bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezra 1
Ezra 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 2 →
1
Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне тӳрре кӑларса, Ҫӳлхуҫа Перси патшийӗн Кирӑн чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх сӑмах вӗҫҫӗн те, ҫырупа та ҫапла пӗлтерсе тухма хушнӑ:
2
Кир, Перси патши, ҫапла калать: тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха пачӗ, Вӑл мана Иудейӑри Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартма хушрӗ.
3
Сирӗн хушшӑрта Ун халӑхӗн ҫыннисем пулсассӑн, — ӗнтӗ хӑйсен Турри вӗсемпе пӗрле пултӑр! — ҫавсем Иудейӑри Иерусалима кайччӑр, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне — Израиль Туррин, Иерусалимри Туррӑн Ҫуртне — туччӑр.
4
Кам ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр, вырӑнти ҫынсем вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл тата ытти пурлӑх, выльӑх-чӗрлӗх паччӑр, Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан пурлӑх парса пулӑшчӑр, тет.
5
Турӑ ҫынсен чун хавалне Иерусалима таврӑнма, унти Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӗнӗрен юсаса лартма хускатса янӑ та, вара ҫав ҫынсем — Иудӑпа Вениамин ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, священниксемпе левитсем, ӗнтӗ камӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ, ҫавсем пурте — кар ҫӗкленнӗ.
6
Турӑ Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисемсӗр пуҫне вӗсем тата кӗмӗл савӑтсем, ылтӑн, тӗрлӗ пурлӑх, выльӑх-чӗрлӗх тата хаклӑ япаласем панӑ.
7
Вара Кир патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалимран пуҫтарса кайса хӑй туррин ҫуртне хунӑ савӑтсене — илсе килме хушнӑ,
8
илсе килсессӗн Кир, Перси патши, вӗсене мул управҫин Мифредатӑн аллине панӑ, лешӗ вара, пӗтӗмпе шута илсе, иудейсен пуҫлӑхне Шешбацара панӑ.
9
Акӑ мӗн чухлӗ савӑт пулнӑ: ылтӑн тирӗк — вӑтӑр, кӗмӗл тирӗк — пин, ҫӗҫӗ — ҫирӗм тӑххӑр,
10
ылтӑн курка — вӑтӑр, кӗмӗл курка — тӑватҫӗр вуннӑ, ытти савӑт-сапа — пин:
11
ылтӑн тата кӗмӗл савӑтсем мӗнпурӗ пилӗк пин те тӑватҫӗр пулнӑ. Тыткӑнри ҫынсем Вавилонран Иерусалима таврӑннӑ чухне Шешбацар ҫакна пӗтӗмпе хӑйпе пӗрле илнӗ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10