bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Esther 2
Esther 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 3 →
1
Ҫилли иртсе кайсассӑн, Артаксеркс патша Астине, вӑл мӗн тунине, ӑна халӗ мӗн кӗтнине аса илнӗ.
2
Патшан ҫывӑх ҫыннисем, ӑна ӗҫлесе тӑракансем, каланӑ: патша валли ҫамрӑк та илемлӗ хӗрсем пӑхмалла,
3
хӑй патшалӑхӗнчи кашни ҫӗре патша сӑнавҫӑ суйласа ларттӑр, лешӗсем вара пур ҫамрӑк хӳхӗм хӗре тӗп хулана, Сузӑ хулине, унта патша хайранӗ Гегай пӑхса-тытса тӑракан арӑмсен ҫуртне пуҫтарччӑр та ҫав хӗрсене ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем [тата мӗн кирлӗ, ҫавна] паччӑр;
4
патша куҫне килӗшнӗ хӗр патша майри Астинь вырӑнне пултӑр. Ҫак сӑмахсем патша кӑмӑлне килнӗ те, вӑл вара ҫавӑн пек тунӑ.
5
Сузӑ хулинче, тӗп хулара, Мардохей ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ, вӑл Вениамин йӑхӗнчен тухнӑ иудей ҫынни пулнӑ, ун ашшӗ Иаир пулнӑ, Иаир ашшӗ — Семей, Семей ашшӗ Кис пулнӑ.
6
Вӑл Иудея патшипе Иехонияпа пӗрле илсе килнӗ тыткӑнри ҫынсем хушшинче пулнӑ, вӗсене Иерусалим хулинчен Вавилон патши Навуходоносор илсе килнӗ.
7
Вӑл Гадассӑна, — ку ӗнтӗ Эсфирь пулать, — хӑй тӑванӗн хӗрне, пӑхса ҫитӗнтернӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗн ашшӗ те, амӑшӗ те пулман. Ҫав хӗр пӗвӗ-сийӗпе те илемлӗ, сӑнӗ-пичӗпе те ытармалла мар пулнӑ. Ун ашшӗ-амӑшӗ вилсен Мардохей ӑна, хӑй патне илсе, тӑван хӗрӗ вырӑнне хунӑ.
8
Халӑха патша мӗн хушнине пӗлтерсен, тӗп хулана, Сузӑ хулине, Гегай патне хӗрсене пуҫтарсан, вӗсен хушшинче Эсфирь те пулнӑ, вӑл та патша ҫуртне арӑмсене сыхлакан Гегай патне лекнӗ.
9
Ҫак хӗр ун куҫне кӑмӑллӑ пулнӑ; Гегай ӑна ырӑ тума тӑрӑшнӑ, вӑл ӑна ҫийӗнчех ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем тата ятарлӑ апат-ҫимӗҫ панӑ. Тата ӑна ӗҫлесе тӑмашкӑн керменри чи лайӑх хӗр тарҫӑсенчен ҫиччӗшне суйласа илнӗ те Эсфирьпе унӑн тарҫисене хӗрарӑм ҫуртӗнчи чи лайӑх уйрӑма вырӑнаҫтарнӑ.
10
Эсфирь хӑй халӑхӗ ҫинчен те, хӑйӗн тӑванӗсем ҫинчен те нимӗн те шарламан, мӗншӗн тесессӗн Мардохей ӑна нимӗн те калама хушман.
11
Эсфирь сывлӑхне пӗлме, вӑл мӗнле пурӑннине пӗлме Мардохей кашни кунах хӗрарӑм ҫурчӗн картишне пыра-пыра кайнӑ.
12
Хӗрарӑма илем кӗртес тесе мӗн тумаллине туса ҫитерсен, хӗрсене вуникӗ уйӑх хушши хатӗрлесен — шӑпах ҫак вӑхӑт хушши сӗрӗннӗ вӗсем: ултӑ уйӑх мирӑ ҫӑвӗпе, ултӑ уйӑх ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе тата тӗрлӗ сӗрӗшпе сӗрӗнсен —
13
хӗрӗн Артаксеркс патша патне кӗмелли вӑхӑт ҫитнӗ. Хӗрарӑм ҫуртӗнчен патша ҫуртне кайнӑ чухне вӑл кирек мӗн ыйтсассӑн та, ӑна ҫавна пурне те панӑ.
14
Унта вӑл каҫпа кӗнӗ, ирхине тепӗр ҫурта, патша хайранӗ Шаазгаз тӗрӗслесе-сыхласа тӑракан ҫурта, ҫум-арӑмсен ҫуртне, таврӑннӑ; патша патне урӑх кӗмен ӗнтӗ вӑл — патшан унпа пулас кӑмӑлӗ пулсан ҫеҫ ӑна ятран чӗнсе илме пултарнӑ.
15
Патша патне кӗме черет ҫитсессӗн, Эсфирь — Аминадав хӗрӗ, ашшӗ тӑванӗ Мардохей патӗнче, унӑн хӗрӗ вырӑнӗнче, ӳснӗскер, — патша хайранӗ, арӑмсен хуралҫи Гегай канаш панисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ыйтман. Эсфире курнӑ ҫынсен кӑмӑлӗсем пурте ун енне ҫаврӑннӑ.
16
Эсфире вара Артаксеркс патша патне, патша ҫуртне, илнӗ, ку вуннӑмӗш уйӑхра, урӑхла каласан тебеф уйӑхӗнче, Артаксеркс ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, пулса иртнӗ.
17
Патша Эсфире ытти арӑмӗсенчен ытларах юратнӑ; вӑл ӑна пур хӗрсенчен те ытларах кӑмӑлланӑ, килӗштернӗ; вӑл ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ та Астинь вырӑнне патша майри тунӑ.
18
Эсфирь ячӗпе патша хӑйӗн пур аслӑ улпучӗ валли, хӑй ҫумӗнче ӗҫлекенсем валли пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, ҫӗрсене ҫӑмӑллӑхсем кӳнӗ, патшалла тараватлӑн хаклӑ парнесем салатнӑ.
19
Иккӗмӗш хут хӗр пуҫтарнӑ чухне Мардохей патша хапхи умӗнче ларнӑ.
20
Эсфирь, Мардохей хытарнине асра тытса, унчченхи пекех хӑй тӑванӗсем ҫинчен те, хӑй халӑхӗ ҫинчен те нимӗн те шарламан; вӑл Мардохей сӑмахне халӗ те ун килӗнче пурӑннӑ чухнехи пекех итленӗ.
21
Мардохей патша хапхи умӗнче ларнӑ чухне патшан икӗ хайранӗ, — Гавафа тата Фарра, — алӑк уратине хураллакансем, [Мардохее ҫапла хисепленӗшӗн] вӗчӗхнӗ, вара вӗсем Артаксеркс патшана вӗлерме шут тытнӑ.
22
Ҫакна илтсессӗн Мардохей ӑна патша майрине Эсфире пӗлтернӗ, Эсфирь вара ун ятӗнчен патшана каласа панӑ.
23
Ӗҫе тӗпчесе-тӗрӗслесе тухнӑ хыҫҫӑн йӑлтах тӳрре килнӗ, вара иккӗшне те йывӑҫран ҫакса вӗлернӗ. Мардохейӗн пархатарлӑ ӗҫӗ ҫинчен патша куҫӗ умӗнчех ҫулсеренхи кӗнекене ҫырса хӑварнӑ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10