bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Daniel 8
Daniel 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 9 →
1
Валтасар патша виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне мана, Даниила, унччен курӑнни хыҫҫӑн каллех курӑну пулчӗ.
2
Эпӗ акӑ мӗн куртӑм: эпӗ Сузӑ хулинче, Елам ҫӗрӗн тӗп хулинче пек; эпӗ акӑ мӗн куртӑм: эпӗ Улай юханшывӗ хӗрринче пек.
3
Куҫӑма уҫрӑм та курах кайрӑм: акӑ юханшыв хӗрринче пӗр сурӑх таки тӑрать; икӗ мӑйракаллӑ хӑй, мӑйракисем вӑрӑм, анчах пӗри тепринчен вӑрӑмрах, вӑрӑмми вара кайран ӳснӗ.
4
Эпӗ ҫавӑ така анӑҫалла, ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла сӗкнине куртӑм, ӑна нимӗнле чӗрчун та хирӗҫ тӑраймасть, унран хӑтӑлма та ҫук; мӗн тӑвас килет, ҫавна тӑвать вӑл, вӑйланнӑҫемӗн вӑйлансах пырать.
5
Эпӗ ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа тӑраттӑм — курах кайрӑм: акӑ анӑҫ енчен, пӗтӗм ҫӗр ҫийӗн, качака таки килет, ҫӗре перӗнмесӗр пырать; ҫавӑ качака такин куҫӗсем хушшинче темӗн пысӑкӑш мӑйрака.
6
Ҫав качака таки икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки енне вирхӗнсе пырать, — эпӗ вӑл юханшыв хӗрринче тӑнине курнӑччӗ, — качака таки ун ҫине урӑм-сурӑм хаярлӑхпа сиксе ӳкрӗ.
7
Эпӗ куртӑм ӗнтӗ: сурӑх таки патне ҫывхарнӑҫемӗн вӑл тата хытӑрах талӑрса кайрӗ, ӑна ҫитсе ҫапса унӑн икӗ мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ; ӑна хирӗҫ тӑма сурӑх такин вӑйӗ ҫитеймерӗ, качака таки ӑна ҫӗре ҫапса антарчӗ, ватса-таптаса тӑкрӗ — сурӑх такине хӑтарма пултараканни тупӑнмарӗ.
8
Качака таки ҫавӑн хыҫҫӑн шутсӑрах вӑйланса кайрӗ; анчах та, хӑватланса ҫитсессӗн, пысӑк мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне вара тӗнченӗн тӑватӑ еннелле кӑнтарӑнса тӑракан тӑватӑ мӑйрака шӑтса тухрӗ.
9
Ҫавсенчен пӗринчен тепӗр мӑйрака шӑтса тухрӗ; малтан вӑл пӗчӗккӗччӗ, кайран ӳссе кайрӗ те кӑнтӑралла, тухӑҫалла тата илемлӗ ҫӗршыв еннелле тӑсӑлчӗ,
10
вӑл тӳпе ҫарӗ патнех ҫитрӗ, ҫав ҫарӑн тата ҫӑлтӑрсен пӗр пайне ҫӗр ҫине шӑлса пӑрахрӗ те таптарӗ вӗсене,
11
вӑл ҫав ҫарӑн Ҫулпуҫӗ патнех ҫӗкленчӗ, Ӑна куллен кӳмелли парнесемсӗр тӑратса хӑварчӗ, Унӑн сӑваплӑ вырӑнне ирсӗрлетрӗ.
12
Куллен кӳмелли парне те, ҫар та унран усал ӗҫсемшӗн мӑшкӑл курчӗ; вӑл чӑнлӑха ҫӗре пӑрахрӗ; хӑйӗн ӗҫӗнче ӑнтарсах пычӗ.
13
Эпӗ пӗр святой калаҫнине илтрӗм, тепӗр святойӗ вара калаҫаканнинчен ҫапла ыйтрӗ: «курӑнни — куллен кӳмелли парнене хурласси, Сӑваплӑ Ҫурта ҫаратасси-ирсӗрлетесси, ҫара мӑшкӑлласси — мӗн вӑхӑта тӑсӑлӗ-ши ку?» терӗ.
14
Лешӗ ӑна ҫапла хуравларӗ: «икӗ пин те виҫҫӗр каҫпа ир; вара Сӑваплӑ Ҫурт тасалӗ» терӗ.
15
Ҫакна курсассӑн, эпӗ, Даниил, унӑн пӗлтерӗшне ӑнкарма тӑрӑшрӑм — акӑ ман умӑма ар евӗрлӗскер тухса тӑчӗ.
16
Эпӗ Улай юханшывӗ ҫийӗнчен килекен сасса, этем сассине: «Гавриил! ӑна ҫак курӑнӑва ӑнлантарса пар!» тенине илтрӗм.
17
Вӑл вара эпӗ тӑнӑ вырӑна пычӗ. Вӑл ҫывхарсассӑн, эпӗ, сехӗрленсе, ӳпне ӳкрӗм; вӑл мана ҫапла каларӗ: пӗлнӗ пул, этем ывӑлӗ, ҫакӑ курӑну — юлашки самана ҫинчен, терӗ.
18
Вӑл манпа калаҫнӑ чухне эпӗ ҫӗр ҫинче ним туймасӑр ӳпне выртаттӑм; вӑл мана сӗртӗнсе ура ҫине тӑратрӗ те
19
каларӗ: «акӑ эпӗ сана ҫилӗ кунӗсен вӗҫӗнче, палӑртса хунӑ вӑхӑт вӗҫӗнче, мӗн пуласса уҫса парӑп.
20
Эсӗ курнӑ икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки вӑл — Миди тата Перси патшисем.
21
Ҫӑмламас качака таки вара — Греци патши, унӑн куҫӗсем хушшинчи пысӑк мӑйрака — грексен пӗрремӗш патшийӗ;
22
мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне тӑватӑ урӑх мӑйрака тухрӗ: ку вӑл ҫакӑ халӑхран тӑватӑ патшалӑх пулса каясса пӗлтерет, анчах вӗсем пӗрремӗш патша пекех вӑйлӑ пулаймӗҫ.
23
Вӗсен патшалӑхӗн вӗҫӗнче, вӗсен усал ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитсессӗн, сӗмсӗр те каварлашас тӗлӗшӗпе ӑста патша килӗ;
24
вӑл вӑйлӑ пулӗ, анчах пӗрремӗш патша пекех мар. Вӑл хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ, хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, вӑйлисене те, сӑваплисен халӑхне те аркатӗ;
25
чеескер, вӑл тем тӗрлӗ кавар та тӑвӗ — вара чӗри мӑнаҫланса кайӗ, нумайӑшне вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӗмӗрсе тӑкӗ, вара патшасен Патшине те хирӗҫ ҫӗкленӗ. Ӑна аркатса тӑкӗҫ, анчах этем аллипе мар.
26
Каҫсемпе ирсем ҫинчен мӗн курӑнни, вӗсем ҫинчен мӗн калани — чӑн; эсӗ ҫак курӑнӑва пытарса усра: вӑл аякри кунсем ҫинчен».
27
Эпӗ ӗнтӗ, Даниил, халтан кайса, темиҫе кун хушши чирлӗ выртрӑм; унтан тӑтӑм та патша ӗҫӗсене пикентӗм; мӗн курни мана хӑратсах пӑрахрӗ, эпӗ ӑна ӑнланмарӑм.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12