bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Amos 9
Amos 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
1
Эпӗ Ҫӳлхуҫа парне вырӑнӗ ҫумӗнче тӑнине куртӑм, Вӑл каларӗ: хапхан ҫӳлти суллине ҫап, хапха суллисем кисренсе кайччӑр, вӗсене пурин пуҫӗ ҫине те ишӗлтерсе антар, ыттисене Эпӗ хӗҫпе тӗп тӑвӑп: тараканнисенчен пӗри те тарса ӳкеймӗ, хӑтӑлас теекеннисенчен пӗри те хӑтӑлаймӗ.
2
Вӗсем ҫӗр тӗпне тарса пытанас пулсан та, Манӑн аллӑм вӗсене унтан та туртса кӑларӗ; пӗлӗт ҫине улӑхса каяс пулсан та, вӗсене унтан та сирпӗтсе антарӑп.
3
Кармил тӑрринче пытанса ларас пулсан та, вӗсене унтан та шыраса тупса илсе килӗп; Манӑн куҫӑмран тинӗс тӗпне анса пытанас пулсан та, унта та тинӗс ҫӗленне вӗсене суранлатма хушӑп.
4
Хӑйсен тӑшманӗсен умӗнчен пырса тыткӑна каяҫҫӗ пулсан, Эпӗ хушнипе вӗсене унта та хӗҫ касса тӑкӗ. Вӗсем ҫине Хамӑн куҫӑмпа ырӑ сунса мар, хуйхӑ сунса пӑхӑп.
5
Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗре сӗртӗнӗ ҫеҫ — ҫӗр ирӗлсе те кайӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте йӗрсе-макӑрса ярӗҫ; пӗтӗм ҫӗр юханшыв пек ҫӗкленсе кайӗ те Египет шывӗ пек анса ларӗ.
6
Вӑл Хӑйӗн ҫӳлти керменӗсене тӳпене туса лартнӑ, никӗсне ҫӗр ҫине ҫирӗплетсе лартнӑ, Вӑл тинӗс шывӗсене чӗнсе илсе пӗтӗм ҫӗр пичӗ тӑрӑх юхтарать; Унӑн ячӗ — Ҫӳлхуҫа.
7
Израиль ывӑлӗсем, эсир те Маншӑн Эфиопи ҫыннисен ывӑлӗсем пекех мар-и? тет Ҫӳлхуҫа. Израиле Египет ҫӗрӗнчен, филистимсене Кафтортан, Арам ҫыннисене Киртан Эпӗ илсе тухмарӑм-и вара?
8
Акӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ куҫӗ — ҫылӑхлӑ патшалӑх ҫинче, Эпӗ ӑна ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп; анчах Иаков килне пӗтӗмпех пӗтермӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
9
Акӑ Эпӗ хушӑп та — Израиль килне пур халӑхсем хушшине салатса ярӑп, тырӑ пӗрчисене ала ҫинче пӗри те ҫӗре ӳкмелле мар салатнӑ пек салатӑп.
10
Ман халӑхӑмӑн ҫылӑхлӑ ҫыннисем, «ҫакӑ инкек пире ҫитмӗ, пирӗн патӑмӑра килмӗ!» теекенсем, пурте хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ.
11
Ҫав кун Эпӗ Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен туса лартӑп, ун ӑшӗнчи хушӑксене питӗрӗп, мӗн ҫӗмӗрӗлнине юсаса тирпейлӗп, ӑна авалхи евӗрлех туса ҫитерӗп,
12
ҫапла вӗсем Эдомӑн йӑлкӑмне, Ман ятӑм хӑйсен хушшине ҫитес халӑхсене пурне те хӑйсен аллине илччӗр, тет ҫакна пурне те пултаракан Ҫӳлхуҫа.
13
Акӑ сухаҫӑ тырӑ выракана, иҫӗм ҫырли таптакан иҫӗм йывӑҫӗ лартакана тӗл пулас кунсем ҫитӗҫ; тусем иҫӗм сӗткенӗ юхтарса тӑрӗҫ, иҫӗм ҫырли сӗткенӗ пӗтӗм сӑрт ҫинчен юхса выртӗ.
14
Вара Хамӑн халӑхӑма, Израиль халӑхне, тыткӑнран каялла илсе килӗп, ӗнтӗ пушанса юлнӑ хуласенче ҫурт-йӗр ҫавӑрӗҫ те унта пурӑнма вырӑнаҫӗҫ; иҫӗм пахчисем лартса тултарӗҫ, иҫӗм ҫырлинчен эрех туса ӗҫӗҫ, йывӑҫ пахчисем лартса ӳстерӗҫ те улма-ҫырла ҫийӗҫ.
15
Ҫапла вӗсене хӑйсен ҫӗрне вырӑнаҫтарӑп, текех вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен, Эпӗ панӑ ҫӗртен, хӑваласа ямӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турру.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9