bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Song of Solomon 2
Song of Solomon 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 3 →
1
Эпӗ — Сарон нарцисӗ, эпӗ — айлӑмра ӳсекен лили!
2
Ман савниҫӗм-пикеҫӗм ытти хӗрсем хушшинче — кӳкен тӗмӗсем хушшинчи лили чечекӗ пекех.
3
Манӑн савнӑ тусӑм ытти каччӑсем хушшинче — вӑрман йывӑҫӗсем хушшинчи улмуҫҫи евӗрлех. Ҫав улма йывӑҫҫи айӗнче сулхӑнра эп ларма юрататӑп, унӑн пылак ҫимӗҫӗ ҫӑвартах ирӗлет.
4
Вӑл мана ӗҫкӗ-ҫикӗ керменне илсе кӗчӗ, ман тӗле юрату ялавне ҫакса хучӗ.
5
Ах, мана юрату лӑштӑр ячӗ, сыпкӑм эрех ӗҫтерсе вӑй кӗртсемӗр, улмапа сӑйласа кӑшт уҫсамӑр ӑша.
6
Унӑн сулахай алли — ман пуҫӑм айӗнче, сылтӑмми вара мана ыталать.
7
Эй Иерусалим хӗрӗсем, ту качаки ячӗпе, хир айпӑланӗ ячӗпе тархаслатӑп сире: вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине ан татӑр, ан вӑратӑр ӑна.
8
Ах, савнӑ тусӑм сасси илтӗнет! акӑ килет вӑл: ту ҫийӗн ыткӑнса, сӑрт ҫийӗн сиктерсе вӑл килет.
9
Ту качаки евӗрлех, ҫамрӑк пӑлан евӗрлех манӑн каччӑм. Акӑ ҫитрӗ те — тӑрать вӑл кунтах, хӳме леш енче, кантӑкран пӑхать, карта витӗр вӗлтлетсе илет.
10
Ӗнтӗ тусӑм мана йыхӑрать: савнийӗм, ытарайми пикеҫӗм, тӑрса тухчӗ часрах!
11
Акӑ хӗл те иртсе кайрӗ; ҫумӑр та ҫуса иртрӗ;
12
ҫӗр питне капӑрлатрӗҫ хитре чечексем; юрӑ вӑхӑчӗ ҫитрӗ, ҫӗршывӑмӑрта улатӑпа сасси илтӗнет;
13
смоква йывӑҫӗ те папкине ӗнтӗ ҫурчӗ, иҫӗм турачӗсем, ҫеҫкене ларса, ырӑ шӑршӑ сараҫҫӗ. Савнийӗм, ытарайми пикеҫӗм, тӑрса тухчӗ часрах!
14
Ту хушӑкне, чул хысак хӳттине пытанса ларнӑ кӑвакарчӑнӑм! кӑтартсамччӗ сӑнна, сассуна илтме парсамччӗ мана: сассу евӗклӗ санӑн, сӑну кӑмӑллӑ санӑн.
15
Тилӗсемпе ҫурисене тытса парӑр пире, вӗсем иҫӗм пахчисене тустараҫҫӗ, пирӗн пахча чечекре-ҫке.
16
Савнӑ тусӑмҫӑм — манӑн, эпӗ те — унӑн; вӑл лили чечекӗ хушшинче кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет.
17
Кун сулхӑнӗ кайиччен, мӗлкесем ҫухаличчен сӑрт-тусем хушшинчи ту качаки пулайса, ҫамрӑк пӑлан пулайса таврӑнччӗ, савниҫӗм.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8