bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezra 8
Ezra 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 9 →
1
Артаксеркс патшара ларнӑ чухне Вавилонран манпа пӗрле тухнӑ ӑрусен пуҫлӑхӗсем тата вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ:
2
Финеес ывӑлӗсенчен — Гирсон; Ифамар ывӑлӗсенчен — Даниил; Давид ывӑлӗсенчен — Хаттуш;
3
Шехания ывӑлӗсенчен, Парош ывӑлӗсенчен — Захария, унпа пӗрле, йӑх-кӑк ҫырӑвӗ тӑрӑх, ҫӗр аллӑ арҫын;
4
Пахаф-Моав ывӑлӗсенчен — Ельегоенай, Зерахия ывӑлӗ, унпа пӗрле икҫӗр арҫын;
5
[Зафой] ывӑлӗсенчен — Шехания, Яхазиил ывӑлӗ, унпа пӗрле виҫҫӗр арҫын;
6
Адин ывӑлӗсенчен — Евед, Ионафан ывӑлӗ, унпа пӗрле аллӑ арҫын;
7
Елам ывӑлӗсенчен — Иешаия, Афалия ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫитмӗл арҫын;
8
Сафатия ывӑлӗсенчен — Зевадия, Михаил ывӑлӗ, унпа пӗрле сакӑрвунӑ арҫын;
9
Иоав ывӑлӗсенчен — Овадия, Иехиел ывӑлӗ, унпа пӗрле икҫӗр вунсакӑр арҫын;
10
Вааний ывӑлӗсенчен — Шеломиф, Иосифия ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫӗр утмӑл арҫын;
11
Бевай ывӑлӗсенчен — Захария, Бевай ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫирӗм сакӑр арҫын;
12
Азгад ывӑлӗсенчен — Иоханан, Гаккатан ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫӗр те вунӑ арҫын;
13
юлашкинчен Адоникам ывӑлӗсем килнӗ, акӑ вӗсен ячӗсем: Елифелет, Иеиел тата Шемаия, вӗсемпе пӗрле утмӑл арҫын;
14
Бигвай ывӑлӗсенчен — Уфай тата Заббуд, вӗсемпе пӗрле ҫитмӗл арҫын.
15
Эпӗ вӗсене Агавӑна юхса кӗрекен шыв хӗрринче пуҫтартӑм та, эпир унта виҫӗ кун тӑтӑмӑр; халӑхпа священниксене пӑхса ҫаврӑнсассӑн, эпӗ унта Левий ывӑлӗсенчен никама та тупаймарӑм.
16
Эпӗ вара Елиезер, Ариэл, Шемаия, Елнафан, Иарив, Елнафан, Нафан, Захария, Мешшулам пуҫлӑхсене тата Иояривпа Елнафан ӑсчахсене чӗнтерсе килме хушрӑм.
17
Эпӗ вӗсене Касифье теекен вырӑнти Иддо пуҫлӑх патне ӗҫпе ятӑм, Иддопа унӑн тӑванӗсене, Касифьери левитсене пулӑшакансене, мӗн каламаллине вӗрентсе, Туррӑмӑрӑн Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма хамӑр пата ҫынсем илсе килме хушрӑм.
18
Туррӑмӑрӑн ырӑлӑх кӑтартакан алли пирӗн ҫинче пулнӑран вӗсем пирӗн пата Шеревияна, ӑслӑ ҫынна, Махлий ывӑлне, — Махлий вӑл — Левий ывӑлӗ, Левий — Израиль ывӑлӗ, — тата унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене вунсакӑр ҫын,
19
тата Хашавияна, унпа пӗрле Мерари тӑхӑмне Иешаияна, унӑн тӑванӗсене, вӗсен ывӑлӗсене ҫирӗм ҫын илсе килчӗҫ;
20
тата левитсене пулӑшакансене, — вӗсен йӑхне хӑй вӑхӑтӗнче Давидпа унӑн аслӑ улпучӗсем левитсене пулӑшса тӑма уйӑрнӑ пулнӑ, — икҫӗр ҫирӗм ҫын илсе килчӗҫ; вӗсене пурне те ятран ҫырса тухнӑ.
