bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Daniel 7
Daniel 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 8 →
1
Вавилон патши Валтасар пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Даниил хӑйӗн ҫывӑран вырӑнӗ ҫинче тӗлӗк тӗлленнӗ, вӑл малашне мӗн пулассине курнӑ. Даниил вара ҫав тӗлӗке, вӑл мӗне пӗлтернине ҫырса хунӑ. Ҫак тӗлтен Даниил каласа пани пуҫланать.
2
Даниил ҫапла калать: эпӗ ҫӗрле, ҫывӑрнӑ чухне, акӑ мӗн куртӑм: аслӑ тинӗсре тӳпе ҫилӗсем — тӑватӑ ҫил — тулашаҫҫӗ,
3
тинӗсрен темӗн пысӑкӑш тӑватӑ тискер чӗрчун тухрӗ, пӗр евӗрлӗ мар хӑйсем.
4
Пӗрремӗшӗ — арӑслан пек, анчах ҫунатлӑ, ҫуначӗ ӑмӑрткайӑкӑнни пек; кайран эпӗ унӑн ҫунаттине тӑпӑлтарса пӑрахнине куртӑм; ӑна ҫӗр ҫинчен йӑтса тӑратрӗҫ те, вӑл вара, ҫын пек, ури ҫине тӑчӗ, ӑна этем чӗрине пачӗҫ.
5
Акӑ тата тепӗр тискер чӗрчун, иккӗмӗшӗ, чӗвен тӑнӑ упа евӗрлӗскер; унӑн ҫӑварӗнче, шӑлӗсем хушшинче — виҫӗ шӑмӑ; ӑна ҫапла хушнӑ: «тӑр та мӗн килениччен аш-какай ҫи!» тенӗ.
6
Кайран эпӗ тата тепӗр тискер чӗрчуна куртӑм: вӑл барс евӗрлӗччӗ; ҫурӑмӗ ҫинче — кайӑк ҫунаттисем тӑваттӑ, ҫавӑ тискер чӗрчунӑн пуҫӗ те тӑваттӑ; ӑна ирӗк-хӑват панӑ пулнӑ.
7
Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗрле тӗлӗкре тӑваттӑмӗш чӗрчуна куртӑм — хӑрушӑскер, тискерскер, вӑйламасскер; шӑлӗсем — темӗн пысӑкӑш, тимӗр; вӑл хыпса ҫӑтать те аркатать, юлашкине ури айне туса таптать; вӑл малтанхи тискер чӗрчунсенчен пуринчен те уйрӑлса тӑратчӗ, вӑл вунӑ мӑйракаллӑччӗ.
8
Эпӗ ҫав мӑйракасем ҫине пӑхрӑм та — акӑ вӗсем хушшинчен тата тепӗр мӑйрака, пӗчӗкскер, тухнине куртӑм; ӑна вырӑн парас тесе, унчченхи виҫӗ мӑйракине тымарӗпех тӑпӑлтарса кӑларчӗҫ; ҫав мӑйракан этемӗнни евӗрлӗ куҫсем пурччӗ, мӑнаҫлӑн калаҫакан тута-ҫӑвар пурччӗ.
9
Юлашкинчен эпӗ ҫакна куртӑм: аслӑ пукансем лартса тухнӑччӗ, Кунӗсемпе Авалхискерӗ аслӑ пукан ҫине ларчӗ; Унӑн тумтирӗ — шурӑ юр пек, Унӑн ҫӳҫӗ — шуратнӑ таса ҫӑм пек; Унӑн аслӑ пуканӗ — ялкӑшакан ҫулӑм пек, Унӑн кустӑрмисем — ҫунакан вут-ҫулӑм.
10
Ун патӗнчен вут-кӑварлӑ юханшыв тухать те малалла юхать; пинӗ-пинӗпе Уншӑн ӗҫлеҫҫӗ, тӗменӗ-тӗменӗпе Ун умӗнче тӑраҫҫӗ; тӳресем ларчӗҫ, кӗнекесем уҫӑлчӗҫ.
11
Ҫавӑн чухне ҫакна куртӑм эпӗ: мӑйрака мӑнаҫлӑ сӑмахсем каланӑшӑн тискер чӗрчуна манӑн куҫӑм умӗнчех вӗлерчӗҫ, кӳлепине те тӗп турӗҫ — вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗҫ.
12
Ытти тискер чӗрчунсенчен те ирӗкне-хӑватне туртса илчӗҫ, анчах вӗсене вӑхӑтлӑха чӗрӗ хӑварчӗҫ.
13
Ҫӗрле тата акӑ мӗн куртӑм: тӳпери пӗлӗтсемпе пӗрле такам ҫывӑхарать пек — Этем Ывӑлӗ пек. Ҫитрӗ те — Ӑна Кунӗсемпе Авалхискерӗ патне илсе пырса тӑратрӗҫ.
