Esther 10

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009

← Chapter 9
3Ҫавӑн пекех унта иудей ҫынни Мардохей ӗнтӗ Артаксеркс патша ҫумӗнче иккӗмӗш ҫын пулнине, иудейсем хушшинче мухтавлӑ пулнине, йышлӑ тӑванӗсем ӑна мӗнле юратнине ҫырса хӑварнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй халӑхне ырӑ тӑвасшӑн пулнӑ, хӑйӗн пӗтӗм йӑхне хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ. [Мардохей ҫапла каланӑ: ку ӗҫ Турӑран пулчӗ, эпӗ ҫак ӗҫсем ҫинчен маларах курнӑ тӗлӗкӗме аса илтӗм: унта тӳрре килменни нимӗн те юлмарӗ. Пӗчӗк ҫӑл юханшыв пулса тӑнӑччӗ, ҫутӑ та, хӗвел те, тулӑх шыв та пурччӗ унта: юханшывӗ Эсфире пӗлтерет, патша ӑна, суйласа илсе, патша майри турӗ. Икӗ ҫӗленӗ — эпӗ тата Аман; халӑхӗсем — иудейсене ячӗ юлмиччен пӗтерме шутланисем; манӑн халӑхӑмӑм — Турра тархасланӑ, ҫӑлӑнса юлнӑ израильсем. Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхне ҫӑлса хӑварчӗ, Турӑ пире пӗтӗм усалтан хӑтарчӗ, суя тӗнпе пурӑнакансем хушшинче пулма та пултарайман паллӑсем, аслӑ кӗтретсем кӑтартрӗ. Турӑ ҫапла икӗ шӑпа пултарнӑ: пӗри — Турӑ халӑхӗ валли, тепӗри — суя тӗнпе пурӑнакансем валли; ҫак икӗ шӑпа сут кунӗнче пӗр сехетре, пӗр вӑхӑтра Турӑ умне тата суя тӗнпе пурӑнакансем умне тухнӑ. Ҫӳлхуҫа вара Хӑй халӑхне аса илнӗ те Хӑй еткерне тӳрре кӑларнӑ. Ҫав кунсене, адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗшпе вунпиллӗкмӗш кунӗсене, Турӑ умӗнче Ун халӑхӗ — Израиль — ӗмӗр-ӗмӗрӗпе чаплӑн та савӑнӑҫлӑн уявлӗ. Птоломейпе Клеопатра тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Досифей, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, священник та левит пулнӑскер, тата Досифей ывӑлӗ Птоломей Александрия хулине Пурим ҫинчен ҫырнӑ ҫак хута илсе килнӗ теҫҫӗ, ӑна Птоломей ывӑлӗ Лисимах, Иерусалимра пулнӑскер, ӑнлантарса панӑ теҫҫӗ.]
← Chapter 9