӑма юрӑхлӑ ачасене тупса килме, вӗсене халдей ҫырулӑхӗпе чӗлхине вӗрентме каланӑ.
5
Патша вӗсене кулленех хӑйӗн сӗтелӗ ҫинчи апат-ҫимӗҫпе тӑрантарма, хӑй ӗҫекен эрехе ӗҫтерме хушнӑ, вӗсене виҫӗ ҫул вӗрентме-ӑс пама каланӑ; унтан вара вӗсен патша умне тӑмалла пулнӑ.
6
Ҫавсем хушшинче Иуда йӑхӗнчи Даниил, Анания, Мисаил тата Азария пулнӑ.
7
Хайрансен пуҫлӑхӗ вӗсене урӑхла ят панӑ: Даниила — Валтасар, Ананияна — Седрах, Мисаила — Мисах, Азарияна — Авденаго тенӗ.
8
Даниил вара патша сӗтелӗ ҫинчи ҫимӗҫе тата патша ӗҫекен эрехе астивсе ирсӗрленес темен, ҫавӑнпа хайрансен пуҫлӑхӗнчен хӑйне ирсӗрлесрен хӑтарма ыйтнӑ.
9
Турӑ тивлечӗпе Даниил хайрансен пуҫлӑхӗнчен пархатар та юп курнӑ;
10
хайрансен пуҫлӑхӗ Даниила ҫапла каланӑ: эпӗ хуҫамран, патшаран, хӑратӑп, сире мӗнле ӗҫме-ҫиме памаллине вӑл хӑй палӑртрӗ; эсир ӑна ытти тантӑшӑрсенчен ырханрах курӑнсассӑн, манӑн пуҫӑма патша умӗнче айӑпа кӗртетӗр, тенӗ.
11
Хайрансен пуҫлӑхӗ Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна пӑхса тӑма Амелсара хушнӑ пулнӑ, ӑна вара Даниил ҫапла каланӑ:
12
эсӗ хӑвӑн чурусене вунӑ кун хушши сӑнаса пӑхсамччӗ: ӗҫме-ҫиме пире пахчаҫимӗҫ те шыв кӑна паччӑр;
13
кайран пирӗн сӑн-пите тата патша ӗҫми-ҫимипе тӑранса пурӑнакан яш ачасен сӑнне танлаштарса пӑхӑн та хӑвӑн чурусемпе мӗн тумаллине курӑн вара, тенӗ.
14
Амелсар ӳкӗте кӗнӗ те вӗсене вунӑ кун сӑнанӑ.
15
Вунӑ кун иртсессӗн вӗсен сӑн-пичӗ патша апатне ҫисе пурӑннӑ ачасенчен хитререх курӑннӑ, ӳт-пӗвӗ те вӗсен кӗрӗрех пулнӑ.
16
Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Амелсар вӗсене памалли апат-ҫимӗҫпе эрехе каялла ярса вӗсене пахчаҫимӗҫ ҫеҫ парса тӑнӑ.
17
Турӑ ҫакӑ тӑватӑ яш ачана кирек мӗнле кӗнекене те, кирек мӗнле ӑслӑлӑха та ӑнланма пӗлӳпе ӑс-хакӑл пултарулӑхӗ панӑ, Даниила тата кирек мӗнле курӑнӑва та, кирек мӗнле тӗлӗке те ӑнкармалӑх ӑстӑн панӑ.
18
Патша палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн, хайрансен пуҫлӑхӗ яш ачасене Навуходоносора кӑтартнӑ.
19
Патша вӗсемпе калаҫса пӑхнӑ, яш ачасен йышӗнче Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна ҫитекенни урӑх тупӑнман, вӗсем вара патшана ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ.
20
Патша кирек мӗнле ӑслӑлӑх пирки ыйтсассӑн та, вӗсем пӗтӗм патшалӑхри мӗнпур пӗлӗмҫӗсенчен, асамҫӑсенчен вунӑ хут ӑслӑраххӑн курӑннӑ.
21
Даниил унта Кир пӗрремӗш ҫул патшара лариччен пулнӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12