bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Amos 7
Amos 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 8 →
1
Мана Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫакӑн пек кӑтартрӗ: акӑ Вӑл каю шӑтса тухнӑ чухне хӗрлӗ шӑрчӑк пултарчӗ, ҫав каю патша валли утӑ ҫулнӑ хыҫҫӑн шӑтса тухнӑччӗ.
2
Ҫапла пулчӗ: хӗрлӗ шӑрчӑк ҫӗр ҫинчи курӑка ҫисе пӗтерсен, эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! хӗрхенсемччӗ; Иаков мӗнле чӑтса тӑрайӗ? вӑл пӗчӗкҫеҫҫӗ-ҫке, терӗм.
3
Ҫӳлхуҫа вара хӗрхенчӗ: «кун пек пулмӗ» терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.
4
Ҫӳлхуҫа Турӑ мана тата ҫакӑн пек кӑтартрӗ: акӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ сут тума вут-ҫулӑм кӑларчӗ — ҫав вут-ҫулӑм тӗпсӗр шыва та, ҫӗрӗн пӗр пайне те ҫунтарса ячӗ.
5
Эпӗ каларӑм вара: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! чарсамччӗ; Иаков мӗнле чӑтса тӑрайӗ? вӑл пӗчӗкҫеҫҫӗ-ҫке, терӗм.
6
Ҫӳлхуҫа вара хӗрхенчӗ: «ку та пулмӗ» терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.
7
Ҫакӑн пек кӑтартрӗ Вӑл мана: акӑ Ҫӳлхуҫа чӑнкӑ хӳме ҫинче тӑрать, Унӑн аллинче — тӑхлан тӳркӗҫ.
8
Ҫӳлхуҫа мана: Амос, мӗн куратӑн эсӗ? терӗ. Эпӗ хуравласа каларӑм: тӳркӗҫ, терӗм. Ҫӳлхуҫа каларӗ: акӑ тӳркӗҫе хамӑн халӑхӑм, Израиль, хушшине хурӑп; ӑна урӑх каҫармӑп.
9
Вара Исаакӑн тӳпем вырӑнӗсем пушанса юлӗҫ, Израилӗн таса теекен ҫурчӗсем те арканӗҫ, Иеровоам килне хирӗҫ Эпӗ хӗҫпе ҫӗкленӗп, терӗ.
10
Вефиль священникӗ Амасия вара Израиль патши Иеровоам патне ҫапла калама ҫын ячӗ: Амос Израиль ӑрӑвӗсене сана хирӗҫ пӑлхатса ҫӳрет; унӑн пӗр сӑмахне те ҫӗр чӑтса тӑраймӗ.
11
Амос ҫапла калать: «Иеровоама хӗҫ касса вӗлерӗ, Израиле вара хӑй ҫӗрӗнчен тыткӑна илсе каяҫҫех» тет.
12
Амоса ӗнтӗ Амасия ҫапла каланӑ: эй витӗркуран! кай, Иуда ҫӗрне тухса кай; ҫавӑнта ҫӑкӑр ҫи, ҫавӑнта пророкла каласа ҫӳре,
13
анчах Вефильре текех пророкла каласа ан ҫӳре, мӗншӗн тесен вӑл — патшанӑн таса вырӑнӗ, патша килӗ, тенӗ.
14
Амос Амасияна хуравласа каланӑ: эпӗ пророк та мар, пророк ывӑлӗ те мар; эпӗ кӗтӳҫӗччӗ тата смоква татса ҫӳреттӗм.
15
Анчах Ҫӳлхуҫамӑр мана сурӑхсем патӗнчен уйӑрса илчӗ те каларӗ мана: «кай, Ман халӑхшӑн, Израильшӗн, пророк пул» терӗ.
16
Халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер. Эсӗ: «Израиле хирӗҫ каласа ан ҫӳре, Исаак килне хирӗҫле сӑмах ан кала» тетӗн.
17
Ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн калать: санӑн арӑмна хулара мӑшкӑл тӑвӗҫ, ывӑлусемпе хӗрӳсем хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ, санӑн ҫӗрӳ чикӗ вӗренӗпе пайланӗ, хӑв эсӗ таса мар ҫӗр ҫинче вилӗн, Израиле вара хӑй ҫӗрӗнчен илсе тухаҫҫех, тет.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9