bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Amos 3
Amos 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 4 →
1
Эй Израиль ывӑлӗсем, итлӗр ҫак сӑмаха, Ҫӳлхуҫа сирӗн валли, Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ пӗтӗм йӑхӑр валли, каланӑ сӑмаха:
2
ҫӗр ҫинчи мӗнпур йӑхран Эпӗ сире анчах суйласа илтӗм, ҫавӑнпа та сирӗнтен мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗршӗн шыраса илӗп.
3
Пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлмасӑр иккӗн пӗрле ҫула тухаҫҫӗ-и?
4
Хӑй умӗнче тупӑшӗ ҫук пулсан, ахӑрать-и вӑрманта арӑслан? хӑй нимӗн те тытман пулсан, сасӑ парать-и хӑй йӑвинчен арӑслан ҫури?
5
Кайӑк валли серепе лартман пулсан, ҫӗр ҫинче йӑлмака лекет-и вӑл? Йӑлмака нимӗн те лекмен пулсан, ҫӗр ҫинчен ҫӗкленет-и вӑл?
6
Хулара трупа кӑшкӑртсан, халӑх хӑраса ӳкмест-и вара? Ҫӳлхуҫа яман йывӑрлӑх хулара пулать-и вӑл?
7
Ҫӳлхуҫа Турӑ Хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне Хӑйӗн чурисене, пророксене, пӗлтермесӗр нимӗн те тумасть-ҫке.
8
Арӑслан ӳхӗрме пуҫласан, кам чӗтресе ӳкмӗ? Ҫӳлхуҫа Турӑ каласан, кам пророк пек каласа пӗлтермӗ?
9
Азот хулинчи ҫурт тӑррисенчен, Египет ҫӗрӗнчи ҫурт тӑррисенчен пӗлтерӗр, калӑр: эй, Самари тӑвӗсем ҫине пуҫтарӑнӑр, курӑр: мӗн тери иртӗхеҫҫӗ унта, мӗнле хӗсӗрлеҫҫӗ ун хутлӑхӗнче, тейӗр.
10
Вӗсем тӗрӗс пурӑнма пӗлмеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа: пусмӑрласа, ҫаратса хӑйсен керменӗсене мул пухаҫҫӗ.
11
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ тӑшман, ҫитменнине тата пӗтӗм ҫӗр тавраллах! вӑл санӑн хӑватлӑхна аркатӗ, санӑн керменне ҫаратса тухӗ, тет.
12
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: кӗтӳҫӗ хӑш чухне арӑслан ҫӑварӗнчен икӗ ура туни е хӑлха татӑкӗ туртса кӑларать, Самарире чыслӑ вырӑнта, Дамаскра чаплӑ сак ҫинче ларакан Израиль ывӑлӗсем те ҫапла ҫӑлӑнӗҫ.
13
Итлӗр те Иаков килне каласа кӑтартӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Саваоф Турӑ.
14
Эпӗ Израильрен унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн шыраса илнӗ кун Вефильри парне вырӑнӗсемшӗн те шыраса илӗп, вара алтарь мӑйракисене касса пӑрахӗҫ, вӗсем ҫӗре ӳкӗҫ.
15
Хӗллехи ҫурта ҫуллахи ҫуртпа пӗрле аркатса пӑрахӑп, сӑлан шӑмминчен тунӑ эрешсемпе илемлетнӗ ҫуртсем те ҫухалӗҫ, нумай-нумай ҫурт пӗтсе ларӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9