bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Amos 6
Amos 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 7 →
1
Пуринчен те аслӑ халӑхӑн ятлӑ ҫыннисене, Сион ҫинче пӗр шухӑшсӑр пурӑнаканскерсене, Самари тӑвне шанса пурӑнаканскерсене, хӑйсем патне Израиль йӑхне ҫӳретекенскерсене, хуйхӑ ҫитӗ!
2
Калне хулине ҫитӗр те пӑхӑр, унтан аслӑ Емаф хулине кайӑр, кайран филистимсен хулине Гефа анӑр: ҫак патшалӑхсенчен лайӑхрах мар-и вӗсем? вӗсен ҫӗрӗсем сирӗн ҫӗрӗртен анлӑрах мар-и?
3
Эсир, асап кунӗ ҫитесси инҫе-ха тесе шутлакансем, пусмӑр ҫӗнтерессе ҫывхартакансем,
4
эсир, сӑлан шӑмминчен тунӑ чаплӑ саксем ҫинче выртакансем, вырӑнӑрсем ҫинче рехетленекенсем, кӗтӳри чи лайӑх такасене, чи сӗтеклӗ кӗтӳлӗхсенче ҫӳрекен пӑрусене ҫиекенсем,
5
кӗвве Давид пекех калама пултаратпӑр тесе кӗсле ҫеммипе юрлакансем,
6
куркапа эрех ӗҫекенсем, чи паха сӗрӗшпе сӗрӗнекенсем, эсир Иосиф асапӗшӗн хуйхӑрмастӑр та!
7
Ҫавӑншӑн вӗсем халӗ тыткӑна каякансенчен чи малтан тыткӑна кайӗҫ, вара ачаша тухнисен хӗпӗртесси пӗтӗ.
8
Ҫӳлхуҫа Турӑ Хӑй ячӗпе тупа тӑвать, Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Иаков мӑнкӑмӑллӑхӗнчен йӗрӗнетӗп, унӑн керменӗсене кураймастӑп, унӑн хулине те, унта мӗн пуррине те пӗтӗмпех тӑшман аллине паратӑп.
9
Вара ҫапла пулӗ: пӗр-пӗр ҫуртра вунӑ ҫын юлсан, вӗсем те вилсе пӗтӗҫ.
10
Ҫавсен тӑванӗ е ҫунтаракан вилнисен шӑмми-шаккине ҫуртран йӑтса тухас тесе илӗ те ҫуртри ҫынран: «санӑн тата кам та пулин пур-и?» тесе ыйтӗ. Лешӗ: «никам та ҫук» тейӗ. Ыйтаканни вара: «шӑп пул! Ҫӳлхуҫа ятне асӑнма юрамасть» тейӗ.
11
Мӗншӗн тесен Турӑ калӗ те акӑ, пысӑк ҫуртсем ҫурмаран ҫурӑла-ҫурӑла кайӗҫ, пӗчӗк ҫуртсем ҫуркалана-ҫуркалана ишӗлсе анӗҫ.
12
Чул ту тӑрӑх утсем чупаҫҫӗ-и? ӑна вӑкӑрпа сухалама пулать-и? Ҫав хушӑра эсир сут ӗҫне наркӑмӑша, тӳрӗлӗх ҫимӗҫне йӳҫҫе кӑларатӑр;
13
эсир, ниме тӑман япаласене мухтакансем, ҫапла калатӑр: «хамӑр хӑватӑмӑра хамӑр вӑйпа илмен-и эпир?» теетӗр.
14
Эй Израиль килӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Эпӗ акӑ сире хирӗҫ халӑх ҫӗклӗп те, сире Емафа кӗнӗ ҫӗртен пуҫласа пушхирти юхӑм шыв таран хӗссе тӑрӗҫ, тет.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9