bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Amos 4
Amos 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 5 →
1
Эй Самари тӑвӗ ҫинчи Васан пӑрӑвӗсем, итлӗр ҫак сӑмаха. Эсир, чухӑнсене хӗсӗрлекенсем, мӗскӗнсене пусмӑрлакансем, хӑвӑр хуҫӑрсене: «парса тӑр, эпир ӗҫсех тӑрӑпӑр!» теекенсем, итлӗр.
2
Ҫӳлхуҫа Турӑ, Хӑйӗн сӑваплӑхӗпе тупа туса, сире ҫекӗлпе, сирӗнтен юлнисене вӑлтапа ҫаклатса каяс кунсем килесси ҫинчен пӗлтерчӗ.
3
Вара, кам мӗнле пултарнӑ пек, ҫӗмӗрнӗ хӳме шӑтӑкӗсем витӗр тухӑр, ҫуртӑрсенчи мӗнпур япалӑра пӑрахса хӑварӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
4
Кайӑр Вефиле — ҫылӑха кӗрсе пурӑнӑр, Галгала кайӑр — усал ӗҫӗрсен шутне ӳстерсе ярӑр; парнӗрсене кашни ирех кӳрсе тӑрӑр, хӑвӑрӑн вуннӑмӗш пайӑра кашни виҫӗ кунранах илсе пырӑр.
5
Тав парнисене йӳҫӗтсе пӗҫернӗ ҫӑкӑр кӳрӗр, ирӗклӗрен кӳнӗ парнесем ҫинчен каласа пӗлтерӗр, вӗсем ҫинчен каласа ҫӳрӗр: эсир, Израиль ывӑлӗсем, ҫапла тума юрататӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
6
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Эпӗ ҫапла турӑм: сирӗн мӗнпур хулӑрта шӑл хушшине хумалӑх та апат ҫук, сирӗн мӗнпур ялӑрта ҫӑкӑр ҫитмест, анчах эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
7
Вырмана тухиччен виҫӗ уйӑх малтан сирӗн патӑра ҫумӑр ямасӑр тӑтӑм; пӗр хула ҫине ҫумӑр ҫутарса тӑтӑм, тепӗр хула ҫине ҫутармарӑм; пӗр ани ҫумӑрпа шӳсе тӑчӗ, тепӗри, ҫумӑр пӗрчи те курманскер, типсе ларчӗ.
8
Икӗ-виҫӗ хула, шыв ӗҫес тесе, пӗр хулана пуҫтарӑнатчӗҫ, анчах тӑраниччен ӗҫсе кураймастчӗҫ, анчах ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
9
Сирӗн тыррӑра Эпӗ ӑрша ярса та, шурӑхтарса та пӗтерсе тӑтӑм; сирӗн нумай пахчӑра, сирӗн иҫӗм ҫырли пахчисене те, смоква йывӑҫӗсене те, ҫу йывӑҫӗсене те хурт ҫисе яратчӗ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
10
Сирӗн ҫине Эпӗ, Египетри евӗр, мур чирӗ ярса тӑтӑм, учӗсене тыткӑна илсе кайса, сирӗн яш ачӑрсене хӗҫпе вӗлерсе тӑтӑм, ҫапла сирӗн тапӑрсенчен сывлама ҫук ирсӗр шӑршӑ сарӑлса тӑчӗ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
11
Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Содомпа Гоморрӑна аркатса тӑкнӑ пек аркатса ҫӳрерӗм, сире вут-ҫулӑмран вутпуҫҫи туртса кӑларнӑ пек туртса кӑларнӑ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
12
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Эпӗ сана ҫакна кӑтартӑп, Израиль; ӗнтӗ Эпӗ сана ҫакна кӑтартатӑп пулсан, хӑвӑн Турруна кӗтсе илме хатӗрлен, Израиль:
13
акӑ Вӑл, ту-сӑрта тӑваканӗ, ҫиле пултараканӗ, этеме хӑй мӗн шухӑш тытнине пӗлтерекенӗ, ирхи ҫутта сӗмлӗх тӑваканӗ, ҫӗртен ҫӳлте ҫӳрекенӗ. Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9