bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Esther 9
Esther 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 10 →
1
Вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, — патша хушӑвне пурӑнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ кун, иудейсене тӑшманӗсем пӑхӑнтарма шутласа хунӑ кун, — пачах урӑхла пулса тухнӑ, иудейсем хӑйсем ҫӗнтернӗ, пӗтӗм тӑшманне парӑнтарнӑ.
2
Ҫавӑн чухне Артаксеркс патшан пӗтӗм ҫӗрӗнчи хуласенче иудейсем хӑйсене усал сунакансене пӗтерме пӗрле пуҫтарӑннӑ; вӗсен умӗнче никам та чӑтса тӑрайман, мӗншӗн тесессӗн халӑхсем пурте вӗсенчен хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ.
3
Вырӑнти улпутсем, сатрапсем, аслӑ пуҫлӑхсем тата патша ӗҫӗсене туса тӑракансем пурте иудейсем майлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мардохейрен хӑраса ӳкнӗ.
4
Мардохей ӗнтӗ патша ҫуртӗнче аслӑ ҫын шутланнӑ, унӑн чапӗ пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлнӑ, Мардохей ҫӳлерен ҫӳле ҫӗкленнӗ.
5
Иудейсем вара хӑйсен пӗтӗм тӑшманне пӗтернӗ, вӗсене хӗҫпе вакланӑ, вӗлернӗ, кӑкланӑ, тӑшманӗсене мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тунӑ.
6
Тӗп хулара, Сузӑ хулинче, иудейсем пилӗкҫӗр ҫынна вӗлернӗ;
7
тата вӗсем Паршандафӑна, Далфона, Асфафӑна,
8
Порафӑна, Адальяна, Аридафӑна,
9
Пармашфӑна, Арисая, Аридая, Ваиезафӑна вӗлернӗ —
10
ҫак ҫынсем иудейсен тӑшманӗн, Амидаф ывӑлӗн Аманӑн, вунӑ ывӑлӗ пулнӑ. Иудейсем вӗлерме вӗлернӗ, анчах вӗсем аллине ҫаратупа вараламан.
11
Ҫав кунах тӗп хулара, Сузӑ хулинче, мӗн чухлӗ ҫын вӗлернине патшана пӗлтернӗ.
12
Патша Эсфире, патша майрине, каланӑ: тӗп хулара иудейсем пилӗкҫӗр ҫынна тата Аманӑн вунӑ ывӑлне вӗлернӗ; патшан ытти ҫӗрӗсенче мӗн тунӑ вӗсем? Сана мӗн кирлӗ? сана мӗн кирли пурӑнӑҫланӗ. Эсӗ тата мӗн ыйтатӑн? вӑл та пулать, тенӗ.
13
Эсфирь каланӑ ӑна: патша хирӗҫ мар пулсассӑн, Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем ыран та паян тунинех туччӑр, Аманӑн вунӑ ывӑлне вара юпаран ҫакчӑр, тенӗ.
14
Патша ӗнтӗ ҫавӑн пек тума хушнӑ; ҫак хушӑва Сузӑ хулинче пӗлтернӗ, Аманӑн вунӑ ывӑлне вара юпаран ҫакнӑ.
15
Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче те пуҫтарӑннӑ, унта вӗсем ҫичҫӗр ҫынна вӗлернӗ, анчах аллине ҫаратупа вараламан.
16
Патшалӑхра ытти ҫӗрте пурӑнакан иудейсем те хӑйсен пурӑнӑҫне хӳтӗлеме, хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлма пӗрле пуҫтарӑннӑ, вӗсем ҫитмӗл пилӗк пин тӑшмана пӗтернӗ, анчах аллине ҫаратупа вараламан.
17
Ҫакӑ адар уйӑхӗн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче пулса иртнӗ; ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче вара вӗсем лӑпланнӑ та ӑна ӗҫкӗ-ҫикӗпе савӑнӑҫ кунӗ тунӑ.
18
Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем вара ҫав уйӑхӑн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче те, вунтӑваттӑмӗш кунӗнче те пуҫтарӑннӑ, вунпиллӗкмӗш кунӗнче вара лӑпланнӑ та ӑна ӗҫкӗ-ҫикӗпе савӑнӑҫ кунӗ тунӑ.
