bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Amos 2
Amos 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 3 →
1
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Моавӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӑл Эдом патшин шӑмми-шаккине акшар пулса кайичченех ҫунтарчӗ.
2
Ҫапла Моав ҫине вут ярӑп, вӑл Кериофӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ, Моав вара аркату шавӗнче, трупа кӑшкӑртса тӑнӑ хушӑра тӗп пулӗ.
3
Ун хушшинчи тӳрене пӗтерӗп те унпа пӗрле мӗнпур пуҫлӑха вӗлерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
4
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа саккунне йышӑнмарӗҫ, Вӑл хунӑ йӗркесене тытса тӑмарӗҫ, хӑйсенӗн ашшӗсемех пуҫҫапнӑ йӗрӗхсем вӗсене ҫултан пӑрса ячӗҫ.
5
Иуда ҫине вут ярӑп та, вӑл Иерусалимӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ.
6
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израилӗн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен тӳрӗ ҫынна кӗмӗлле, чухӑна пӗр мӑшӑр ура сыррилле сутаҫҫӗ.
7
Чухӑнсен пуҫӗ ҫинче ҫӗр тусанӗ пултӑр тесе хыпса ҫунаҫҫӗ, йӑваш кӑмӑллисен ҫулне пӑсаҫҫӗ; Манӑн сӑваплӑ ятӑма чыссӑра кӑларса, ашшӗпе ывӑлӗ те пӗр хӗрарӑм патнех ҫӳреҫҫӗ.
8
Кирек хӑш чӳк вырӑнӗ ҫумӗнче те саклат хывса илнӗ тумтир ҫинче лараҫҫӗ, айӑпа юлнисенчен шыраса илекен иҫӗм эрехне хӑйсен туррисен ҫурчӗсенче ӗҫеҫҫӗ.
9
Эпӗ вара вӗсем умӗнче кедр пек ҫӳллӗ, юман пек тӗреклӗ аморрее тӗп турӑм; Эпӗ ҫӳлте унӑн ҫимӗҫне, аялта унӑн тымарне пӗтертӗм.
10
Сире вара Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм та, аморрейсен ҫӗрне хӑвӑр валли еткерлӗхе илмелле пултӑр тесе, хӗрӗх ҫул пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм.
11
Эпӗ Сирӗн ывӑлӑрсенчен пророксем, сирӗн яш ачӑрсенчен назорейсем суйласа илтӗм; ҫапла мар-и ку, Израиль ывӑлӗсем? тет Ҫӳлхуҫа.
12
Эсир вара назорейсене эрех ӗҫтереттӗр, пророксене: «пророк пек ан калаҫӑр» тесе чараттӑр.
13
Акӑ Эпӗ сире кӗлте тиенӗ урапа таптанӑ пек таптаса лапчӑтӑп та —
14
вичкӗннин те чупмашкӑн вӑй юлмӗ, тӗрекли те хӑйӗн тӗреклӗхне упраса хӑвараймӗ, хӑюлли те хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлаймӗ,
15
ухӑран перекенни те ури ҫинче тытӑнса тӑраймӗ, хӑвӑрт ҫӳрекенни те тараймӗ, ут ҫинче лараканни те хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлаймӗ.
16
Хӑюллисенчен чи паттӑрри те ҫав кунхине ҫарамас тарӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9