bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ezra 3
Ezra 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 4 →
1
Ҫиччӗмӗш уйӑхра, ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем хӑйсен хулисенче пурӑннӑ вӑхӑтра, халӑх, пӗр ҫын пек, Иерусалима пухӑннӑ.
2
Вара Иоседек ывӑлӗ Иисуспа унӑн священник тӑванӗсем тата Салафиил ывӑлӗ Зоровавельпе унӑн тӑванӗсем тӑнӑ та, Турӑ ҫынни Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳме Израиль Турри валли парне вырӑнӗ туса лартнӑ.
3
Вӗсем ют халӑхсенчен хӑраса тӑнӑ пулин те, парне вырӑнне ун малтанхи никӗсӗ ҫинех лартнӑ; вара ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана ирсерен те, каҫсерен те парне кӳрсе тӑма пуҫланӑ.
4
Вӗсем ӗнтӗ хӳшӗ уявӗ уявланӑ, ӑна саккун йӗркипе тунӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене хӑш кунӗнче мӗн чухлӗ кӳмелле пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ кӳнӗ.
5
Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене кунсеренех кӳме пуҫланӑ, ҫав парнене тата ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче те, Ҫӳлхуҫана халалланӑ мӗнпур уявра та парса тӑма пуҫланӑ, тимлӗ пулса, ҫынсем тата ырӑ кӑмӑлтан Ҫӳлхуҫана парнесем кӳнӗ.
6
Ҫӳлхуҫана ҫиччӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнчен пуҫласа пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑма пуҫланӑ. Ун чухне Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне те хывман пулнӑ-ха.
7
Чул касакансемпе йывӑҫ каскалакан ӑстасене кӗмӗл панӑ, Сидонпа Тир ҫыннисене вара — вӗсем Перси патши Кир ирӗк панипе Ливанран тинӗс урлӑ Яффӑна кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑччӑр тесе — ӗҫме-ҫиме, ҫу парса тӑма тытӑннӑ.
8
Акӑ ӗнтӗ Иерусалима Турӑ Ҫурчӗ патне таврӑнни иккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхра, Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата вӗсен тӑванӗсем — священниксемпе левитсем, — тата тыткӑнран Иерусалима таврӑннӑ пӗтӗм халӑх ӗҫе пикеннӗ: левитсене, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӑвас ӗҫе пӑхса тӑма лартнӑ.
9
Вара Иисус, унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсем, Кадмиилпа унӑн ывӑлӗсем, Иуда тӑхӑмӗсем, ҫавӑн пекех Хенадад ывӑлӗсем, вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем левитсем, пурте пӗр ҫын пек пулса, Турӑ Ҫуртне тӑвакансен ӗҫне ертсе пынӑ.
10
Ӗҫлекенсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывсассӑн, Ҫӳлхуҫана Израиль патши Давид панӑ йӗркепе мухтама унта священниксен тумне тӑхӑннӑ, аллине трупа тытнӑ священниксене тата кимвал тытнӑ Асаф ывӑлӗсене тӑратса тухнӑ.
11
Вара вӗсем, пӗр-пӗринпе ылмашӑнса: «мухтавлӑр», «Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр», «Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе» тесе юрлама пуҫланӑ. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывса хӑварнӑшӑн савӑнса, пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫана мухтавласа хыттӑн, янӑравлӑн кӑшкӑрса тӑнӑ.
12
Ҫав вӑхӑтрах священниксемпе левитсем, ӑру пуҫлӑхӗсемпе ватӑ ҫынсем нумайӑшӗ, унчченхи Ҫурта курнӑскерсем, ҫакӑ Ҫурт никӗсне хывнине пӑхса тӑнӑ чухне ӳлесех йӗнӗ, ытларахӑшӗ вара савӑнса-хӗпӗртесе кӑшкӑрса тӑнӑ.
13
Халӑх ӗнтӗ хӑй савӑнса кӑшкӑрнипе йӗнине пӗр-пӗринчен уйӑрса та илеймен, мӗншӗн тесессӗн халӑх хытӑ шавланӑ, унӑн сасси питӗ аякра илтӗнсе тӑнӑ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10