bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Daniel 6
Daniel 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 7 →
1
Дарий, патшалӑхра пур вырӑнта та пуҫлӑх пултӑр тесе, ҫӗр ҫирӗм сатрап лартнӑ,
2
вӗсен пуҫлӑхӗсем пулма виҫӗ аслӑ пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ, вӗсенчен пӗри Даниил пулнӑ. Патшана йывӑр кӳресрен сатрапсен хӑйсен ӗҫӗ ҫинчен ҫавӑ аслӑ пуҫлӑхсене пӗлтерсе тӑмалла пулнӑ.
3
Даниил ытти аслӑ пуҫлӑхсемпе сатрапсенчен пуринчен те ҫӳлте тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн унра аслӑ хӑват пулнӑ, патша ӗнтӗ ӑна пӗтӗм патшалӑх пуҫне лартма та шухӑшланӑ.
4
Аслӑ пуҫлӑхсемпе сатрапсем вара патшалӑх ӗҫӗнче Даниила айӑплама май паракан сӑлтав шырама пикеннӗ; анчах нимӗнле сӑлтав та, ҫитменлӗх те тупайман, мӗншӗн тесессӗн Даниил шанчӑклӑ ҫын пулнӑ, унӑн ӗҫӗнче йӑнӑш туни те, улталани те пулман.
5
Вара ҫак ҫынсем каланӑ: эпир капла ӑна айӑпламалли сӑлтав шыраса тупаймастпӑр, вӑл хӑй Туррийӗн саккунӗ тӑрӑх пурӑнать, ҫав тӗлӗшпе эпир пӗр-пӗр айӑп тупӑпӑр-ха, тенӗ.
6
Ӗнтӗ ҫавӑ аслӑ пуҫлӑхсемпе сатрапсем патша патне пухӑнса пынӑ та ӑна ҫапла каланӑ: Дарий патша, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн!
7
Патшалӑхри аслӑ пуҫлӑхсем, хула пуҫлӑхӗсем, сатрапсем, канашҫӑсем тата ҫарпуҫсем ҫапла тумалла тесе шутлаҫҫӗ: патша ҫакӑн евӗрлӗ хушу кӑларинччӗ — кам та кам вӑтӑр кун хушшинче, патша, сана мар, пӗр-пӗр турра е ҫынна тархаслас пулсассӑн, ҫавна арӑслан шӑтӑкне пӑрахмалла.
8
Патша, ҫав кӑтартӑва ҫирӗплет те хӑв хушса калани ҫине алӑ пус — Миди тата Перси саккунӗ пулса тӑнӑран ан улшӑнтӑрччӗ вӑл, ан пӑсчӑр ӑна, тенӗ ҫав ҫынсем.
9
Дарий патша килӗшнӗ те ҫакӑн пек хушу кӑларнӑ.
10
Даниил, ҫавнашкал хушу тухнине пӗлсессӗн те, пӗрех килне кайнӑ; унта ҫӳлти пӳлӗмӗн Иерусалим енчи чӳречисем уҫӑ тӑнӑ; вӑл унта унчченхи пекех кунне виҫӗ хутчен кӗлтунӑ, чӗркуҫленсе ларса хӑй Туррине аслӑласа мухтанӑ.
11
Ҫав ҫынсем вара, вӑрттӑн сӑнаса тӑрса, Даниил патне шӑпах вӑл хӑйӗн Туррине кӗлтунӑ чухне кӗпӗрленсе пырса кӗнӗ,
12
унтан вӗсем патша патне ҫитнӗ те ӑна патша хушӑвӗ ҫинчен аса илтернӗ: патша, кам та кам вӑтӑр кун хушшинче сана мар, пӗр-пӗр турра е ҫынна пуҫҫапас пулсассӑн, ҫавна арӑслан шӑтӑкне пӑрахмалла тесе алӑ пусаканни эсӗ марччӗ-и-ха? тенӗ. Патша ҫапла хуравласа каланӑ: ку ҫирӗп сӑмах, вӑл — Миди ҫыннисемпе Перси ҫыннисен саккунӗ, ӑна улӑштарма юрамасть! тенӗ.
13
Лешӗсем ӗнтӗ патшана ҫапла хуравласа каланӑ: Даниил вара — Иудейӑран куҫарса килнӗ ҫынсенчен пӗри, — патша, сана та, эсӗ алӑ пусса хушнине те нимӗн вырӑнне те хумасть, кунне виҫӗ хутчен кӗлтӑвать, тенӗ.
