bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezra 5
Ezra 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 6 →
1
Ӗнтӗ Аггей пророкпа Захария пророк, Адда ывӑлӗ, Иудейӑри тата Иерусалимри иудейсене Израиль Турри ятӗнчен пророкла сӑмах каланӑ.
2
Вара Салафиил ывӑлӗ Зоровавель тата Иоседек ывӑлӗ Иисус Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тума тытӑннӑ, Турӑ пророкӗсем вӗсене хавхалантарса тӑнӑ.
3
Ҫавӑн чухне вӗсем патне юханшыв леш енчи ҫӗр пуҫлӑхӗ Фафнай тата Шефар-Бознай хӑйсен юлташӗсемпе пӗрле пынӑ та ҫапла каланӑ: ку Ҫурта тума, ӑна туса лартма кам ирӗк панӑ сире? тенӗ.
4
Вара эпир вӗсене ҫак Ҫурта тӑвакан ҫынсен ячӗсене каларӑмӑр.
5
Иудейӑн аслӑ ҫыннисене хӑйсен Турри хӳтӗлесе тӑнӑ, кусем вара вӗсене ӗҫлеме чарман, ку ӗҫ пирки Дарий патне ҫыру янӑ, ӗҫе мӗнле татса парассине кӗтнӗ.
6
Юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай тата Шефар-Бознай хӑйсен юлташӗсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, Дарий патне янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ пулнӑ —
7
ӑна хыпар ярса акӑ мӗн ҫырнӑ вӗсем: «Дарий патшана — пур тӗлӗшпе те тӑнӑҫлӑх пултӑр!
8
Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир Иудея ҫӗрне аслӑ Туррӑн Ҫурчӗ патне кайса килтӗмӗр; Ҫурта шултӑра чултан купалаҫҫӗ, стенисене йывӑҫ та хывса хӑвараҫҫӗ; хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ, ӑнса пырать ку ӗҫ вӗсен аллинче.
9
Эпир вӗсен аслӑ ҫыннисенчен ҫапла ыйтрӑмӑр: «ку Ҫурта тума, ӑна туса лартма кам ирӗк панӑ сире?» терӗмӗр.
10
Тата эпир, сана пӗлтерсе ҫырса ярас тесе, вӗсен аслӑ ҫыннисен ячӗсене ыйтса пӗлтӗмӗр.
11
Вӗсем пире ҫапла каласа хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗр Туррин чурисем; эпир нумай ҫул ӗлӗкрех туса лартнӑ Ҫурта ҫӗнӗрен тӑватпӑр, ӑна Израилӗн аслӑ патши тунӑ, туса лартнӑ пулнӑ.
12
Ӗнтӗ пирӗн аттемӗрсем Ҫӳлти Турра ҫиллентерсе ҫитернӗ те, Вӑл вӗсене халдей ҫыннин Навуходоносорӑн, Вавилон патшийӗн, аллине ӳкернӗ; патша ҫак Ҫурта ҫӗмӗрсе тӑкнӑ та халӑха Вавилона куҫарса кайнӑ.
13
Анчах та Вавилон патши Кир хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне ҫак Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панӑ;
14
Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса хунӑ ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен илсе тухнӑ та Шешбацар ятлӑ ҫынна панӑ, — Шешбацара вӑл ҫӗр пуҫлӑхне лартнӑ пулнӑ, —
15
вӑл ӑна каланӑ: ҫак савӑтсене ил те Иерусалим Ҫуртне илсе кайса пар; Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр, тенӗ.
16
Вара ҫав Шешбацар килнӗ те Иерусалимра Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывса хӑварнӑ; ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ ҫавӑнтанпах пырать, вӑл халӗ те вӗҫленмен-ха» терӗҫ вӗсем.
17
Эппин, патшан кӑмӑлӗ пулсассӑн, патшасен мулӗ упранакан ҫуртра, унта Вавилонра, Кир патша Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панипе паманнине шыраса тупчӑр, вара ӑна пире ярса паччӑр» тенӗ ҫырура.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10