bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezra 9
Ezra 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 10 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн ман патӑма халӑх пуҫлӑхӗсем пычӗҫ те каларӗҫ: Израиль халӑхӗ, священниксемпе левитсем ют халӑхсенчен, вӗсен ирсӗрлӗхӗнчен, ханаансенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, иевусейсенчен, аммонсенчен, моавсенчен, египетсенчен, амморейсенчен хӑпман,
2
хӑйсем те, ывӑлӗсем те ҫав халӑхсен хӗрӗсене качча илнӗ, ӗнтӗ таса вӑрлӑх ют халӑх йӑхӗсемпе хутӑшса кайнӑ; ҫакӑ йӗркесӗр ӗҫре паллӑ ҫынсемпе аслӑ ҫынсем вара чи малта пулнӑ, терӗҫ.
3
Ҫак сӑмаха илтсессӗн эпӗ ҫири тумтирӗме аялти-ҫиелтипех ҫурса антартӑм, ҫӳҫӗмпе сухалӑма тӑпӑлтартӑм; эпӗ шалт тӗлӗнсе, хуйхӑрса лартӑм.
4
Ҫавӑн чухне вара ман патӑма унччен куҫса килнисем тунӑ усал ӗҫсемшӗн Израиль Турри сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнисем пухӑнчӗҫ, эпӗ ӗнтӗ каҫхи парне вӑхӑчӗ ҫитичченех хуйхӑрса лартӑм.
5
Каҫхи парне вӑхӑтӗнче эпӗ хам кулянса ларнӑ вырӑнтан тӑтӑм та ҫурса антарнӑ аялти-ҫиелти тумтирӗм вӗҫҫӗнех чӗркуҫлентӗм, аллӑмсене Ҫӳлхуҫа Туррӑм еннелле ҫӗклесе
6
ҫапла каларӑм: эй Туррӑмҫӑм! Сан умӑнта эпӗ пуҫӑма ҫӗклеме те намӑсланатӑп, хӑратӑп, эй Туррӑмҫӑм, пирӗн йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем пуҫ тӳпинчен те ҫӳлерех, пирӗн айӑпӑмӑр тӳпене ҫитиех купаланнӑ.
7
Аттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа мӗн паянхи кунчченех эпир тӳсме ҫук пысӑк айӑпра; йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсемшӗн пире, пирӗн патшасене, пирӗн священниксене ют ҫӗр патшисен аллине панӑ, хӗҫ айне тунӑ, тыткӑна ӑсатнӑ, ҫаратнӑ, паянхи пекех, намӑс курса пурӑнмалла тунӑ.
8
Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире кӗске вӑхӑтлӑха ырӑлӑх пачӗ, Вӑл, пирӗн халӑхӑн йӑлкӑмне сыхласа хӑварса, пире Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫинче тӗпленме ирӗк пачӗ, Туррӑмӑр пирӗн куҫсене ҫуталтарчӗ, чуралӑхра йӑл илме пачӗ.
9
Эпир — чурасем, анчах Туррӑмӑр пире чуралӑхра та пӑрахмарӗ. Вӑл Перси патшисен кӑмӑлне пирӗн еннелле ҫавӑрчӗ те, лешӗсем пире вӑй илме, Туррӑмӑр Ҫуртне ишӗлчӗкрен ҫӗклесе ҫӗнӗрен туса лартма, Иудейӑпа Иерусалимра хӳттӗн пурӑнма май пачӗҫ.
10
Эй Туррӑмӑр, халӗ ӗнтӗ ҫакӑн хыҫҫӑн эпир мӗн калама пултарайӑпӑр? Эпир Санӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнтӑмӑр,
11
Эсӗ вӗсене пире Хӑвӑн чурусем, пророкусем, урлӑ панӑ, Эсӗ каланӑ: «эсир хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр таса ҫӗр мар, вӑл ют халӑхсен тасамарлӑхӗпе, вӗсен йӗрӗнчӗкӗсемпе вараланнӑ, вӗсем ҫӗре пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитиех ирсӗрлетнӗ.
12
Ҫапла ӗнтӗ, хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене качча ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене те ывӑлӑрсем валли качча ан илӗр; ҫав ҫӗрӗн ырӑлӑхӗпе пурӑнса ӑна хӑвӑр ывӑлӑрсем валли еткерлӗхе хӑварас тесессӗн, вӗсене ӗмӗрне те тӑнӑҫлӑ ырӑ пурӑнӑҫ ан сунӑр» тенӗ.
13
Хамӑрӑн усал ӗҫсемшӗн, хамӑрӑн пысӑк ҫылӑхшӑн ҫакӑн пек асап тӳснӗ хыҫҫӑн та, — эй Туррӑмӑр, Эсӗ пире йӗркесӗр ӗҫсемшӗн тивӗҫлипе хаса памарӑн, хӗрхентӗн пире, халӑх йӑлкӑмне сыхласа хӑвартӑн, —
14
ҫакӑн хыҫҫӑн та эпир Эсӗ хунӑ йӗркесене татах пӑсса пурӑнӑпӑр-ши, ҫав йӗрӗнчӗк халӑхсемпе хурӑнташланӑпӑр-ши? Эсӗ пире тӗппипех пӗтермелле ҫилленмӗн-ши, ӗнтӗ йӑлкӑм та сыхланса юлмӗ-ши?
15
Эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Эсӗ сӑваплӑ! Эпир чӗрӗ юлтӑмӑр, паянхи кунчченех сыхланса юлтӑмӑр; акӑ эпир Сан умӑнта хамӑрӑн ҫылӑхӑмӑрсемпе тӑратпӑр; пирӗн ӗнтӗ ҫакӑн хыҫҫӑн Сан умна курӑнмалла та мар, терӗм эпӗ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10