19
Ҫавӑнпа та ялсенче, уҫӑ вырӑнсенче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче уяв тӑваҫҫӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗ туса савӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне парне параҫҫӗ; [хуласенче пурӑнакансем вара адар уйӑхӗн вунпиллӗкмӗш кунӗнче те савӑнаҫҫӗ, уяв тӑваҫҫӗ; ҫывӑх ҫыннисене парне параҫҫӗ].
20
Мардохей вара Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем патне — ҫывӑхрисем патне те, аякрисем патне те — ҫак ӗҫ ҫинчен ҫыру ҫырса янӑ,
21
вӑл иудейсене кашни ҫулах адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш тата вунпиллӗкмӗш кунӗсенче уяв ирттерме хушнӑ,
22
мӗншӗн тесессӗн ҫак кунсенче иудейсем хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав уйӑхра вӗсем патне хурлану вырӑнне савӑнӑҫ, хуйхӑ-суйхӑ вырӑнне уяв кунӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа ҫак кунсене ӗҫкӗ-ҫикӗ те савӑнӑҫ кунӗсем туччӑр, пӗр-пӗрне парне паччӑр, кӗлмӗҫсене пушӑ алӑпа ан яччӑр.
23
Вара иудейсем, хӑйсем те шӑпах ҫавӑн пек тума пуҫланӑскерсем, Мардохей ҫырса янине хапӑл тунӑ.
24
Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни, мӗнпур иудейсен тӑшманӗ — иудейсене пӗтерме шутласа, вӗсене хӑш кун вӗлерме-кӑклама тытӑнасси тӗлӗшпе пур — урӑхла каласан шӑпа — сиктернӗ,
25
анчах Эсфирь патша патне кайнӑ та, лешӗ вара хушу кӑларнӑ: ӗнтӗ иудейсене хирӗҫ тӑнӑ Аманӑн усал шухӑшӗ хӑйӗн пуҫнех пулнӑ: Аманпа ывӑлӗсене юпаран ҫакса вӗлернӗ.
26
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак кунсене Пурим теҫҫӗ, вӑл «пур» сӑмахран тухнӑ [ку «шӑпа» тенине пӗлтерет, вӗсен чӗлхинче шӑпа янине «пурим» теҫҫӗ]. Ҫавӑнпа та, ҫырура мӗн каланине шута илсе тата хӑйсем мӗн курнине, мӗн шухӑшланине шута илсе,
27
иудейсем хӑйсем валли, хӑйсен ачисем валли, вӗсем енне куҫнӑ мӗнпур ҫын валли ҫапла йышӑннӑ: ҫак икӗ куна, ҫырура кӑтартнӑ пек, кашни ҫул хӑй вӑхӑтӗнче уявлас;
28
ҫак кунсене асра тытас, вӗсене кашни ӑрура, кашни сыпӑкра, кашни ҫӗрте, кашни хулара уявлас; ҫак Пурим кунӗсем ӗмӗрлӗхех асра юлччӑр, вӗсене иудейсем ан пӑрахӑҫлаччӑр, ҫак уява вӗсен ачисем те манӑҫа ан кӑларччӑр.
29
Патша майри Эсфирь, Абихаил хӗрӗ, тата иудей ҫынни Мардохей тӗплӗ те хытарса ҫырса янӑ — ҫак ҫӗнӗ ҫырура Пурим ҫинчен ҫырнине ҫирӗп тытса пымалла;
30
тӑнӑҫлӑхпа ырӑлӑх сунса Артаксеркс патшалӑхӗнчи ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре ҫырусем янӑ, вӗсене пӗтӗм иудей патне ҫитернӗ:
31
ҫав Пурим кунӗсене пурте яланах пӗр вӑхӑтра — иудей ҫынни Мардохей тата патша майри Эсфирь кӑтартнӑ вӑхӑтра — ҫирӗп тытса пыччӑр; тата иудейсем хӑйсем те ҫак уяв умӗн типӗ тытасси, хӳхлесси пирки хыпар янӑ.
32
Ҫапла вара, Эсфирь калани-хушни Пурим кунӗсене палӑртса ҫирӗплетнӗ, ҫакӑн ҫинчен кӗнекене ҫырса хӑварнӑ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10