bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Song of Solomon 6
Song of Solomon 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 7 →
1
«Хитререн те хитре пикемӗр, ӑҫта кайса кӗчӗ санӑн савнӑ каччу? ӑҫта ҫухалчӗ санӑн савнӑ каччу? ӑна эпир санпала пӗрле шырӑпӑр».
2
Манӑн савнӑ каччӑм хӑй пахчине, чечек пахчине, тухса кайрӗ: вӑл унта кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет, лили чечекӗ пуҫтарать.
3
Савнӑ тусӑмҫӑм — манӑн, эпӗ те — унӑн; вӑл лили чечекӗ хушшинче кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет.
4
Савниҫӗм-пикеҫӗм, эсӗ Фирца пекех илемлӗ, Иерусалим пекех кӑмӑллӑ, элем ҫӗкленӗ ҫӗнтерейми ҫар евӗрлӗ эсӗ.
5
Ан тинкер эс мана, ан пӑлхат чунӑма.
6
Галаад тӑвӗ ҫинчен анакан качака кӗтӗвне асилтерчӗ ҫӳҫӳ; шӑлусене — шывран ҫуса кӑларнӑ сурӑх кӗтӗвӗ тейӗн, хӗсӗрри унта ҫук, кашнийӗ — йӗкӗреш путекпе;
7
питӳ — икӗ нар улмиех, ун тавра явӑнаҫҫӗ ҫӳҫ кӑтрисем.
8
Патшанӑн — утмӑл арӑм, сакӑрвунӑ ҫум-арӑм, хӗрӗсенӗн шучӗ те ҫук;
9
анчах вӑл ҫеҫ — кӑвакарчӑнӑм, тасаран тасаскерӗм, пӗртен-пӗррескерӗм; амӑшӗ те ӑна, пӗртен-пӗр пикине, ытларах юратса ҫитӗнтернӗ. Хӗрсем курчӗҫ те ӑна — пуринчен мала хучӗҫ, патша арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсем те мухтарӗҫ ӑна.
10
Кам-ши вӑл, шурӑмпуҫ ялтравӗ евӗрскер, уйӑх пек чиперскер, хӗвел ҫутийӗ евӗрскер, элем ҫӗкленӗ ҫӗнтерейми ҫар евӗрскер?
11
Айлӑм ешӗллӗхне курмашкӑн, иҫӗм аврисем папка ҫурман-ши, нар улми йывӑҫӗсем ҫеҫкене ларман-ши тесе мӑйӑр пахчине эпӗ антӑм.
12
Ӗнтӗ хам та пӗлместӗп — халӑхӑмӑн чаплӑ ҫыннисен кӳмисем еннелле мӗншӗн ӑнтӑлчӗ-ши ман чунӑм?
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8