bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Daniel 12
Daniel 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
1
Ҫавӑн чухне вара Михаил — аслӑ пуҫлӑх, санӑн халӑхна хӳтӗлекенӗ — ҫӗкленӗ, мӗншӗн тесессӗн халиччен пӗр халӑх та курман-пӗлмен хӗн-асап вӑхӑчӗ ҫитӗ; ҫавӑн чухне санӑн халӑху — кӗнекене ҫырса хунисем пурте — ҫӑлӑнса юлӗҫ.
2
Ҫӗр айӗнче ҫывӑракансем нумайӑшӗ вӑранӗҫ: пӗрисем — ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли, тепӗрисем — ӗмӗрех намӑс курма, мӑшкӑл валли.
3
Ӑсчахсем тӳпери ҫутӑ пек, нумайӑшне тӗрӗслӗх енне ҫавӑрнисем ҫӑлтӑр пек ялкӑшса тӑрӗҫ — ӗмӗр-ӗмӗре, ӗмӗрлӗхе!
4
Эсӗ вара, Даниил, ҫакӑ сӑмахсене юлашки вӑхӑт ҫитиччен пытарса усра, ҫакӑ кӗнекене пичет пусса хур; ӑна нумайӑшӗ вулӗ, пӗлӳ ӳсӗ, терӗ вӑл мана.
5
Ҫавӑн чухне эпӗ, Даниил, пӑхрӑм та — акӑ тата иккӗн тӑраҫҫӗ: пӗри — юханшывӑн ку енче, тепӗри — юханшывӑн леш енче.
6
Вӗсенчен пӗри йӗтӗн тум тӑхӑннӑ артан, юханшыв тӗлӗнче тӑраканскертен, ҫапла ыйтрӗ: ку тӗлӗнтермӗш ӗҫсен вӗҫӗ хӑҫан пулать-ши? терӗ.
7
Эпӗ вара йӗтӗн тум тӑхӑннӑскерӗ, юханшыв тӗлӗнче тӑраканскерӗ, мӗнле хуравланине илтрӗм, вӑл икӗ аллине те ҫӗклесе Ӗмӗр-ӗмӗр Пурӑнаканӑн ячӗпе тупа турӗ: пӗр вӑхӑтран, икӗ вӑхӑтран тата ҫур вӑхӑтран, сӑваплӑ халӑхӑн вӑйне текех аркатми пулсассӑн, пӗтӗмпе вӗҫленӗ, терӗ.
8
Илтме илтрӗм эпӗ, анчах ӑнланаймарӑм, ҫавӑнпа та: хуҫамӑм! вӗҫӗ мӗнле пулать? тесе ыйтрӑм.
9
Вӑл ҫапла хуравларӗ: каях, Даниил! ҫакӑ сӑмахсене юлашки вӑхӑтчен пытарса, пичет пусса хунӑ.
10
Нумайӑшӗ тасалӗ, шуралӗ те сӑнаса тӗрӗслени витӗр тухӗ; йӗркесӗррисем йӗркесӗр хӑтланӗҫ, йӗркесӗррисенчен ҫакна нихӑшӗ те ӑнланаймӗ, ӑсчахсем кӑна ӑнкарса илӗҫ.
11
Кулленхи парнене кӳме чарнӑранпа, йӗрӗнчӗк лартса хунӑранпа пин те икҫӗр тӑхӑрвунӑ кун иртӗ.
12
Пин те виҫҫӗр вӑтӑр пилӗк куна кӗтекен, ӑна кӗтсе илме пултаракан телейлӗ пулӗ.
13
Эсӗ вара хӑвӑн вӗҫӳ еннелле ут. Эсӗ канӑҫ тупӑн, кайран, вӑхӑт вӗҫӗнче, хӑвӑн пайна илме вӑранӑн, терӗ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12