bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Daniel 5
Daniel 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 6 →
1
Валтасар патша хӑйӗн пин улпучӗ валли пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӗсемпе пӗрле эрех ӗҫнӗ.
2
Ӗҫсе ӳсӗрӗлсессӗн, Валтасар хӑйӗн ашшӗ, Навуходоносор, Иерусалимран Турӑ Ҫуртӗнчен илсе килнӗ ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене илсе килме хушнӑ: патша, унӑн улпучӗсем, унӑн арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсем ҫав савӑтсенчен ӗҫӗҫ.
3
Ӗнтӗ Иерусалимран Турӑ Ҫуртӗнчен илсе килнӗ савӑтсене йӑтса кӗнӗ; вара патша, унӑн улпучӗсем, унӑн арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсем ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫнӗ.
4
Вӗсем эрех ӗҫнӗ тата хӑйсен туррисене — ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ, чул кӗлеткесене — мухтанӑ.
5
Шӑп ҫавӑн чухне этем ал лаппи курӑнса кайнӑ та патша керменӗн шуратнӑ стени ҫине, ҫутаткӑҫа хирӗҫ, ҫырма пуҫланӑ; патша ҫыракан ал лаппине курнӑ та
6
сӑнран улшӑннӑ, сехӗрленсе ӳкнӗ, алли-ури чӗтрене ернӗ, чӗркуҫҫийӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса тӑр-тӑр чӗтренӗ.
7
Асамҫӑсене, халдейсен ӑрӑмҫисене тата ҫӑлтӑрҫӑсене илсе килме хушса, патша хыттӑн кӑшкӑрса янӑ; патша, сӑмах пуҫласа, Вавилон ӑсчахӗсене каланӑ: кам та кам ҫакӑнта ҫырнине вулаять тата унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параять, ҫавна хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартӗҫ, унӑн мӑйӗнче ылтӑн вӑчӑра пулӗ, вара вӑл патшалӑхра виҫҫӗмӗш ҫын пулӗ, тенӗ.
8
Ӗнтӗ патша ӑсчахӗсем ҫитнӗ, анчах та мӗн ҫырнине вулайман, унӑн пӗлтерӗшне патшана ӑнлантарса парайман.
9
Валтасар патша шуйхансах ӳкнӗ, вӑл сӑн-питрен те улӑшӑннӑ, унӑн улпучӗсем вара нимӗн калама пӗлмесӗр аптӑраса тӑнӑ.
10
Патша амӑшӗ патшапа унӑн улпучӗсем мӗн калаҫнине пӗлнӗ те ӗҫкӗ-ҫикӗ пӳлӗмне кӗнӗ; патша амӑшӗ ҫапла каланӑ: патша, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн! Эсӗ ахалех хӑраса ӳкрӗн, сӑн-питӳ те ахалех улшӑнчӗ санӑн.
11
Санӑн патшалӑхунта пӗр ар пурӑнать, унра таса Туррӑн хӑвачӗ пур; патшара аҫу ларнӑ чухнех ҫав ҫынра ҫутӑ ӑс, витӗркуран хастарлӑхӗ тата турӑсен ӑслӑлӑхӗ евӗрлӗ ӑслӑлӑх пуррине асӑрханӑ; вара хӑвӑн аҫу Навуходоносор патша ӑна пӗлӗмҫӗсен, асамҫӑсен, халдейсен ӑрӑмҫисен тата вӗрӳҫӗсен пуҫлӑхне лартнӑ — санӑн аҫу, патша хӑй, ҫапла тунӑ,
12
мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫынра — Даниилра, патша Валтасар тесе ят хунӑскерӗнче — хӑватлӑ сывлӑш пулнӑ, тӗлӗк пӗлтерӗшне ӑнлантармашкӑн, вӑрттӑнлӑх тупсӑмне уҫса памашкӑн, кӑткӑслӑха татса памашкӑн унра пӗлӳпе витӗркуран хастарлӑхӗ пулнӑ. Даниила чӗнсе килччӗр — вӑл ӑнлантарса парӗ, тенӗ патша амӑшӗ.
13
Вара Даниила патша умне илсе пырса тӑратнӑ, патша, сӑмах пуҫарса, Даниила каланӑ: манӑн патша аттем Иудейӑран куҫарса килнӗ Иудея ывӑлӗсенчен пӗри, Даниил ятли, эсӗ мар-и вӑл?
