bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Amos 5
Amos 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 6 →
1
Эй Израиль килӗ, итлӗр ҫак сӑмахӑма, сирӗн ҫинчен каласа хӳхлӗп эпӗ.
2
Ӳкрӗ те — урӑх тӑраймасть Израиль хӗрӗ! ӑна хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинчех ҫапса пӑрахрӗҫ те, тӑратаканӗ никам та ҫук.
3
Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пин ҫынпа тухнӑ хула ҫӗр ҫынпа ҫеҫ тӑрса юлӗ, ҫӗр ҫынпа тухнӑ хула Израиль килӗнче вуннӑн ҫеҫ тӑрса юлӗ, тет.
4
Ҫӳлхуҫа Израиль килне ҫапла калать: Мана шырӑр, вара чӗрӗ юлӑр, тет.
5
Вефиле ан шырӑр, Галгала ан кайӑр, Вирсавияна ан ҫӳрӗр: Галгал пӗтӗмпех тыткӑна лекӗ, Вефильрен нимӗн те тӑрса юлмӗ.
6
Ҫӳлхуҫана шырӑр, вара чӗрӗ юлатӑр: Вӑл Иосиф килӗ ҫине ӑна ҫунтарса яракан вут пек ан ыткӑнтӑр, Вефильре ӑна сӳнтерекен никам та пулмӗ.
7
Эй эсир, сута наркӑмӑша кӑларакансем, тӳрӗлӗхе ҫӗре пӑрахса таптакансем!
8
Кам пултарнӑ-ха Алтӑр ҫӑлтӑрпа Кӗвенте ҫӑлтӑра, кам сӗм сӗмлӗхрен ҫутӑ ир, кӑнтӑр ҫутинчен ҫӗрлехи пек тӗттӗм туса хурать, кам тинӗс шывне чӗнсе илсе пӗтӗм ҫӗр пичӗ тӑрӑх юхтарать? Унӑн ячӗ — Ҫӳлхуҫа!
9
Вӑйлине хирӗҫ Вӑл ҫаратакана тӗреклӗлетет, ҫаратакан вара кереме кӗрет.
10
Вӗсем хапха умӗнче питлекене кураймаҫҫӗ, тӳрӗ калаканран йӗрӗнеҫҫӗ.
11
Ҫапла ӗнтӗ, чухӑна таптанӑшӑн, унран парнелӗх ҫӑкӑр илнӗшӗн эсир, чутланӑ чулран ҫурт тусассӑн та, унта пурӑнаймӑр; хӳхӗм иҫӗм пахчисем лартса ӳстерсен те, иҫӗм ҫырли эрехне ӗҫеймӗр:
12
Эпӗ сирӗн йӗркесӗр ӗҫӗрсем мӗн тери нумаййине, ҫылӑхӑрсем мӗн тери йывӑррине пӗлетӗп: эсир — тӳрӗ ӗҫ тӑшманӗсем, эсир сӗрев илетӗр, сутра чухӑнсенӗн ӗҫне тӳнтерле кӑтартатӑр.
13
Ҫавӑнпа ҫак вӑхӑтра ӑсли чӗнмесӗр тӑрать, мӗншӗн тесен ку вӑхӑт — усал вӑхӑт.
14
Чӗрӗ юлас тесен, усала мар, ырра шырӑр — ҫавӑн чухне, хӑвӑр каланӑ пек, Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ.
15
Усала курайми пулӑр та ырра юратӑр, хапхӑр умӗнче каллех тӗрӗс сут тума тытӑнӑр; тен, Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ Иосиф йӑлкӑмне хӗрхенӗ.
16
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Пурне те Тытса Тӑракан, ҫапла калать: пур урамра та ӳлесе йӗрӗҫ, пур ҫул ҫинче те: «шел, шел!» тесе кӑшкӑрӗҫ, ҫӗр ӗҫлекенсене хуйхӑрма, хӳхлев юрри пӗлекенсене хӳхлеме чӗнӗҫ,
17
пур иҫӗм пахчинче те ӳлесе йӗрӗҫ, мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн хушшӑрпа иртӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
18
Ҫӳлхуҫа кунне курас теекенсемшӗн хуйхӑ ҫитӗ! Ҫӳлхуҫа кунӗ мӗн тума кирлӗ-ха сире? вӑл тӗттӗм, ҫутӑ мар,
19
ку вӑл арӑсланран таракан ҫын ҫулӗ ҫине упа тухнӑ пекех е киле ҫитсе хӳме ҫумне алӑпа тӗреннӗ ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ пекех.
20
Ҫӳлхуҫа кунӗ тӗттӗм мар-и вара, ҫутӑ-и? вӑл — тӗттӗм, унта ҫуталса тӑни ҫук.
21
Сирӗн уявӑрсене кураймастӑп, йышӑнмастӑп, чаплӑ пухӑвӑрсем вӑхӑтӗнчи парнӗрсен ырӑ шӑршине хапӑлламастӑп.
22
Мана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне е ҫӑкӑр парни кӳрес пулсан, Эпӗ вӗсене йышӑнмӑп, самӑртнӑ пӑрусем пусса кӳнӗ тав парни ҫине те ҫавӑрӑнса пӑхмӑп.
23
Хӑвӑн юррусен шавне Манран аяккалла сир: Эпӗ санӑн кӗслӳ сассине итлессӗм ҫук.
24
Сут тӑвасси шыв юхнӑ пек пытӑр, тӳрӗлӗх вара хӑватлӑ юхӑм пек пултӑр!
25
Эй Израиль килӗ, пушхирте хӗрӗх ҫул хушшинче парнесемпе ҫӑкӑр парнисем кӳтӗр-и эсир Мана?
26
Эсир Молох чатӑрӗпе Ремфан туррӑр ҫӑлтӑрне, хӑвӑр валли тунӑ йӗрӗхӗрсене йӑтса ҫӳрерӗр.
27
Ҫавӑншӑн Эпӗ сире Дамаск леш енне куҫарса ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа; Унӑн ячӗ — Саваоф Турӑ!
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9