bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezra 2
Ezra 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 3 →
1
Вавилон патши Навуходоносор тыткӑна Вавилона куҫарса кайнӑ ҫынсенчен Иерусалима тата Иудейӑна, кашнийӗ хӑйӗн хулине, таврӑннӑ ҫӗршывӑн ывӑлӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, —
2
вӗсене ӗнтӗ Зоровавель, Иисус, Неемия, Сараий, Реелай, Мардохей, Билшан, Мисфар, Бигвай, Рехум, Ваана ертсе килнӗ. Акӑ Израиль ҫыннисен йышӗ:
3
Парош ывӑлӗсем — икӗ пин те ҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын;
4
Сафатия ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын;
5
Арах ывӑлӗсем — ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк ҫын;
6
Пахаф-Моав ывӑлӗсем, Иисус тата Иоав тӑхӑмӗсем — икӗ пин те сакӑрҫӗр вуникӗ ҫын;
7
Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын;
8
Заттуй ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын;
9
Закхай ывӑлӗсем — ҫичҫӗр утмӑл ҫын;
10
Ваний ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх икӗ ҫын;
11
Бебай ывӑлӗсем — ултҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын;
12
Азгад ывӑлӗсем — пин те икҫӗр ҫирӗм икӗ ҫын;
13
Адоникам ывӑлӗсем — ултҫӗр утмӑл ултӑ ҫын;
14
Бигвай ывӑлӗсем — икӗ пин те аллӑ ултӑ ҫын;
15
Адин ывӑлӗсем — тӑватҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын;
16
Езекия килӗнчен тухнӑ Атер ывӑлӗсем — тӑхӑрвун сакӑр ҫын;
17
Бецай ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын;
18
Иора ывӑлӗсем — ҫӗр вуникӗ ҫын;
19
Хашум ывӑлӗсем — икҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын;
20
Гиббар ывӑлӗсем — тӑхӑрвун пилӗк ҫын;
21
Вифлеем ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын;
22
Нетофа ҫыннисем — аллӑ ултӑ ҫын;
23
Анафоф ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм сакӑр ҫын;
24
Азмавеф ҫыннисем — хӗрӗх икӗ ҫын;
25
Кириаф-Иарим, Кефира тата Беероф ҫыннисем — ҫичҫӗр хӗрӗх виҫӗ ҫын;
26
Рама тата Гева ҫыннисем — ултҫӗр ҫирӗм пӗр ҫын;
27
Михмас ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм икӗ ҫын;
28
Вефиль тата Гай ҫыннисем — икҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын;
29
Нево ҫыннисем — аллӑ икӗ ҫын;
30
Магбиш ҫыннисем — ҫӗр аллӑ ултӑ ҫын;
31
тепӗр Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын;
32
Харим ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм ҫын;
33
Лидда, Хадид тата Оно ҫыннисем — ҫичҫӗр ҫирӗм пилӗк ҫын;
34
Иерихон ҫыннисем — виҫҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын;
35
Сенаа ҫыннисем — виҫӗ пин те ултҫӗр вӑтӑр ҫын.
36
Священниксем: Иисус килӗнчен тухнӑ Иедаия ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын;
37
Иммер ывӑлӗсем — пин те аллӑ икӗ ҫын;
38
Пашхур ывӑлӗсем — пин те икҫӗр хӗрӗх ҫичӗ ҫын;
39
Харим ывӑлӗсем пин те вунҫичӗ ҫын.
40
Левитсем: Годавия ывӑлӗсенчен тухнӑ Иисуспа Кадмиил ывӑлӗсем — ҫитмӗл тӑватӑ ҫын;
41
юрӑҫсем: Асаф ывӑлӗсем — ҫӗр ҫирӗм сакӑр ҫын;
42
хапха хуралҫисен ывӑлӗсем: Шаллум ывӑлӗсем, Атер ывӑлӗсем, Талмон ывӑлӗсем, Аккув ывӑлӗсем, Хатита ывӑлӗсем, Шовай ывӑлӗсем — пурӗ ҫӗр вӑтӑр тӑхӑр ҫын.
