bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Daniel 4
Daniel 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 5 →
1
Эпӗ, Навуходоносор, хамӑн ҫуртӑмра канлӗн пурӑнаттӑм, хамӑн керменӗмре ырӑ кураттӑм.
2
Анчах та эпӗ тӗлӗк тӗллентӗм, ҫавӑ мана хӑратсах пӑрахрӗ, ҫывӑран вырӑнӑм ҫинче пуҫа килнӗ шухӑшсем, тӗлӗкре мӗн курӑнни мана сехӗрлентерсех ӳкерчӗҫ.
3
Вара эпӗ, мана тӗлӗкӗн пӗлтерӗшне каласа паччӑр тесе, Вавилонри пӗтӗм ӑсчаха хам патӑма чӗнме хушрӑм.
4
Ӗнтӗ пӗлӗмҫӗсем, асамҫӑсем, халдейсен ӑрӑмҫисем, вӗрӳҫӗсем пуҫтарӑнчӗҫ; эпӗ вӗсене тӗлӗкӗме каласа патӑм, анчах вӗсем мана унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параймарӗҫ.
5
Юлашкинчен ман патӑма Даниил кӗчӗ, — ӑна манӑн туррӑм ячӗпе Валтасар тесе ят хунӑччӗ, — унра таса Туррӑн хӑвачӗ пур; эпӗ ӑна тӗлӗкӗме каласа патӑм. Ӑна ҫапла каларӑм:
6
Валтасар, ӑсчахсен пуҫлӑхӗ! санра таса Туррӑн хӑвачӗ пуррине пӗлетӗп, эсӗ кирек мӗнле вӑрттӑнлӑха та ҫӑмӑллӑнах уҫса паратӑн; эпӗ курнӑ тӗлӗке, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса пар мана.
7
Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне мана ҫакӑ курӑнчӗ: акӑ ҫӗр ҫинче, унӑн варринче, питӗ ҫӳллӗ йывӑҫ ларать.
8
Йывӑҫӗ пысӑк та тӗреклӗ, ҫӳллӗшӗ тӳпенех ҫитет, вӑл ҫӗр хӗрринченех курӑнса ларать;
9
ҫӑра ҫулҫӑллӑ, нумай ҫимӗҫлӗ, пурне те тӑрантарать; ун айӗнче хирти тискер кайӑксем сулхӑн тупаҫҫӗ, ун тураттисем хушшинче вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ, пӗтӗм чӗрӗ чун ҫакӑ йывӑҫран тӑранса пурӑнать.
10
Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тата ҫакна куртӑм: акӑ тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли анчӗ те
11
хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «ку йывӑҫа касӑр, тураттине иртӗр, ҫулҫине сӑтӑрса тӑкӑр, ҫимӗҫне силлесе айккинелле ывӑтӑр; тискер кайӑксем ун айӗнчен тухса тарччӑр, вӗҫен кайӑксем ун тураттисем ҫинчен вӗҫсе кайччӑр;
12
анчах та унӑн тӗп тымарне ҫӗр айӗнчех хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫӗр ҫинчи курӑк хушшинче тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкеленсе пурӑнтӑр.
13
Унран этем чӗрине туртса илӗҫ те ӑна тискер кайӑк чӗрине парӗҫ, ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ.
14
Сыхӑ тӑраканнисем ҫапла тума хушнӑ, Сӑваплисем ҫапла йышӑннӑ — пурӑнаканнисем этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, ӑна кама парас тет, ҫавна панине, ҫынсем хушшинче чи кӗҫӗне юлнине те патшана лартнине пӗлччӗр тесе тунӑ та ҫакна» терӗ.
15
Эпӗ, Навуходоносор патша, ҫавнашкал тӗлӗк куртӑм; эсӗ, Валтасар, унӑн пӗлтерӗшне кала, ӗнтӗ патшалӑхӑмра пӗр ӑслӑ ҫын та унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантараймарӗ; эсӗ вара — пултаратӑн, санра — таса Туррӑн хӑвачӗ.
16
Ҫакӑн хыҫҫӑн Валтасар теекен Даниил пӗр вӑхӑт шалтах аптӑраса тӑнӑ — шухӑшӗсем хӑратсах пӑрахнӑ ӑна. Сӑмаха тӑсса, патша каланӑ: Валтасар! ҫакӑ тӗлӗкпе унӑн пӗлтерӗшӗ сана ан хӑраттӑр, тенӗ. Валтасар ҫапла хуравласа каланӑ: хуҫамӑм! сана курайманнисенеччӗ ку тӗлӗк, санӑн тӑшманусенеччӗ унӑн пӗлтерӗшӗ!