21
Туррӑмӑр умӗнче йӑвашланас, хамӑршӑн, хамӑр ачасемшӗн тата хамӑрӑн мӗнпур пурлӑхшӑн ӑнӑҫлӑ ҫул ыйтас тесе, Агава юханшывӗ хӗрринче эпӗ типӗ тытмалли ҫинчен пӗлтертӗм,
22
мӗншӗн тесессӗн хамӑра ҫул ҫинчи тӑшмансенчен сыхласа пыма патшаран ҫарпа юланутсем ыйтма эпӗ иментӗм: патшапа сӑмахласа, эпир ҫапла каланӑччӗ: Хӑй патне пыракансемшӗн пирӗн Туррӑмӑрӑн алли — ырӑлӑх кӑтартакан алӑ, Хӑйне пӑрахакансене вара пурне те Унӑн хӑвачӗ, Унӑн ҫилли ҫитет! тенӗччӗ.
23
Эпир вара типӗ тытрӑмӑр, Турра хута кӗме тархасларӑмӑр, Вӑл пире илтрӗ.
24
Эпӗ ӗнтӗ священниксен пуҫлӑхӗсенчен вуникӗ ҫын — Шеревияна, Хашавияна тата вӗсемпе пӗрле вӗсен вунӑ тӑванне — уйӑрса илтӗм;
25
эпӗ вӗсене Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли пухӑннӑ пӗтӗм пулӑшулӑха — патшапа унӑн канашҫисем, унӑн аслӑ улпучӗсем, ҫав ҫӗршыври пур израильсем парнелесе панӑ ылтӑн-кӗмӗле, савӑтсене — виҫе-виҫе патӑм.
26
Виҫсе тухса, эпӗ вӗсене акӑ мӗн-мӗн патӑм: кӗмӗл — ултҫӗр аллӑ талант, кӗмӗл савӑт — ҫӗр талант чухлӗ, ылтӑн — ҫӗр талант,
27
пиншер драхма тӑракан ылтӑн курка — ҫирӗм, хакӗпе ылтӑнпа танах ҫутӑ йӗс савӑт — иккӗ.
28
Вара эпӗ вӗсене каларӑм: сире Ҫӳлхуҫана халалланӑ, ҫак савӑт-сапана та Ӑна халалланӑ; ку ылтӑнпа кӗмӗле аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине парнеленӗ.
29
Тимлӗ пулӑр, ҫакна Иерусалима илсе ҫитерсе, священниксемпе левитсен пуҫлӑхӗсем умӗнче, Израиль ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем умӗнче виҫепе виҫсе Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн управӑшне хуриччен тимлӗ пулӑр, терӗм.
30
Священниксемпе левитсем вара — Иерусалима Туррӑмӑрӑн Ҫуртне илсе ҫитермешкӗн — мӗн чухлӗ тайнине виҫнӗ ылтӑнпа кӗмӗле, савӑтсене йышӑнчӗҫ.
31
Ҫапла эпир Агава юханшывӗ хӗрринчен пӗрремӗш уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче Иерусалима кайма тапранса тухрӑмӑр; Туррӑмӑрӑн аллийӗ пирӗн ҫинче пулчӗ, пире тӑшман аллине, сыхласа тӑракансен аллине лекесрен ҫул ҫинче хӑтарса пычӗ.
32
Ӗнтӗ Иерусалима ҫитрӗмӗр, унта виҫӗ кун тӑтӑмӑр.
33
Тӑваттӑмӗш кунхине эпир ылтӑнпа кӗмӗле те, савӑтсене те, виҫепе виҫсе, Туррӑмӑр Ҫуртне, Меремоф священника, Урия ывӑлне, тата Финеес ывӑлне Елеазара, тата левитсене — Иисус ывӑлне Иозавада, Виннуй ывӑлне Ноадияна — патӑмӑр,
34
пӗтӗмпех шутласа, виҫсе тухрӑмӑр, пӗтӗмӗшле виҫине ҫавӑн чухнех ҫырса хутӑмӑр.
35
Тыткӑнран куҫса килнисем Израиль Туррине пӗтӗм Израильшӗн парне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме вуникӗ пӑру, тӑхӑрвун ултӑ сурӑх, ҫитмӗл ҫичӗ путек тата ҫылӑх парни кӳме вуникӗ качака таки — илсе пычӗҫ: ҫакна пурне те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳчӗҫ.
36
Вӗсем патша мӗн хушса ҫырнине патшанӑн вырӑнти пуҫлӑхӗсемпе юханшыв лешьенӗн ҫӗр пуҫлӑхӗсене пачӗҫ. Вара ҫав пуҫлӑхсем халӑха, Турӑ Ҫуртне чыс турӗҫ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10