bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Song of Solomon 3
Song of Solomon 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 4 →
1
Ҫӗр варринче хам тӳшекӗм ҫинче чунӑм савакан ҫыннӑма шырарӑм, шырарӑм ӑна — тупаймарӑм ӑна.
2
Тӑрам-и эппин, хула тӑрӑх каям-и, чунӑм савакан ҫыннӑма урамра, уҫӑ хутлӑхра эп шырам-и; шырарӑм ӑна — тупаймарӑм ӑна.
3
Тӗл пулчӗҫ мана хула тавра ҫӳрекен хуралсем: «чунӑм савакан ҫынна курмарӑр-и эсир?»
4
Пӑрӑнса утрӑм ҫеҫ вӗсенчен, чунӑм савакан ҫыннӑма тӗл пултӑм, ҫатӑрласа тытрӑм та ӑна — аннемӗн килне ҫитиччен, аннемӗн шалти пӳлӗмне кӗриччен хамран вӗҫертмерӗм ӑна.
5
Эй Иерусалим хӗрӗсем, ту качаки ячӗпе, хир айпӑланӗ ячӗпе тархаслатӑп сире: вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине ан татӑр, ан вӑратӑр ӑна.
6
Кам вӑл — пушхир енчен тӗтӗм юпи пек ҫӗкленсе тухаканӗ? миррӑпа, фимиампа, мирӑ шӑратаканӗн тем тӗрлӗ сухӑр ҫӑнӑхӗпе тӗтӗрнӗрен тӗтӗрленсе тӑраканӗ?
7
Акӑ унӑн, Соломонӑн, йӑткӑҫӗ: ун тавра — утмӑл паттӑр, Израиль ҫӗрӗнчи утмӑл паттӑр.
8
Кашниех хӗҫ тытнӑ, ӑста вӗсем ҫапӑҫма; ҫӗрлехи синкертен сыхланма пилӗкӗ ҫумӗнче вӗсен хӗҫӗ.
9
Хӑйне ҫӗклесе ҫӳремелли йӑткӑҫне Соломон патша Ливан йывӑҫӗнчен тутарнӑ;
10
юписем унӑн — кӗмӗл, чавсапа сӗвенмелли — ылтӑн, ларкӑчне витнӗ йӑм хӗрлӗ пустав; ҫавӑ йӑткӑҫ ӑшне Иерусалим хӗрӗсем савса-юратса тирпейленӗ.
11
Эй Сион хӗрӗсем, кайса курӑр пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑ Соломон патшана, мӑшӑрланнӑ кун, чун-чӗришӗн савӑклӑ кун, амӑшӗ ӑна тӑхӑнтартнӑ пуҫкӑшӑль.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8