14
Ҫакна илтсессӗн патша кулянса ӳкнӗ, Даниила ҫӑлса хӑварма шут тытнӑ, ӑна хӑтарас тесе, хӗвел аничченех ӑна ҫӑлмалли мел шыранӑ.
15
Анчах та леш ҫынсем патша патне пӗтӗм ушкӑнӗпех пынӑ та каланӑ: пӗлнӗ пул, патша, Миди тата Перси саккунӗ тӑрӑх, патша ҫирӗплетсе палӑртнине е кӑтартнине улӑштарма юрамасть, тенӗ.
16
Вара патша хушнипе Даниила илсе килнӗ те арӑслан шӑтӑкне пӑрахнӑ; ҫавӑн чухне патша Даниила каланӑ: эсӗ хӑвӑн Турруна яланах кӗлтӑватӑн, Вӑл ҫӑлатех сана! тенӗ.
17
Ӗнтӗ чул йӑтса пынӑ та унпа шӑтӑк ҫӑварне хупланӑ, вара, Даниил пирки йышӑннинче улшӑну ан пултӑр тесе, патша хӑйӗн ҫӗррипе тата хӑйӗн улпучӗсен ҫӗррисемпе шӑтӑка пичет пусса хӑварнӑ.
18
Ун хыҫҫӑн патша хӑйӗн керменне кайнӑ, каҫхи апат ҫимесӗрех ҫывӑрма выртнӑ, ӗҫме-ҫимене хӑй патне илсе кӗме те хушман, анчах ыйхи килмен унӑн.
19
Ирхине патша шуҫӑмлах тӑнӑ та васкасах арӑслан шӑтӑкӗ патне кайнӑ,
20
вара, шӑтӑк умне пырса, пӑшӑрхануллӑн Даниила чӗннӗ, патша Даниила каланӑ: Даниил, чӗрӗ Туррӑн чурийӗ! хӑвӑн Турру, эсӗ чун-чӗререн пуҫҫапакан Турӑ, арӑслансенчен ҫӑлма пултарчӗ-и сана? тенӗ.
21
Даниил ҫавӑн чухне патшана каланӑ: патша! ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн!
22
Манӑн Туррӑм Хӑйӗн Ангелне ячӗ те арӑслансен ҫӑварне хупласа хучӗ; вӗсем мана сиен тӑваймарӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ Унӑн умӗнче таса пултӑм; патша, эпӗ сан умӑнта та усал ӗҫ туман, тенӗ.
23
Патша вара уншӑн питӗ хӗпӗртесе кайнӑ, Даниила шӑтӑкран ҫӗклесе хӑпартма хушнӑ; Даниила ӗнтӗ шӑтӑкран хӑпартнӑ, вӑл тӗрӗс-тӗкелех пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйӗн Туррине ӗненнӗ.
24
Вара патша хушнипе леш ҫынсене, Даниила айӑплакансене, илсе пынӑ, вӗсене хӑйсене те, ачи-пӑчине те, арӑмӗсене те арӑслан шӑтӑкне тытса пӑрахнӑ; вӗсене шӑтӑк тӗпне ӳкичченех арӑслансем яра-яра илсе ҫура-ҫура тӑкнӑ.
25
Ҫавӑн хыҫҫӑн Дарий патша ҫапла ҫырса пӗлтернӗ: «Ҫӗр ҫинчи пур халӑхсене, йӑхсене, ӑрусене — тӑнӑҫлӑх та ырӑлӑх пултӑр сире!
26
Эпӗ ҫапла хушатӑп: патшалӑхӑмӑн кирек хӑш вырӑнӗнче те Даниил Туррийӗнчен чӗтресе те хӑраса тӑччӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл — чӗрӗ Турӑ, ӗмӗр-ӗмӗрех пур Турӑ, Унӑн патшалӑхӗ арканмасть, Ун патшалӑхӗн вӗҫӗ пулмасть.
27
Вӑл хӑтарать те ҫӑлать, тӳпере те, ҫӗр ҫинче те хӑватсемпе кӗтретсем тӑвать; Вӑл Даниила арӑслансенчен ҫӑлчӗ».
28
Вара Даниил Дарий патша саманинче те, Перси патши Кир саманинче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пурӑннӑ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12