14
Ӑна ирӗк, мухтав тата патшалӑх пачӗҫ, Ӑна ӗнтӗ пур халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем пӑхӑнчӗҫ; Вӑл пурне те ӗмӗр-ӗмӗрех Хӑй аллинче тытса тӑрӗ, Унӑн патшалӑхӗ нихӑҫан та арканмӗ.
15
Эпӗ, Даниил, аптӑраса-пӑлхансах ӳкрӗм, куҫӑма мӗн курӑнни сехӗрлентерсех пӑрахрӗ мана.
16
Эпӗ ҫавӑнта тӑраканнисенчен пӗрин патне пытӑм та ҫакӑ мӗне пӗлтерни ҫинчен ыйтрӑм; вӑл мана мӗн курӑннин пӗлтерӗшне ӑнлантарса пачӗ:
17
ҫакӑ тӑватӑ пысӑк чӗрчун ҫӗр ҫинче тӑватӑ патша ҫӗкленессине пӗлтерет.
18
Унтан патшалӑха Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем йышӑнӗҫ, вӗсем патшалӑха ӗмӗр-ӗмӗрех тытса тӑрӗҫ, терӗ.
19
Вара эпӗ тӑваттӑмӗш тискер чӗрчун мӗне пӗлтерни ҫинчен пӗлесшӗн пултӑм — вӑл ыттисенчен пуринчен те уйрӑлса тӑратчӗ, питӗ хӑрушӑччӗ: тимӗр шӑллӑччӗ, пӑхӑр чӗрнеллӗччӗ, пурне те хыпса ҫӑтатчӗ, аркататчӗ, юлашкине урипе таптатчӗ;
20
унӑн пуҫӗ ҫинчи вунӑ мӑйрака ҫинчен те пӗлесшӗн пултӑм тата юлашки мӑйраки ҫинчен те ӑнлантарса пама ыйтрӑм — ӑна вырӑн парса, виҫӗ мӑйрака хӑйпӑнса ӳкнӗччӗ, вӑл куҫлӑччӗ, мӑнаҫлӑ калаҫакан тута-ҫӑварлӑччӗ, ҫав мӑйрака ыттисенчен пысӑкрахчӗ.
21
Эпӗ ҫав мӑйрака сӑваплисемпе вӑрҫӑ пуҫланине, вӗсене Кунӗсемпе Авалхискерӗ килсе ҫитиччен ҫӗнтерсе пынине куртӑм, — вара ҫавӑн чухне Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ халӑхне тӳрӗлӗхне кура тавӑрса панине, патшалӑха сӑваплисем тытса тӑмалли вӑхӑт ҫитнине куртӑм.
23
Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: тӑваттӑмӗш тискер чӗрчунӗ ҫакна пӗлтерет: ҫӗр ҫинче тӑваттӑмӗш патшалӑх пулать, вӑл пур патшалӑхран та уйӑрӑлса тӑрать, вӑл ҫӗр ҫинче мӗн пуррине хыпса ҫӑтӗ, таптаса-аркатса пӗтерӗ.
24
Вунӑ мӑйрака ҫакна пӗлтерет: ҫав патшалӑхра вунӑ патша вӑй илсе ҫӗкленӗ, вӗсем хыҫҫӑн урӑххи, ыттисенчен уйӑрӑлса тӑраканни, килӗ, вӑл виҫӗ патшана тӗп тӑвӗ,
25
вӑл Ҫӳлти Турра хирӗҫле сӑмахсем калӗ, Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисене хӗсӗрлӗ; вӗсен уявӗсене тата вӗсен саккунне чарса лартма ӗмӗтленӗ. Сӑваплисене унӑн аллине парӗҫ — пӗр вӑхӑта, икӗ вӑхӑта тата ҫур вӑхӑта парӗҫ.
26
Кайран тӳресем ларӗҫ те унран ирӗкне-хӑватне туртса илӗҫ; ӑна пӗтерӗҫ, яланлӑха тӗп тӑвӗҫ.
27
Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ халӑхне вара тӳпе айӗнчи мӗнпур патшалӑхӑн мухтавне, ирӗк-хӑватне, аслӑлӑхне парӗҫ, Унӑн патшалӑхӗ — ӗмӗрлӗх патшалӑх, мӗнпур патша Ӑна пӑхӑнса Уншӑн ӗҫлесе тӑма тытӑнӗ.
28
Ҫакӑнта сӑмах вӗҫленет. Эпӗ, Даниил, сехӗрленсех ӳкрӗм, ӗнтӗ сӑнӑм та улшӑнчӗ; анчах эпӗ ҫакна пурне те чӗремре сыхласа хӑвартӑм.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12