Esther 5

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009

← Chapter 4 Chapter 6 →
1Виҫҫӗмӗш кунне Эсфирь, [кӗлтума пӑрахса, хуйхӑ тумне хывса,] патша тумне тӑхӑннӑ, [вара капӑр та селӗмскер, Пурне те Курса Тӑракан Турра, Ҫӑлакана чӗнсе, хӑйпе пӗрле икӗ хӗрарӑм тарҫине илнӗ, ачашлӑхпа лӑпсӑр кайнӑ пек туса, пӗрин ҫине тайӑннӑ, тепӗр тарҫи вара хыҫалтан унӑн тумӗ аркине тытса пынӑ. Илемӗ чечекленсе ҫитнӗрен Эсфирь ытарайми хӳхӗм пулнӑ, пичӗ-куҫӗ, юратупа ҫуталса тӑнӑ евӗр, хаваслӑ курӑннӑ, чӗри вара хӑранипе сиксе чӗтренӗ]. Вӑл патша керменӗн шалти картишӗнче, патша керменӗ умӗнчех, чарӑнса тӑнӑ; патша вара хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче, патша керменӗнче, шӑпах кермене кӗмелли алӑк еннелле пӑхса ларнӑ, [ылтӑн сӑрнӑ, хаклӑ чулсемпе эрешленӗ тум тӑхӑннӑскер, вӑл питӗ хӑрушшӑн курӑннӑ]. Картишӗнче тӑракан Эсфире курсассӑн, патша кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ. [Мухтавпа ҫиҫекен сӑн-питлӗскер, вӑл малтан хаяррӑн пӑхса илнӗ; патша майри шанчӑкне ҫухатса шуйханса ӳкнӗ, вӑйран сулӑннипе унӑн сӑнӗ-пичӗ те улшӑннӑ, вӑл хӑйпе юнашар пыракан хӗрарӑм тарҫӑ ҫумне тайӑннӑ. Турӑ вара патша кӑмӑлне йӑвашлатнӑ, вӑл васкасах хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинчен тӑнӑ та тӑна кӗреймен Эсфире ыталаса илнӗ. Кайран ӑна ачаш сӑмахсемпе йӑпатнӑ: мӗн пулчӗ сана, Эсфирь? Эпӗ — санӑн тӑвану! ан хӑра, вилместӗн эсӗ: эпир патшалӑха пӗрле тытса тӑратпӑр; кил кунта, тенӗ.]
← Chapter 4 Chapter 6 →