bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Esther 7
Esther 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 8 →
1
Патшапа Аман вара патша майри Эсфирь патне ӗҫме-ҫиме пынӑ.
2
Ҫак иккӗмӗш кунӗнче те, ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче, патша Эсфире унчченхи пекех каланӑ: Эсфирь, сана мӗн кирлӗччӗ? сана пурӗ те пулӗ; эсӗ мӗн ыйтасшӑнччӗ? ҫур патшалӑх ыйтсассӑн та, парӑп сана, тенӗ.
3
Патша майри Эсфирь ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: патша, эпӗ санӑн куҫу умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, патшаран ыйтма юрать пулсассӑн, манӑн пурӑнӑҫа сыхласа хӑварччӑр — эпӗ ҫакӑн ҫинчен ыйтатӑп! Манӑн халӑхӑма сыхласа хӑварччӑр — эпӗ ҫакӑншӑн тархаслатӑп!
4
Мӗншӗн тесессӗн пире — мана та, манӑн халӑхӑма та — вӗлерме, пӗтерме, кӑклама сутнӑ! Пире чуралӑха сутнӑ пулсассӑн, пире чурасем тунӑ пулсассӑн, эпӗ шарламан пулӑттӑм — ҫавӑн пек инкекшӗн те патшана чӑрмантарман пулӑттӑм!
5
Артаксеркс патша Эсфире хуравласа каланӑ: хӑй чӗринче ҫавӑн евӗрлӗ усал шухӑш тытма хӑйнӑ ҫын кам вара вӑл, ӑҫта вӑл?
6
Каланӑ Эсфирь: тӑшман, хур тӑвакан — ак ҫакӑ усал Аман! тенӗ. Аман вара патшапа патша майри умӗнче сехӗрленсе ӳкнӗ.
7
Ҫиллине шӑнараймасӑр, патша ӗҫсе-ҫисе ларнӑ ҫӗртен кермен ҫумӗнчи сат пахчине тухнӑ; Аман ӗнтӗ, хӑйне патшаран мӗнлерех шӑпа кӗтнине ӑнкарса, патша майрине Эсфире тархаслама юлнӑ, вӑл хӑйне чӗрӗ хӑварма йӑлӑннӑ.
8
Патша кермен ҫумӗнчи сат пахчинчен ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерекен ҫурта таврӑннӑ самантра Аман, Эсфирь выртакан вырӑн ҫумнех тӗршӗнсе, ӑна йӑлӑннӑ пулнӑ. Каланӑ патша: вӑл тата ман ҫуртӑмрах патша майрине пусмӑрласшӑн! тенӗ. Ҫапла сӑмах тухнӑ ҫеҫ патша ҫӑварӗнчен — патша ҫыннисем тӳрех Аман питне хупланӑ.
9
Патша хайранӗсенчен пӗри — Харбона — каланӑ: акӑ Аман килӗ умӗнче аллӑ чике ҫӳллӗш юпа ларать, вӑл ӑна патшана ырӑ тунӑ Мардохей валли хатӗрленӗ, тенӗ. Патша вара: ҫавӑнтан ҫакӑр та ӑна! тенӗ.
10
Амана вара хӑй Мардохей валли хатӗрленӗ юпаранах ҫакнӑ. Патша ҫилли тинех пусарӑннӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10