bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Amos 8
Amos 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 9 →
1
Ҫапла кӑтартрӗ, ҫапла уҫса пачӗ мана Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: акӑ пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫ тултарнӑ пурак.
2
Вӑл каларӗ: Амос, мӗн куратӑн эсӗ? терӗ. Эпӗ хуравласа каларӑм: пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫ тултарнӑ пурак куратӑп, терӗм. Вара Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман халӑхӑмӑн, Израилӗн, пӗтесси те пиҫсе ҫитрӗ: ӑна урӑх каҫармӑп.
3
Тӗреклӗлетнӗ ҫуртӑн юррисем ҫав кун кӑшкӑрса йӗнипе ылмашӑнӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; виле нумай пулӗ; вӗсене пур ҫӗрте те ним чӗнмесӗр пӑрахса хӑварӗҫ.
4
Итлесе пӗтерӗр ҫакна, чухӑнсене хыпса ҫӑтасшӑн, мӗскӗнсене пӗтересшӗн антӑхса тӑракансем,
5
эсир: «ҫӗнӗ уйӑх иртсе каятех, вара эпир тырӑ сутма пуҫлӑпӑр, шӑматкун иртсе каятех, вара эпир кӗлетсене уҫӑпӑр, виҫене чакарса, сикль хакне ӳстерсе, тӗрӗс мар тарасапа халӑха улталаса,
6
кӗлмӗҫсене кӗмӗлле, чухӑнсене пӗр мӑшӑр ура сыррилле сутӑн илсе, хывӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр сутса пурӑнӑпӑр» теекенсем, итлӗр.
7
Ҫӳлхуҫа Иаков мухтавӗпе тупа турӗ: чӑнахах та вӗсем тунӑ ӗҫсенчен пӗрне те ӗмӗрне те манмӑп! терӗ.
8
Ҫакна пула ҫӗр чӗтренсе илмӗ-и, ун ҫинче пурӑнакан кашни ҫынах йӗрсе ямӗ-и? Ҫӗр пӗтӗмпех юхӑм шыв пек хумханса кайӗ, вӑл Египет шывӗ пек ҫӗклене-ҫӗклене анӗ.
9
Ҫав кун вара ҫапла пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ: тӑр-кӑнтӑрла хӗвеле антарса лартӑп, кӑнтӑр варринче ҫӗре сӗмлӗхпе хупӑрлӑп.
10
Уявӑрсенче хуйхӑрмалла тӑвӑп, пур юррӑра та хӳхлеве ҫавӑрӑп, пурин ҫине те хуйхӑ тумтирӗ уртса ярӑп, пурин пуҫне те шакла тӑвӑп, ҫӗршывра вара пӗртен-пӗр ывӑлшӑн хурланса йӗнӗ пек хӳхлев илтӗнсе тӑрӗ, ҫӗршыв пӗтни хурлӑхлӑ кун пек пулӗ.
11
Ҫӳлхуҫа Турӑ калать: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫине выҫлӑх ярас кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ, ҫакӑ вӑл ҫӑкӑрсӑр выҫӑхни е шывсӑр антӑхни мар, ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене илтесшӗн антӑхни пулӗ.
12
Ҫӳлхуҫа сӑмахне шыраса тинӗсрен тинӗсе ҫӳрӗҫ, ҫурҫӗртен тухӑҫа куҫӗҫ, анчах ӑна тупаймӗҫ.
13
Ҫав кун хитре хӗрсемпе яш ачасем антӑхнипе халтан кайӗҫ;
14
халӗ вӗсем Самари ҫылӑхӗпе тупа тӑваҫҫӗ: «эй Дан, санӑн турру чӗрӗ! Вирсавияна илсе каякан ҫул та чӗрӗ!» тееҫҫӗ. Вӗсем ӗнтӗ кайса ӳкӗҫ те урӑх тӑраймӗҫ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9