17
Эсӗ курнӑ йывӑҫ пысӑк та тӗреклӗ, ҫӳллӗшӗпе тӳпенех ҫитнӗ, ҫӗр хӗрринченех курӑнса ларать,
18
вӑл ҫӑра ҫулҫӑллӑ, нумай ҫимӗҫлӗ, пурне те тӑрантарать, ун айӗнче хирти тискер чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ, тураттисем хушшинче вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ, —
19
патша, ҫакӑ вӑл — эсӗ. Эсӗ аслӑ, тӗреклӗ; санӑн чапу, ҫӗкленсе кайса, тӳпенех ҫитнӗ, санӑн ирӗкӳ ҫӗр хӗррине ҫитиех сарӑлнӑ.
20
Патша тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли аннине курнӑ, Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли каланӑ: «йывӑҫа касӑр, пӗтерӗр ӑна, унӑн тӗп тымарне ҫеҫ ҫӗр айӗнче хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫичӗ вӑхӑт иртиччен хирти тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкелесе пурӑнтӑр» тенӗ.
21
Акӑ, патша, ҫакӑн пӗлтерӗшӗ — Ҫӳлти Турӑ малтанах палӑртса хуни, хуҫамӑма, патшана, кӗтекенни ҫакӑ пулать:
22
сана ҫынсенчен уйӑрӗҫ, эсӗ хирти тискер кайӑксемпе пӗрле пурӑнӑн; сана, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарма тытӑнӗҫ, эсӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнӑн. Ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ, вара эсӗ этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл ӑна кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса илӗн.
23
Анчах та йывӑҫӑн тӗп тымарне хӑварма хушнӑ — ку ӗнтӗ эсӗ тӳпе ирӗкне ӑнланса илсессӗн, патшалӑху хӑвнах юласса пӗлтерет.
24
Ҫавӑнпа та, патша, манӑн канашӑма итлеме кӑмӑл тусамччӗ: ҫылӑхусене ырӑ ӗҫсем туса каҫарттар; йӗркесӗр ӗҫӳсене чухӑнсене хӗрхенсе-пулӑшса ҫӗтер; санӑн канӑҫлӑху ҫапла тусассӑн ҫеҫ тӑсӑлма пултарать, тенӗ Даниил.
25
Навуходоносор патшана мӗн калани пӗтӗмпех пулса иртнӗ.
26
Вуникӗ уйӑхран, Вавилонри патша керменӗнче уткаласа ҫӳренӗ май,
27
патша каланӑ: акӑ вӑл — аслӑ Вавилон, патша хули, эпӗ ӑна хӑватлӑ вӑйӑмпа хамӑн чапӑма ҫӗклеме туса лартнӑ! тенӗ.
28
Патша каласа та пӗтереймен-ха, тӳперен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Навуходоносор патша, итле! эсӗ патшалӑхусӑр тӑрса юлтӑн.
29
Сана ҫынсенчен уйӑрӗҫ, эсӗ хирти тискер кайӑксемпе пӗрле пурӑнӑн; сана, выльӑха тӑрантарнӑ пек, курӑкпа тӑрантарӗҫ. Ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ, вара эсӗ этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, Вӑл ӑна кама парас тет, ҫавна панине ӑнланса илӗн!»
30
Ҫапла калани Навуходоносора ҫийӗнчех ҫитнӗ: ӑна ҫынсенчен уйӑрнӑ; выльӑх пек, курӑк ҫинӗ вӑл; ӳчӗ-тирӗ тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑннӑ, ӗнтӗ ҫӳҫӗ-пуҫӗ арӑсланӑнни пекех, чӗрнисем вӗҫен кайӑкӑнни пекех ӳссе кайнӑ.
31
Палӑртнӑ кунсем иртсессӗн, эпӗ, Навуходоносор, куҫӑма тӳпенелле ҫӗклесе пӑхрӑм та, ман патӑма ӑс-хакӑлӑм таврӑнчӗ; вара эпӗ Ҫӳлти Турра мухтарӑм, Ӗмӗр-ӗмӗрех Пуррине аслӑларӑм, мухтавларӑм: Унӑн патшалӑхӗ — ӗмӗрлӗх патшалӑх, пурте ӗмӗр-ӗмӗрех Унӑн аллинче.
32
Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем — нимӗн те мар; тӳпери вӑйсем хушшинче те, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хушшинче те Вӑл мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвать. Унӑн аллине никам та хирӗҫ тӑраймасть, никам та Ӑна: «Эсӗ мӗн тӑватӑн?» тесе калаймасть.
33
Ҫав самантрах ӑс-хакӑлӑм ман патӑма таврӑнчӗ; ман патӑма патша чапӗ те, чысӗ те, мухтавӗ те таврӑнчӗ; унччен маншӑн ӗҫлесе тӑнӑ канашҫӑсемпе аслӑ улпутсем мана йышӑнчӗҫ, мана ҫӗнӗрен патшана лартрӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн манӑн чапӑм унчченхинчен те ытларах ӳссе кайрӗ.
34
Халӗ эпӗ, Навуходоносор, Тӳпе Патшине мухтатӑп, аслӑлатӑп: Унӑн пӗтӗм ӗҫӗ тӳрӗ, Унӑн ҫулӗ-йӗрӗ тӗрӗс, Вӑл мӑнаҫлисене йӑвашлатма пултарать.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12