bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezra 6
Ezra 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 7 →
1
Вара, Дарий патша хушнипе, Вавилонра мул управӑшӗнче кӗнекесем упранакан вырӑна пӑхса тухнӑ.
2
Ӗнтӗ Миди ҫӗрӗнчи Екбатан керменӗнче пӗр тӗркем тупӑннӑ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Асра тытма:
3
Кир патша хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ пирки панӑ хушу: Ҫурта парне кӳрекен вырӑнта лартчӑр, ӑна валли ҫирӗп никӗс хывччӑр; унӑн ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пултӑр;
4
шултӑра чулсен речӗ — виҫҫӗ, йывӑҫ хунӑ рет пӗрре пултӑр; тӑккаланма мӗн кирлине патша килӗнчен парса тӑччӑр.
5
Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалим Ҫуртне тавӑрса паччӑр, кашни япалине Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнне лартчӑр».
6
Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр.
7
Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр.
8
Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр;
9
мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр,
10
вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр.
11
Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле.
12
Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!»
13
Вара юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай тата вӗсен юлташӗсем Дарий патша епле хушнӑ, пурне те ҫапла тӗп-тӗрӗс туса тӑнӑ.
14
Иудейӗн аслӑ ҫыннисем ӑнӑҫлӑн ӗҫленӗ, Аггей пророкпа Адда ывӑлӗ Захария вӗсене хавхалантарса тӑнӑ. Ҫапла Израиль Туррин ирӗкӗпе, Перси патшисен Кирӑн, Дарийӗн тата Артаксерксӑн ирӗкӗпе Турӑ Ҫуртне туса лартнӑ, ӗҫе вӗҫленӗ.
15
Ҫав Ҫурта адар уйӑхӗн виҫҫӗмӗш кунӗ тӗлне, Дарий патша улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, туса пӗтернӗ.
16
Вара Израиль ывӑлӗсем — священниксемпе левитсем, тыткӑнран таврӑннӑ пӗтӗм халӑх — тем тӗрлӗ савӑнса-хӗпӗртесе Турӑ Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
17
Турӑ Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне вӗсем ҫӗр вӑкӑр, икҫӗр сурӑх таки, тӑватҫӗр путек кӳнӗ, тата пӗтӗм Израиль ҫылӑхӗшӗн — Израиль йӑхӗсен шутне кура — вуникӗ качака таки парне кӳнӗ.
18
Унтан, Моисей кӗнекинче ҫырнӑ пек, Иерусалимра Турра ӗҫлесе тӑма священниксемпе левитсене ушкӑн-ушкӑна уйӑрнӑ, вӗсене хӑйсен вырӑнӗсене тӑратса тухнӑ.
19
Вара тыткӑнран таврӑннисем пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Пасха уявне ирттернӗ,
20
мӗншӗн тесессӗн священниксем, левитсем тасалнӑ ӗнтӗ — вӗсем пурте, пӗр ҫын пек, таса пулнӑ; вара левитсем тыткӑнран таврӑннисем валли пурин валли те, хӑйсен священник-тӑванӗсем валли тата хӑйсем валли пасха путекӗсем пуснӑ.
21
Ӗнтӗ тыткӑнран таврӑннӑ Израиль ывӑлӗсем пасха апачӗ ҫинӗ; Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, пуҫҫапмашкӑн ытти халӑхсен тасамарлӑхӗнчен хӑпса Израиль ывӑлӗсем ҫумне хутшӑннисем те пасха апачӗ ҫинӗ.
22
Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне ҫичӗ кун хушши савӑнӑҫлӑн та хӗпӗртевлӗн уявланӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа вӗсене савӑнӑҫ кӳнӗ: Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррин, Ҫуртне тунӑ чухне вӑй-хал парса пулӑшса тӑма Ассири патшин чӗрине вӗсем майлӑ ҫавӑрнӑ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10