bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Amos 1
Amos 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 2 →
1
Иудея патши Озия тата Израиль патши Иоас ывӑлӗ Иеровоам пурӑннӑ вӑхӑтра, ҫӗр чӗтрениччен икӗ ҫул маларах, Амоса — Фекоя хулин пӗр кӗтӳҫне — Турӑ курӑннӑ, ҫавӑн чухне вӑл Израиль ҫинчен каланӑ ҫак сӑмахсене илтнӗ.
2
Амос вара каланӑ: Ҫӳлхуҫа Сион ҫинчен кӗмсӗртеттерсе ярӗ, Иерусалимран сас парӗ, ӗнтӗ кӗтӳҫсен хӳшшисем йӗрсе ярӗҫ, Кармил тӑвӗн тӑрри типсе ларӗ.
3
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Дамаскӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӗсем Галаада тимӗр тӑпачӑпа тӑпаларӗҫ.
4
Акӑ Азаил килӗ ҫине вут ярӑп та, вӑл Венададӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.
5
Дамаск хапхин сӑлӑпӗсене ҫапса ҫӗмӗрӗп, Авен айлӑмӗнче пурӑнакансене тата патша туйи тытакана, Еден килӗнчен тухнӑскере, пӗтерсе пӑрахӑп, арамей халӑхӗ вара Кир аллине тыткӑна кайӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
6
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Газа хулин йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӗсем тыткӑнри мӗнпур ҫынна Эдом аллине пама илсе тухрӗҫ.
7
Акӑ Газа хӳмисем ҫине вут ярӑп та, вӑл унӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.
8
Азотра пурӑнакансене тата Аскалонра патша туйи тытакана пӗтерсе тӑкӑп та аллӑма Екрон еннелле тӑсӑп, вара юлашки филистимсем вилсе пӗтӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
9
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Тир хулин йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӗсем тыткӑнри мӗнпур ҫынна Эдома пачӗҫ, тӑванла килӗшӳ ҫинчен аса та илмерӗҫ.
10
Тир хулин хӳмисем ҫине вут ярӑп та, вӑл унӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.
11
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эдомӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӑл хӑй тӑванне хӗҫпе хӑваларӗ, тӑванлӑх туйӑмне таптарӗ, пӗрмаях хӑйӗн ҫиллипе тискерленчӗ, хӑйӗн хаярлӑхне нихӑҫан та пусармарӗ.
12
Ӗнтӗ Феман ҫине те вут ярӑп, вӑл Восорӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.
13
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Аммон ывӑлӗсен йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп вӗсене, мӗншӗн тесен вӗсем, хӑйсенӗн чиккисене сарас тесе, Галаадра йывӑр ҫӳрекен арӑмсене каса-каса тухнӑ.
14
Равва хӳмисен ӑшӗнче те вут тивертӗп, вӑл унӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене вӑрҫӑ кунӗнчи кӑшкӑрашура, ҫил-тӑвӑл кунӗнчи ҫавраҫилпе ҫунтарса ярӗ.
15
Вӗсенӗн патши вара хӑй те, унпа пӗрле унӑн улпучӗсем те тыткӑна кайӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9