bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Song of Solomon 1
Song of Solomon 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 2 →
1
Вӑл мана ҫупӑрласа чуптӑвинччӗ: санӑн евӗкӳ эрехрен те савӑкрах!
2
Эсӗ ырӑ шӑршӑллӑ ҫупа сӗрӗнетӗн те, яту таврана сарӑлнӑ мирӑ пекех туйӑнать; хӗрсем ҫавӑнпа юратаҫҫӗ сана.
3
Кӑчӑк туртсамччӗ мана, эпир сан хыҫҫӑн чупса кайӑпӑр; патша мана хӑйӗн керменне илсе кӗчӗ — сана мухтавлӑпӑр, саншӑн савӑнӑпӑр, санӑн евӗкне эрехрен мала хурӑпӑр; юратӑва тивӗҫлипе юратаҫҫӗ сана!
4
Эй Иерусалим хӗрӗсем! эпӗ хура, анчах та хитре, Кидар чатӑрӗ пек, Соломон чаршавӗ пек хитре.
5
Мана хура тесе ан тиркӗр, ӳтӗме хӗвел хӗртсе хуратрӗ: аннемӗн ывӑлӗсем ҫилленчӗҫ те мана хӑйсен иҫӗм пахчине хураллама тӑратрӗҫ, ҫавӑнпа хамӑн пахчама сыхлаймарӑм.
6
Каласамччӗ мана, чун савниҫӗм: кӗтӗвне ӑҫта кӗтсе ҫӳретӗн? кӑнтӑрла ӑҫтарах эс канатӑн? мӗншӗн-ха манӑн юлташусен кӗтӗвӗ тавра ҫӗтсе ҫӳрес?
7
Эй хитререн те хитре пикемӗр, ҫавна пӗлместӗн пулсассӑн, кай та кай сурӑхсен йӗрӗпе, кӗтӗвне, качака путеккисене, кӗтсе ҫӳре кӗтӳҫ чатӑрӗсем ҫумӗнче.
8
Фараон кӳминчи ик турта хушшинчи кӗсремпе танлаштартӑм сана, савниҫӗм-пикеҫӗм.
9
Ах, епле чечен курӑнать шерепе эрешленӗ сӑну, ҫут шӑрҫаллӑ мӑю;
10
эпир сана кӗмӗл тенкӗллӗ ылтӑн шерепе туса парӑпӑр.
11
Патша хӑй кӗрекинче ларнӑ чухне эпӗ сӗрӗннӗ нард ҫӑвӗнчен ырӑ шӑршӑ сарӑлайрӗ.
12
Манӑн савнӑ каччӑм — мирра ҫупкӑмӗ, яланах чӗрем ҫумӗнче вӑл.
13
Манӑн савнӑ каччӑм — Енгедире иҫӗм пахчинче ҫурӑлнӑ кипер сапаки пек.
14
Ах, савниҫӗм-пикеҫӗм, ытарайми хитре эс, ытарайми хитре! куҫусем — кӑвакарчӑн куҫӗсем.
15
Ах, савнӑ каччӑм, савнийӗм, мӗнле илемлӗ эсӗ, мӗнле кӑмӑллӑ эсӗ! пирӗнех те тӳшек — ешӗл курӑк;
16
пирӗнех те ҫуртсенӗн тӑрри — кедр йывӑҫҫи, пирӗнех те пӳртсенӗн маччи — кипарис йывӑҫҫи!
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8