bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Esther 1
Esther 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 2 →
1
[Ҫакӑн хыҫҫӑн] Артаксеркс вӑхӑтӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ, — ҫав Артаксеркс Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑнӑ, —
2
Артаксеркс патша тӗп хулара, Сузӑ хулинче, патшара ларнӑ чухне,
3
патшара ларни виҫҫӗмӗш ҫул ҫине кайсан, вӑл хӑйӗн аслӑ улпучӗсем валли, хӑй ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансем валли, Персипе Миди ҫарӗсен тӗп пуҫлӑхӗсем валли, хӑй ҫӗрӗсене пӑхса тӑракансем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ,
4
вӑл унта хӑй патшалӑхӗн аслӑ мулне, хӑйӗн ҫиҫсе тӑракан чапне кӑтартнӑ, нумая, ҫӗр сакӑрвунӑ куна, тӑсӑлнӑ ҫав уяв.
5
Кайран, ҫав кунсем иртсе кайсан, патша тӗп хулара, Сузӑ хулинче, пурӑнакан хӑй халӑхӗ валли, пӗтӗм ватти-вӗтти валли, патша керменӗ ҫумӗнчи сат картишӗнче ҫичӗ куна тӑсӑлакан ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ.
6
Унта мрамор юпасем ҫине кӗмӗл урлавсем хурса, ҫӳхе йӗтӗн пире тата хӗрхӗлтӗм ҫӑм пире шурӑ виссонран, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тунӑ кантрасемпе карӑнтарса хӳтӗ тунӑ.
7
Саккисем ылтӑн та кӗмӗл пулнӑ, урайне симӗс тӗслӗ чул, мрамор, ахах тата хура тӗслӗ чул сарнӑ пулнӑ.
8
Ӗҫмеллине ылтӑн савӑтсемпе, вӑтӑр пин талант тӑракан тӗрлӗ савӑтсемпе панӑ; патши пуян пулнӑран патша эрехӗ те тем-тем тӗрлӗ пулнӑ. Ӗҫкӗ-ҫикӗ ӗретлӗ те танлӑ пынӑ, никам та никама хистемен, мӗншӗн тесессӗн патша хӑй керменӗнче ӗҫлекенсене ҫавӑн пек тума, кашни ҫын кӑмӑлне шута илме хушнӑ.
9
Патша майри Астинь те Артаксеркс патша керменӗнче хӗрарӑмсем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ пухнӑ.
10
Ҫиччӗмӗш кунӗнче, чун-чӗри эрехпе хавасланса-ҫӗкленсе кайсан, Артаксеркс патша хӑй умӗнче ӗҫлесе тӑракан ҫичӗ хайранне — Мегуман, Бизфа, Харбона, Бигфа, Авагфа, Зефар тата Каркас хайрансене — ҫапла тума хушнӑ:
11
вӗсем патша майрине Астине чӗнсе килччӗр, вӑл мӗнешкел хитре пулнине халӑхсене, аслӑ улпутсене кӑтартма, ӑна, пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑскерне, патша умне тӑратчӑр, мӗншӗн тесессӗн Астинь, чӑнах та, ытарайми хӳхӗм пулнӑ.
12
Анчах та патша майри Астинь патша хӑйӗн хайранӗсем урлӑ хушнине тума, унта пыма килӗшмен.
13
Патша питӗ вӑйлӑ ҫилленнӗ, тилӗрсех кайнӑ. Патша вара вӑхӑта пӗлекен ӑсчахсемпе канашласа илнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл ӗҫсене саккунпа права йӗркисене пӗлекенсем умӗнче татса панӑ пулнӑ.
14
Ун чухне унӑн чи ҫывӑх ҫыннисем, патша сӑнне курса тӑракансем, патшалӑхри пӗрремӗш ҫынсем, Персипе Миди ҫӗрӗсен ҫичӗ аслӑ улпучӗ: Каршена, Шефар, Адмафа, Фарсис, Мерес, Марсена тата Мемухан пулнӑ.
15
Патша ҫак ҫынсенчен ыйтнӑ: Артаксеркс патшана итлеменшӗн, хӑйне хайрансем урлӑ мӗн хушнине туманшӑн патша майрине Астине саккун тӑрӑх мӗнле айӑпламалла? тенӗ.
16
Мемухан вара патшапа аслӑ улпутсем умӗнче каланӑ: Астинь пӗр патша умӗнче ҫеҫ мар, пур аслӑ улпут умӗнче те, Артаксеркс патшан пӗтӗм ҫӗрӗнчи пур халӑх умӗнче те айӑплӑ;
17
мӗншӗн тесессӗн патша майри мӗн туни ҫинчен ытти арӑмсем пӗлӗҫ те хӑйсен упӑшкисене хисеплеми пулӗҫ, «Артаксеркс патша Астине, патша майрине, хӑй умне чӗнтернӗ, анчах лешӗ пыман» тейӗҫ.
18
Халь ӗнтӗ Персипе Миди ҫӗрӗнчи аслӑ улпутсен арӑмӗсем те, патша майри мӗн тунине илтсессӗн, патшан пур аслӑ ҫыннине те ҫавӑн пекех калӗҫ; хисеплеменни, намӑс курмалли чылай пулӗ.
19
Патшан кӑмӑлӗ пулсан, вӑл ҫирӗп хушу кӑлартӑр: Астинь ӗнтӗ Артаксеркс патша умне урӑх ан курӑнтӑр, ун хисеплӗ вырӑнне патша урӑххине, унран лайӑхраххине, патӑр, ҫак йӗрке Персипе Миди саккунӗсене кӗрсе ҫирӗплентӗр, ӑна каялла тумалла ан пултӑр.
20
Патшалӑх темле пысӑк пулсан та, патша хушӑвӗ пӗтӗм ҫӗршывӗпе саланӗ, ун ҫинчен илтсен кирек мӗнле арӑм та хӑй упӑшкине хисеплӗ, ун сӑмахӗнчен иртеймӗ.
21
Ҫак сӑмах патшана та, аслӑ улпутсене те килӗшнӗ; патша вара Мемухан каланӑ пек тунӑ.
22
Патша ҫӗрӗсене пур вырӑна та «килте упӑшки хуҫа пултӑр» текен хут янӑ, ӑна ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ, ҫакна кашни ҫынна унӑн тӑван чӗлхипе пӗлтерме хушнӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10