bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Esther 3
Esther 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 4 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн Артаксеркс патша Амана — Амадаф ывӑлне, Агаг ҫыннине — ҫӗкленӗ, ӑна хӑйӗн пур улпутӗнчен те ҫӳле хурса чапа кӑларнӑ;
2
патша таврашӗнчи ҫынсем, патша хапхи умӗнче тӑракансем пурте Аман умӗнче тайӑлнӑ, ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ, мӗншӗн тесессӗн патша ҫапла тума хушнӑ. Мардохей вара тайӑлман та, ӳксе те пуҫҫапман.
3
Патша патӗнче, патша хапхи умӗнче ӗҫлесе тӑракансем Мардохее каланӑ: эсӗ мӗншӗн патша хушнӑ пек тумастӑн? тенӗ.
4
Вӗсем Мардохее кашни кун ҫапла каланӑ, вӑл вӗсене пӗрех итлемен, вара вӗсем Мардохей хӑйсене пӗлтернине — вӑл иудей ҫынни пулнине — Амана евитлесе панӑ, вӗсен Мардохей хӑй сӑмахӗнчен чакнипе чакманнине пӗлес килнӗ.
5
Мардохей пуҫ тайманнине, хӑйӗн умне ӳксе пуҫҫапманнине курсассӑн, Аман тарӑхса кайнӑ, унӑн ҫилли тулса ҫитнӗ.
6
Пӗр Мардохее хӑйне ҫеҫ вӗлерни уншӑн питӗ сахал пек туйӑннӑ; ӑна ӗнтӗ Мардохей хӑш халӑх ҫынни иккенне каласа панӑ; Аман вара Мардохейӗн пӗтӗм халӑхне, Артаксеркс патшалӑхӗнчи мӗнпур иудее пӗтерме шут тытнӑ.
7
[Мардохей халӑхне хӑш кунра, хӑш уйӑхра пӗтермеллине палӑртас шутпа] Артаксеркс вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, пӗрремӗш уйӑхра, нисан ятлӑ уйӑхра, [канаш ирттернӗ,] Аман умӗнче кашни кун тӗлӗшпе, кашни уйӑх тӗлӗшпе пур сиктернӗ, урӑхла каласан шӑпа янӑ, шӑпи вуниккӗмӗш уйӑха, адар уйӑхне, тухнӑ.
8
Аман вара Артаксеркс патшана каланӑ: сан патшалӑхунта ҫавӑн пек пӗр халӑх пур, вӑл пӗтӗм ҫӗршывӗпе ытти халӑхсем хушшинче саланса-сапаланса пурӑнать; вӗсен саккунӗсем пур халӑхсен саккунӗсенчен те урӑхла, вӗсем патша саккунӗсене итлемеҫҫӗ; патшан вӗсене ахаль хӑварма юрамасть.
9
Патша хирӗҫ мар пулсассӑн, вӑл ҫав халӑха пӗтерме хуштӑр, эпӗ вара патша хысни валли хыснаҫӑсен аллине вунӑ пин талант кӗмӗл виҫсе парӑп.
10
Патша ӗнтӗ иудейсене хирӗҫ ҫырнӑ хута пусса ҫирӗплетме пӳрнинчи ҫӗррине Амана — Амадаф ывӑлне, Агаг ҫыннине — хывса панӑ.
11
Патша Амана каланӑ: кӗмӗлӗ хӑвнах пултӑр, халӑхӗпе вара мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту, тенӗ.
12
Вара пӗрремӗш уйӑхӑн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче патша ҫыруҫисене чӗнсе илнӗ, вӗсем Аман мӗн хушнине ҫырса илнӗ, ҫакна ӗнтӗ патшанӑн аслӑ пуҫлӑхӗсем патне, кашни ҫӗр пуҫлӑхӗ патне, [Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансем патне,] кашни халӑх пуҫлӑхӗсем патне ҫитермелле пулнӑ, ҫав хута ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ; пурне те Артаксеркс патша ятӗнчен ҫырнӑ, патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ.
