bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Song of Solomon 5
Song of Solomon 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 6 →
1
Килтӗм акӑ хамӑн пахчама, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм; ырӑ шӑршӑллӑ мирра тата техӗмлӗ курӑк татса пуҫтартӑм, караслӑ пылӑма та ҫирӗм, эрехӗмпе сӗтӗме те ӗҫсе тӑрантӑм. Ӗҫӗр те ҫийӗр, тусӑмсем, рехетленӗр, савнӑ ҫыннӑмсем!
2
Ҫывӑратӑп, анчах чӗрем сыхӑ тӑрать; акӑ савнӑ тусӑмӑн сасси илтӗнет, алӑкран шаккать вӑл: «йӑмӑкӑм, савниҫӗм, уҫсамччӗ, кӑвакарчӑнӑм, тасаран тасаскерӗм! пуҫӑма ӗнтӗ сывлӑм сырчӗ, ҫӳҫӗм кӑтри каҫ нӳрӗкӗпе йӗпенчӗ».
3
Ҫири кӗпене эпӗ хывнӑччӗ ӗнтӗ, мӗнле-ха ӑна каллех тӑхӑнас? Эпӗ урана та ҫунӑччӗ ӗнтӗ, мӗнле-ха ӑна каллех варалас?
4
Чун савнийӗм тӗнӗ витӗр тӑсрӗ те аллине, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗм пӑлханса кайрӗ.
5
Савнийӗме уҫса кӗртмешкӗн вырӑн ҫинчен тӑтӑм, аллӑмран мирра тумлать, алӑк хӑлӑпӗ ҫине пӳрнемсенчен мирра тумлать.
6
Савнийӗме кӗртмешкӗн алӑка эп уҫрӑм, савнийӗм ҫаврӑнчӗ те — кайрӗ. Кайрӗ те — чунӑм хыпӑнса ӳкрӗ, эпӗ шырарӑм ӑна — тупаймарӑм ӑна, чӗнтӗм ӑна — вӑл сасӑ памарӗ.
7
Мана хула тӑрӑх ҫӳрекен хуралҫӑсем тӗл пулчӗҫ, хӗнерӗҫ мана, суранлатса пӗтерчӗҫ мана; хӳме хураллакансем пӗркенчӗкӗме сӳсе илчӗҫ.
8
Эй Иерусалим хӗрӗсем, тархаслатӑп сире: манӑн савнийӗме тӗл пулсассӑн, мӗн каланӑ пулӑттӑр ӑна? эпӗ юратӑвӑмпа халсӑрланнӑ тесемӗр.
9
«Хитререн те хитре пикемӗр! санӑн каччу ытти каччӑсенчен мӗнрен лайӑхрах-ши вара? Пире ҫапла тархасламашкӑн санӑн каччу ыттисенчен мӗнрен лайӑхрах-ши вара?»
10
Манӑн савнийӗм шурӑ ӳтлӗ, хӗрлӗ сӑнлӑ, вунӑ пин каччӑран чаплӑрах вӑл:
11
пуҫӗ — таса ылтӑн; кӑтри — хумлӑ-хумлӑ, хура курак пек йӗпкӗн хура;
12
куҫӗсем — юхӑм шыв хӗрринче пурӑнакан, сӗтре чӑпӑл тӑвакан, киленсе ларакан кӑвакарчӑнсемех;
13
пичӗ — ырӑ шӑршӑллӑ чечек пахчийӗ, техӗмлӗ курӑксен йӑранӗ; тути — лили чечекӗ, мирра сӑрхӑнтармӑш;
14
аллисем — ахахлӑ-мерченлӗ икӗ ылтӑн чӑмӑр; хырӑмӗ — сапфир чулӗпе эрешленӗ, ӑстайлӑ якатнӑ сӑлан шӑммийӗ;
15
ури тунисем — ылтӑн никӗс ҫине лартнӑ икӗ мрамор юпа; пӗвӗ-сийӗ — Ливан тӑвӗ евӗр, кедр йывӑҫӗ пек мӑнаҫлӑн курӑнать;
16
чӗлхи-ҫӑварӗ — шерпет, кӑмӑлӗпе те вашават вӑл. Эй Иерусалим хӗрӗсем, акӑ мӗнлерех манӑн савнӑ каччӑм, акӑ мӗнлерех манӑн тусӑм!
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8