43
Левитсене пулӑшакансем: Циха ывӑлӗсем, Хасуфа ывӑлӗсем, Таббаоф ывӑлӗсем,
44
Керос ывӑлӗсем, Сиага ывӑлӗсем, Фадон ывӑлӗсем,
45
Лебана ывӑлӗсем, Хагаба ывӑлӗсем, Аккув ывӑлӗсем,
46
Хагав ывӑлӗсем, Шамлай ывӑлӗсем, Ханан ывӑлӗсем,
47
Гиддел ывӑлӗсем, Гахар ывӑлӗсем, Реаия ывӑлӗсем,
48
Рецин ывӑлӗсем, Некода ывӑлӗсем, Газзам ывӑлӗсем,
49
Узза ывӑлӗсем, Пасеах ывӑлӗсем, Бесай ывӑлӗсем,
50
Асна ывӑлӗсем, Меуним ывӑлӗсем, Нефисим ывӑлӗсем,
51
Бакбук ывӑлӗсем, Хакуфа ывӑлӗсем, Хархур ывӑлӗсем,
52
Бацлуф ывӑлӗсем, Мехида ывӑлӗсем, Харша ывӑлӗсем,
53
Баркос ывӑлӗсем, Сисра ывӑлӗсем, Фамах ывӑлӗсем,
54
Нециах ывӑлӗсем, Хатифа ывӑлӗсем.
55
Соломон чурисен ывӑлӗсем: Сотай ывӑлӗсем, Гассофереф ывӑлӗсем, Феруда ывӑлӗсем,
56
Иаала ывӑлӗсем, Даркон ывӑлӗсем, Гиддел ывӑлӗсем,
57
Сефатия ывӑлӗсем, Хаттил ывӑлӗсем, Похереф-Гаццебайим ывӑлӗсем, Амий ывӑлӗсем —
58
левитсене пулӑшакансемпе Соломон чурисен ывӑлӗсем пурӗ — виҫҫӗр тӑхӑрвун икӗ ҫын.
59
Акӑ Тел-Мелах, Тел-Харша, Херуб-Аддан-Иммер ҫӗрӗсенчен килнисем, анчах хӑйсен йӑхӗ-кӑкӗ Израильрен пулнипе пулманнине кӑтартса парайманнисем:
60
Делаия ывӑлӗсем, Товия ывӑлӗсем, Некода ывӑлӗсем — ултҫӗр аллӑ икӗ ҫын.
61
Тата священниксен ывӑлӗсенчен: Хебая ывӑлӗсем, Гаккоц ывӑлӗсем, Верзеллий ывӑлӗсем; ҫав Верзеллий ӗнтӗ Галаадра пурӑнакан Верзеллий хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ те, вара ӑна хӑйне те Верзеллий тесе чӗнме пуҫланӑ.
62
Вӗсем хӑйсен йӑх-кӑк тымарӗн ҫырӑвне шыранӑ та, анчах тупайман, ҫавӑнпа вӗсене священниксен йышӗнчен кӑларнӑ.
63
Вара халӑх пуҫлӑхӗ вӗсене уримпа туммим тытнӑ священник килмесӗр аслӑ та сӑваплӑ парнене ҫиме каламан.
64
Ҫапла вара пӗтӗм халӑх йышӗ хӗрӗх икӗ пин те виҫҫӗр утмӑл ҫын пулнӑ;
65
кунсӑр пуҫне вӗсен чурисемпе хӑрхӑмӗсем — ҫичӗ пин те виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫын; тата арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем — икҫӗр ҫын.
66
Вӗсен ҫичҫӗр вӑтӑр ултӑ ут, икҫӗр хӗрӗх пилӗк ашакла лаша,
67
тӑватҫӗр вӑтӑр пилӗк тӗвепе ултӑ пин те ҫичҫӗр ҫирӗм пуҫ ашак пулнӑ.
68
Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ патне ҫитсессӗн, хӑш-хӑш ӑру пуҫлӑхӗсем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнче ҫӗнӗрен туса лартма парнесем панӑ.
69
Вӗсем ӗнтӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран панӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшне вӗсем утмӑл пӗр пин драхма ылтӑн, пилӗк пин мина кӗмӗл тата священниксем валли ҫӗр тум хывнӑ.
70
Вара священниксем, левитсем, халӑхпа юрӑҫсем, хапха хуралҫисем, левитсене пулӑшакансем — хӑйсен хулисене, ытти израильсем хӑйсен хулисене пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10