13
Хучӗсене хыпарҫӑсем урлӑ салатнӑ, вӗсен ӗнтӗ пӗтӗм иудее, ватти-вӗттине, ачи-пӑчине, хӗрарӑмсене пӗр кунра — вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче — пӗтерме, вӗлерме, кӑклама, вӗсен пурлӑхне тӗппипе ҫаратма хушакан хута патша ҫӗрӗнчи кашни кӗтесе ҫитермелле пулнӑ. [Ҫакӑн пек хут пулнӑ вӑл: Аслӑ Артаксеркс патша — Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗр пуҫлӑхне тата вӗсене пӑхӑнса тӑракан вырӑнти пуҫлӑхсене. Чылай халӑх патши пулса, пӗтӗм тӗнчене алӑра тытса, эпӗ, хамӑн вӑйӑмпа-хӑватӑмпа мӑнаҫланмасӑр, патшалӑха йӑвашшӑн та лӑпкӑн тытса пырса, хама пӑхӑнса тӑракан халӑхсем яланах савӑнӑҫлӑ та тату пурӑнӑҫпа пурӑнччӑр тесе тӑрӑшатӑп, патшалӑхӑмра вӑрҫӑ-харҫӑ ан пултӑр, унта пӗр чикӗрен пуҫласа тепӗр чикӗ таран ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе сӑнаса тӑратӑп, пур халӑх та ӗмӗтленекен тӑнӑҫлӑх ҫиттӗр-ҫирӗплентӗр тетӗп. Хама канаш паракансенчен ҫакна мӗнле пурнӑҫламалла-ши, мӗнле тумалла-ши тесе ыйтсан, пирӗн хушшӑмӑрта хӑйӗн ӑстӑнӗпе уйрӑлса тӑракан, пурте кӑмӑллакан-хисеплекен ҫын, пире чунтан парӑннӑскер, патша хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланаканскер, Аман, пире ҫапла ӑнлантарса пачӗ: тӗнчере пӗтӗм йӑх-ӑру хушшине пӗр тӑшманла халӑх хутшӑннӑ иккен, ҫав халӑх хӑйӗн саккунӗ-йӗркипе кирек мӗнле халӑха та хирӗҫлет; ҫав халӑх, эпир тӗп-тӗрӗс те йӗркеллӗ тытса пыракан патшалӑх тата ан вӑйлантӑр тесе, патша хушнине нихӑҫан та хисеплемест-итлемест. Ӗнтӗ пур ҫынна та ялан ҫак пӗртен-пӗр халӑх ҫеҫ хирӗҫ тӑнине пӗлсен, вӗсем саккунсене хирӗҫлекен йӗркесемпе пурӑннине пӗлсен, пирӗн патшалӑхӑмӑрта ҫителӗклӗ пурӑнӑҫ ан пултӑр тесе, пире хирӗҫ тӑрса тискер ӗҫсем тунине пӗлсен, эпир Аман ҫырӑвӗнче, пӗтӗм ӗҫсене тӗрӗслесе тӑракан, хамӑрӑн иккӗмӗш аттемӗр Аман ҫырӑвӗнче, кӑтартнӑ ҫынсене пӗтӗм килӗ-йышӗпе, ачи-пӑчипе вӗлерсе тухма хушрӑмӑр, вӗсене кӑҫалхи вуниккӗмӗш уйӑхӑн, адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче пӗр иккӗленмесӗр, хӗрхенмесӗр хӗҫпе вакламалла, тӗппипех пӗтермелле, ҫавсене — унччен те, халӗ те пире курайман ҫынсене — пӗр кунра вӑйпах ҫӗр тӗпне ҫапса антармалла, вара вӗсем пире малашне ӗмӗрӗпе тӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурӑнӑҫпа пурӑнма чӑрмантараймӗҫ.]
14
Ҫак хушу саккунпа танах шутланнӑ, ҫавӑнпа та, пурте палӑртса хунӑ куна хатӗрленсе тӑччӑр тесе, ӑна ҫырса илсе кашни ҫӗре, кашни халӑха пӗлтерсе тухмалла пулнӑ.
15
Хыпарҫӑсем патша хушӑвне хӑвӑрт салатнӑ. Ӑна тӗп хулара, Сузӑ хулинче те, пӗлтернӗ; патшапа Аман ӗҫкӗ-ҫикӗре ларнӑ, Сузӑ хули вара пӑлханса-шуйханса ӳкнӗ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10