bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Song of Solomon 4
Song of Solomon 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 5 →
1
Ай, илемлӗ-ҫке эсӗ, савнийӗм-пикеҫӗм, ай, илемлӗ! кӑтру айӗн пӑхать кӑвакарчӑн куҫу; Галаад тӑвӗ ҫинчен анакан качака кӗтӗвне асилтерчӗ ҫӳҫӳ;
2
шӑлусене — шывран ҫуса кӑларнӑ, ҫӑмне каснӑ сурӑх кӗтӗвӗ тейӗн, хӗсӗрри унта ҫук, кашнийӗ — йӗкӗреш путекпе;
3
йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю пек санӑн туту, ҫепӗҫ чӗлхӳ-ҫӑвару; питӳ — икӗ нар улмиех, ун тавра явӑнаҫҫӗ ҫӳҫ кӑтрисем;
4
мӑю — Давид юпи евӗрлӗ, ҫав юпана вӑл кӑрал ҫакма лартнӑ, ун ҫине пиншер хулкан ҫакнӑ, пур хулканӗ те — паттӑрсенӗн.
5
Санӑн икӗ кӑкӑру — лили чечекӗ хушшинче ҫӳрекен ту качакин йӗкӗреш путекки.
6
Кун сулхӑнӗ кайиччен, мӗлкесем ҫухаличчен мирра тӑвӗ ҫине, фимиам тӳпемне ман ҫитесчӗ.
7
Савниҫӗм-пикеҫӗм, эсӗ пур тӗлӗшпе те илемлӗ, санра чӗптӗм тасамарлӑх та ҫук!
8
Атя манпала Ливанран, ҫураҫнӑ пикеҫӗм! атя манпала Ливанран! Амана тӑвӗ тӑрринчен, Сенирпа Ермон тӑрринчен, арӑслан йӑвисем патӗнчен, барс тӑвӗсем патӗнчен васкасамччӗ!
9
Ах, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм, манӑн чӗреме тыткӑнларӑн! пӗрре пӑхнипех, пӗр мӑй ҫыххипех манӑн чӗреме тыткӑнларӑн.
10
Ах, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм, мӗнле ҫепӗҫ сан евӗкӳ! ачашлатӑн та — эрехрен ытларах ӳсӗртетӗн, эсӗ сӗрӗннӗ сӗрӗш шӑрши пур ырӑ шӑршӑран селӗмрех!
11
Ҫураҫнӑ пикеҫӗм, чӗлхӳ-ҫӑварӑнтан караслӑ пыл тумлать; чӗлхӳ айӗнче те — пыл та сӗт-ҫке санӑн, Ливан тӑвӗ ырӑ шӑршӑ сарнӑ пек, ҫипуҫу санӑн ырӑ шӑршӑ сарать!
12
Манӑн йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм — питӗрсе илнӗ йывӑҫ пахчи, хупса хунӑ пусӑ, пичет пуснӑ ҫӑлкуҫӗ;
13
эсӗ лартнӑ хунав пахчи — нар улмийӗн пахчи, паха улма-ҫырла, кипер, нард йывӑҫҫисем,
14
нард тата шафран, аир тата корица, ырӑ шӑршӑ саракан тӗрлӗ йывӑҫ, мирра тата алой, тем тӗрлӗ техӗмлӗ курӑк;
15
пахчари пусӑра — таса шывлӑ ҫӑлкуҫӗ, Ливан тӑвӗ ҫинчен юхакан юхӑм шыв.
16
Эй, ҫил, ҫӗклен ҫурҫӗртен, вӗҫсе кил кӑнтӑртан, варкӑштар пахчама, — унӑн ырӑ шӑрши пур енне сарӑлайтӑр! Савнӑ каччӑм-савнийӗм кӗтӗр хӑй пахчине, пылак ҫимӗҫ ҫисе рехетлентӗр.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8