14
Эпӗ сан ҫинчен, санра Турӑ хӑвачӗ, ҫутӑ ӑс, витӗркуран хастарлӑхӗ тата тем тӗрлӗ ӑслӑлӑх пурри ҫинчен илтрӗм.
15
Акӑ ҫакӑнта ҫырнине вулама, унӑн пӗлтерӗшне мана ӑнлантарса пама ӑсчахсене тата асамҫӑсене илсе килнӗччӗ; анчах вӗсем мана ӑнлантарса параймарӗҫ.
16
Эпӗ сан ҫинчен эсӗ пӗлтерӗше ӑнлантарма, кӑткӑслӑха татса пама пултарни ҫинчен илтрӗм; ҫапла вара, ҫакӑнта ҫырнине вуласассӑн, унӑн пӗлтерӗшне мана ӑнлантарса парсассӑн, сана хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартӗҫ, санӑн мӑюнта ылтӑн вӑчӑра пулӗ, эсӗ патшалӑхра виҫҫӗмӗш ҫын пулӑн, тенӗ.
17
Даниил патшана ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвӑн парнӳсем хӑвнах юлччӑр, ят-сума та урӑххине пар; мӗн ҫырнине эпӗ патшана ахалех вуласа, ӑнлантарса парӑп.
18
Эй патша! санӑн аҫуна, Навуходоносора, Ҫӳлти Турӑ патшалӑх, аслӑлӑх, чыс тата мухтав парнеленӗ.
19
Ӑна Турӑ панӑ аслӑлӑхран пур халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем чӗтресе тӑнӑ, унран хӑранӑ: патша кама вӗлерес тенӗ — вӗлернӗ, кама чӗрӗ хӑварас тенӗ — чӗрӗ хӑварнӑ, асла кӑларас тенине асла кӑларнӑ, кӗҫӗне хӑварас тенине кӗҫӗне хӑварнӑ.
20
Анчах чӗри мӑнаҫлӑланса кайсассӑн, кӑмӑлӗ чӑрсӑрланмаллах хытса ҫитсессӗн, ӑна патшаран сирпӗтнӗ, чысӗ-мухтавӗсӗр тӑратса хӑварнӑ;
21
ӑна ӗнтӗ этем ывӑлӗсенчен уйӑрнӑ, унӑн ӑсӗ-тӑнӗ тискер кайӑкӑнни пек пулса кайнӑ; вӑл хир ашакӗсемпе пӗрле пурӑннӑ; ӑна, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарнӑ, унӑн ӳчӗ-тирӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑннӑ — этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл патшалӑха кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса иличчен ҫапла пурӑннӑ.
22
Эсӗ те, унӑн ывӑлӗ Валтасар, ҫакна пӗтӗмпех пӗлетӗн пулин те, чӗрӳне йӑвашлантармарӑн,
23
Тӳпе Ҫӳлхуҫине хирӗҫ ҫӗклентӗн, сан патна Ун Ҫурчӗн савӑчӗсене илсе килчӗҫ, эсӗ хӑв та, санӑн улпутусем те, санӑн арӑмусемпе ҫум-арӑмусем те ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫрӗҫ, эсӗ вара кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ тата чул турӑсене — курма та, илтме те, шухӑшлама та пултарайман турӑсене — мухтатӑн; хӑвӑн пурӑнӑҫна, шӑпуна Тытса Тӑракан Турра мухтамастӑн.
24
Ҫавӑншӑн Унран ал лаппийӗ янӑ та, вара ҫак сӑмахсене ҫырса хунӑ.
25
Кунта акӑ мӗн ҫырнӑ: Мене Мене Текел у-Парсин.
26
Акӑ сӑмахӗсен пӗлтерӗшӗ: Мене — «Турӑ санӑн патшалӑхна шутласа тухнӑ та ӑна пӗтернӗ».
27
Текел — «сана тарасапа виҫнӗ те эсӗ питӗ ҫӑмӑл пулни палӑрнӑ».
28
Перес — «санӑн патшалӑху пайланнӑ, ӑна Миди тата Перси ҫыннисене панӑ».
29
Валтасар хушнипе вара Даниила хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ, патшалӑха тытса тӑракансенчен вӑл виҫҫӗмӗш ҫын пулнине пӗлтернӗ.
30
Ҫав каҫхинех, ҫӗрле, халдейсен патшине Валтасара вӗлернӗ,
31
патшалӑха Миди ҫынни Дарий йышӑннӑ, вӑл утмӑл иккӗре пулнӑ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12